Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче ӗҫлекен ҫынна икӗ ҫамрӑка амантнӑшӑн штрафланӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн «Hyundai Solaris» автомашинипе «А-151» автоҫулпа Ҫӗрпӳ район территорийӗпе васканӑ. Ҫулӗ те, ҫанталӑкӗ те начар пулнӑ. Руль умӗнчискер хирӗҫ ҫул ҫине асӑрхамасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл хирӗҫ килекен автомашинӑпа ҫапӑннӑ. Колони ӗҫченӗн машининче пулнӑ 23-ри хӗр тата 24-ри каччӑ хытах аманнӑ. Тухтӑрсем ҫавна сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.
Колони ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-ха. Анчах вӑл унччен судпа айӑпланманнине, шар курнисене укҫа парса пулӑшнине, шар курнисем пусиле ӗе чарма ыйтнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынна суд штраф панипе ҫырлахнӑ. Ҫапла вара колони ӗҫченӗн 50 пин тенкӗ тӳлеме лекӗ.
Канаш районӗнче пурӑнакан арҫынна, ачана тапӑннӑскере, суд юсанмалли колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл килте ӳсӗр пулнӑ. 5 ҫулти хӗрачан амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ, ку вара пӗчӗкскере тапӑнса ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, следстви вӑхӑтӗнче хӗрачапа психика-диагностика, реабилитаци тата профилактика мероприятийӗсем ирттернӗ.
Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫын икӗ ҫынна вӗлернӗшӗн суд сакки ҫине ларнӑ. Судья ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 18 ҫул та 3 уйӑх та 10 кунлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн судра явап тытнӑ.
Ҫак тискер ӗҫ 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. 49-ти арҫын кӳршисем патне, 51-ти упӑшкипе 47-ри арӑмӗ патне, пирус ыйтма пынӑ. Анчах ӳсӗрскере алӑк уҫса кӗртмен, ку вара парӑнман – хӑйӗх пӳрте кӗнӗ. Хайхискер унта кил хуҫипе хирӗҫсе кайнӑ, ӑна кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Шӑв-шава илтсе арӑме вӑраннӑ, кӳрши ӑна мӑйӗнчен чикнӗ. Упӑшкипе арӑмӗ ҫавӑнтах вилнӗ, арҫын вара тухса кайнӑ.
Ҫак тискер ӳкерчӗке 9 ҫулти хӗрача, вилнӗ арҫынпа хӗрарӑмӑн хӗрӗ, курнӑ. Вӑл пытанма ӗлкӗрнӗ. Кайран вал урӑх ялта пурӑнакан аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа ҫитме тӑрӑшнӑ, анчах укҫи пулман. Ирхине аппӑшӗ хӑй шӑнкӑравланӑ, ҫӗрле мӗн пулса иртни пирки тин пӗлнӗ.
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ 9-мӗш юсанмалли колонин ҫамрӑк ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна сӗтев илнӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, колонире вӑй хуракан 22 ҫулти каччӑ 2018 ҫулхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче юсанмалли колоние виҫӗ телефон илсе кӗнӗ. Кун пирки вӑл ҫав учрежденире ларакан пӗр ҫынпа калаҫса татӑлнӑ. Ҫак ӗҫшӗн ҫамрӑксер 13 пин тенкӗ кӗсйине чикнӗ.
Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Каччӑ ҫак ӗҫе мӗншӗн тата мӗнле условисемпе тунине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енри юсанмалли колонире ларакан ҫын судран пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна талӑкра 8 сехет ҫывӑрма чӑрмантарнӑ-мӗн тата камерӑра сывлӑш ҫитмен иккен.
Айӑпланнӑ ҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, каҫхи 10 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен колони ӗҫченӗсем обход тунӑ чухне шавлаҫҫӗ, ҫавна май талӑкра 8 сехет ҫывӑрма май ҫук.
Суда 2015-2017 ҫулсенче камерӑсенче микроклимата тӗрӗслесе ҫырнӑ протоколсене тӑратнӑ. Айӑпланнӑ арҫын ҫирӗп условисенче ларать, ҫавна май тӗрӗслев ҫӗрле те пулать. Анчах ҫывӑракансене вӑратмаҫҫӗ.
«Пӳлӗм икӗ пайран тӑрать, пурӑнмалли секцисене пайланӑ, периметрпа тимӗр читлӗхсем евӗр. Айӑпланнӑ арҫынсем ҫак пӳлӗмсенче каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен пулаҫҫӗ. Тимӗр читлӗхсенчи секцисене бетон стенасемпе чикӗленӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн айӑпланнӑ ҫынсем воспитани ӗҫӗсен пӳлӗмӗнче пулаҫҫӗ», - тенӗ Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн пресс-службинче.
Специалистсене камерӑсенче ирхине тата каҫхине микроклимата виҫме хушнӑ, анчах айӑпланнӑ ҫын тавӑҫа каялла илнӗ.
Шупашкарти юсанмалли 1-мӗш колонире ӗҫленӗ ҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Арҫын колонире айӑплава ирттерекен икӗ ҫынна карас телефонӗ панипе ята кӗнӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, колони ӗҫченӗ хайхи икӗ ҫынна карас телефонне укҫалла кӗртсе пама сӗннӗ. Ҫавӑншӑн пӗринчен вӑл 25 пин тенкӗ ыйтнӑ, тепринчен — 11 пин тенкӗ. Лешсем килӗшнӗ.
Пакунлӑ ҫын саккуна хирӗҫле ӗҫ тунине Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн шалти хӑрушсӑрлӑх подразделенийӗ, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ тата РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса палӑртнӑ иккен.
Айӑпланнисем телефонӗсене кӗҫех туртса илнӗ. Колонире ӗҫленӗ ҫынна тӗрмене хупмасӑр усрамалла ҫулталӑк ҫурӑлӑха айӑпланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын икӗ кӗленче хӗрлӗ эрех вӑрланӑшӑн колоние лекнӗ. Йӗплӗ пралук леш енче вӑл 1 ҫул та 7 уйӑх ирттерӗ.
2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хайхи арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ «Пятерочка» лавккана кӗнӗ те сентре ҫинчен икӗ кӗленче хӗрлӗ эрех йӑтса касса умӗнчен тухса кайнӑ. Сутуҫӑсем таваршӑн тӳлемелли пирки асӑрхаттарсан вӑл хӑнк та туман. Тӑкак 237 тенкӗпе танлашнӑ
Каярахпа арҫын эрех тӑкакне саплаштарнӑ, хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд вӑл унччен те административлӑ майпа явап тытнине тата ӑна тепӗр преступленишӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланине шута илнӗ. Хальхинче арҫынна колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Тӑван амӑшне вилмеллех хӗненӗскере ҫирӗп йӗркеллӗ колоние тӑхӑр ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫ-пуҫ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫын 77 ҫулти амӑшне тискеррӗн хӗненӗ, кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен, ҫав шутра — пуҫӗнчен те, ҫапнӑ. Йывӑр сурансене чӑтайман ватӑ хӗрарӑм — ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Ниҫта та ӗҫлемен, амӑшӗн пенси укҫипе ҫисе-ӗҫсе пурӑннӑ арҫын хӑйне ҫуратнӑскере унччен те ҫутӑ кун кӑтартман иккен, хӗненӗшӗн ӑна 10 талӑклӑха хупса хуни те пулнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫитес тӑхӑр ҫула унӑн йӗплӗ пралук леш енче ирттерме тивӗ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Павлов тӗлӗшпе приговор вуланӑ.
39-ти пуҫлӑх ку пукана пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ҫав уйӑх вӗҫӗнчех вӑл 15 вӗренӳ организацине ЖКХн муниципалитет предприятийӗпе килӗшӗве маларах пӑрахӑҫлама ыйтса ҫыру ҫырнӑ. Лешсен кун хыҫҫӑн «МНФ «Энергосервис» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тумалла пулнӑ. Палӑртмалла: Андрей Павлов 2008-2011 ҫулсенче унта директорӑн ҫумӗ пулнӑ. Вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем пуҫлӑх мӗн хушине пурнӑҫланӑ. Ҫапла майпа муницпалитет учрежденийӗ 490 пин тенкӗ тупӑш илеймен.
Пуҫлӑха суд колони-поселение 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Вӑл патшалӑх службинче 2 ҫул должноҫ йышӑнаймӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан темиҫе ҫын пӗр ултавҫӑ серепине лекнӗ. Хайхискер шӑнкӑравланӑ та тӑванӗ аварие лекни пирки, вӑл пулӑшма пултарни ҫинчен каланӑ. Куншӑн вара укҫа ыйтнӑ.
Ҫак ултавҫӑ ҫынсенчен мӗн чухлӗ укҫа «шӑйӑрнине» шутланӑ: хальлӗхе 260 пин. Кӑҫал авӑн тата юпа уйӑхӗсенче полицие темиҫе ҫын пулӑшу ыйтма пынӑ, вӗсем телефон «ултавҫин» серепине лекнӗ-мӗн. Пурте пӗрешкел каласа кӑтартнӑ: арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑй йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ тенӗ, аварие лекнӗ тӑванӗсем пирки пӗлтернӗ. Унтан укҫалла пулӑшма шантарнӑ. Чылай чухне вӑл каҫхине шӑнкӑравланӑ.
Арҫын тӑванӗсемпе ҫыхӑнтарман, часрах укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм 50 пин куҫарса панӑ, тепри, 62 ҫулти, 90 пинсӗр тӑрса юлнӑ. 69 ҫулти тепӗр хӗрарӑм вара аварие лекнӗ тӑванӗшӗн 120 пин куҫарса пама шеллемен.
Йӗрке хуралҫисем шӑнкӑрав Новосибирск облаҫӗнчен килнине палӑртнӑ. Ҫав арҫынна та тупнӑ. Вӑл – колонире лараканскер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |