Юсанмалли 4-мӗш колони ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл айӑпланнӑ ҫынна асӑрхаса ҫитереймен, лешӗ тарнӑ. Анчах таркӑн ирӗкре нумай пурӑнайман – ӑна тытса чарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче айӑпланнӑ арҫын вӑхӑтлӑх тухса ҫӳремелли объектран ӗҫрен таврӑннӑ. Колони ӗҫченӗ вӗсене асӑрхассишӗн яваплӑ пулнӑ. Хайхискер 1977 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна Декабристсен урамӗнче вырнаҫнӑ лавккана кӗрсе тухма ирӗк панӑ. Лешӗ колоние 10 ҫуллӑха лекнӗ пулнӑ. Арҫын меллӗ самантпа усӑ курса тарнӑ.
Ӑна утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.