Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче ӗҫлекен ҫынна икӗ ҫамрӑка амантнӑшӑн штрафланӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн «Hyundai Solaris» автомашинипе «А-151» автоҫулпа Ҫӗрпӳ район территорийӗпе васканӑ. Ҫулӗ те, ҫанталӑкӗ те начар пулнӑ. Руль умӗнчискер хирӗҫ ҫул ҫине асӑрхамасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл хирӗҫ килекен автомашинӑпа ҫапӑннӑ. Колони ӗҫченӗн машининче пулнӑ 23-ри хӗр тата 24-ри каччӑ хытах аманнӑ. Тухтӑрсем ҫавна сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.
Колони ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-ха. Анчах вӑл унччен судпа айӑпланманнине, шар курнисене укҫа парса пулӑшнине, шар курнисем пусиле ӗе чарма ыйтнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынна суд штраф панипе ҫырлахнӑ. Ҫапла вара колони ӗҫченӗн 50 пин тенкӗ тӳлеме лекӗ.