Ӗнер Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» III кинофестиваль уҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ онлайн мелӗпех хыпарласа тӑнӑччӗ-ха. Чӑваш Енӗн Патшалӑх телерадиокомпанийӗн «Ирхи тӗпел» кӑларӑмӗнче Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов пулчӗ. Марина Карягина паллӑ тележурналист ертсе пыракан кӑларӑмра «Асам» кинофестиваль пирки калаҫрӗҫ. Ҫавна май Ильтимер Ефремов кӑҫал йӗркеленӗ кинопостерсен куравне миҫемӗш хут ирттернине тата ӑна камсене халалланине хуравлама ыйтрӗ.
Шел те, кӗнекене тивӗҫ ҫын тупӑнмарӗ, мӗншӗн тесен йывӑр мар ҫак ыйтӑва пӗлекен телекуравҫӑ пулмарӗ. Ҫавна май кӗнекене те, фестивале халалласа кӑларнӑ ручкӑна та никам та тивӗҫеймерӗ.
Ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнче паян «Асам» III кинофестивале савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ. Эпир ӑна онлайн мелӗпе ҫутатса пытӑмӑр.
Пӗтӗмлетсе каласан «Асам» кинофестивалӗн чи сумлӑ хӑнисем Константин Яковлев культура министрӗпе Николай Угаслов ЧНК президенчӗ пулчӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те ку кинофестиваль чӑваш халӑхӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗҫ. «Малтанах, 2015 ҫулта ку кинофестивале шанманнисем чылайччӗ», — терӗ культура министрӗ. — «Паян вара залра лӑк тулли халӑх. Ларма вырӑн та ҫук». Чӑн та зал тӑп-тулличчӗ. Нумайӑшӗн ура ҫинче тӑрса пӑхма тиврӗ. Сӑлтавӗ — ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнчи Пысӑк зал юсавра пулнинче.
Кӑҫалхи «Асам» кинофестивале Марат Никитин режиссёрӑн «FUGA» фильмӗпе уҫрӗҫ. Унсӑр пуҫне куракансем «История чувашского кино» (чӑв. Чӑваш киновӗн историйӗ) фильм та курма пултарчӗҫ — унта Тани Юнпа Иоаким М.-Кошкинский асаилӗвӗсемпе паллашрӗҫ.
Тӗплӗнрех пирӗн онлайн-репортажра паллашма пултаратӑр.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» виҫҫӗмӗш кинофестивалӗ кӑҫал чӳк уйӑхӗн 13—17-мӗшӗсенче иртессине эпир иртнӗ уйӑхрах хыпарланӑччӗ.
Ӑна, аса илтерер, Чӑваш Енӗн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш наци конгресӗ йӗркелеҫҫӗ.
Ҫулсерен ирттерекен ҫак фестивальте кӗске тата тулли метражлӑ илемлӗ, документлӑ, ҫавӑн пекех мультипликацилле фильмсене хаклаҫҫӗ. Киноӳнерӗнчи сумлӑ мероприяти ҫак жанра сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Тата, паллах, вӑл кино ӳкерекенсене хавхалантарма тивӗҫ.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче пресс-конференци иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Пресс-конференцие 137-мӗш пӳлӗмре пухаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: +79278447648.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлассине, ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пуҫарнӑ мероприяти тунтикун Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта «Мамы» кино кӑтартнипе уҫӑлнӑ. Кайран киномобиль асӑннӑ районти Пархикассине кайнӑ, ӗнер Элӗкре пулнӑ.
Аса илтерер: кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ фильмсене суйласа илнӗ: «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек».
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти культура ҫуртне пуҫтарӑннисене «Чӑвашкино» киностуди директорӗ Николай Медведев саламланӑ, элӗксене — киностудин секторӗн ертӳҫи Артур Галкин.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлӗ. Ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерӗҫ.
Хальхинче кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ. Ҫавна май куракансене «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек» фильмсене кӑтартӗҫ.
Фильмсене «Киномобиль» пулӑшнипе кӑтартӗҫ. Вӑл пулӑшнипе кинотеатра кирек хӑш вырӑнта та йӗркелеме пулать.
Пилӗк кунра киномобиль Элӗкри, Йӗпреҫ поселокӗнчи, Шупашкар районӗнчи икӗ ялти лапамсенче ӗҫлӗ. Малтанах Ҫӗньялта фильм кӑтартӗҫ. Унтан киномобиль Пархикассине куҫӗ. Каярахпа черет элӗксемпе йӗпреҫсем патне ҫитӗ. Фильмсене 14 сехетре кӑтартма тытӑнӗҫ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти кинофестиваль вӗҫленнине эпир пӗлтернӗччӗ. Пилӗк куна пынӑскер вӑхӑтӗнче ӳнерӗн ҫак тӗсӗнчи тӗрлӗ халӑхӑн пултарулӑхӗпе паллашма май килчӗ. Ӗҫсене сумлӑ ӑстасем хакларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки Галина Бокашевская та пулнӑ. Куракансем ӑна «Тоталитарный роман», «Джек Восьмеркин — «американец», «Улицы разбитых фонарей» тата ытти фильм тӑрӑх аван пӗлеҫҫӗ пулӗ. Унӑн фильмографийӗ вара тӑхӑр теҫетке ытла фильмран тӑрать.
Шупашкарти юбилейлӑ, вуннӑмӗш, кинофестивальте тӳре евӗр пулнӑскер пӗлтӗр районсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне чӑвашсен пуян мифологийӗпе паллашма май килнине пӗлтернӗ. Ҫавна май вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн патра тӑван халӑхӑмӑрӑн мифологине тӗпе хурса ӗҫлемелле.
Ҫакна та пӗлтермелле. «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Рита Кириллова хӑйӗн статйисенчен пӗринче тӳресенчен тахӑшӗ чӑваш киновӗ икӗ пайран: вырӑсенни евӗр боевиксенчен тата телеспектакль евӗр киносенчен — тӑнине палӑртнине асӑнса хӑварнӑччӗ.
Паян Шупашкарти кинофестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ырласа мухтакансем йышлӑн пулнӑ.
Паян кинофестивале хупнӑ чух ӳнерӗн ҫак мероприятийӗ валли хатӗрленӗ ятарлӑ парнепе — «Анне» статуэткӑпа — чи лайӑх фильмсене тата вӗсене хатӗрлекенсене чысланӑ.
Наци хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнишӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ «Семейные хлопоты» режиссерне тата сценаристне, Хусанти культура институчӗн киноӳнер кафедра заведующине Алексей Барыкина хавхалантарнӑ.
Элтеперӗн ятарлӑ парнипе театрпа кино актрисине, СССР халӑх артисткине Мая-Гозель Аймедована тата Ходжакули Нарлиев режиссера, сценариста, Туркменистан халӑх артистне чысланӑ.
Чи лайӑх фильм тесе Гран-прие «Завещание отца» (Кӑркӑстан, режиссерӗсем — Бакыт Мукул, Дастан Жапар Уулу) тивӗҫнӗ.
Кӑҫал Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 22-27-мӗшӗсенче иртӗ. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш хутчен йӗркелӗҫ.
Кинофестивальте тулли метражлӑ 11 фильм кӑтартма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне экран ҫине 14 этника тата регион фильмӗсем тухӗҫ. Актерсем, режиссерсем продюсерсем конкурса кӗртмен 60 ытла картина кӑтартӗҫ. «Союзмультфильм» киностуди вара ачасем валли мультфильмсем экран ҫине кӑларӗ.
Фильмсене «Синема 5», «Три пингвина», «Ҫеҫпӗл», «Киногалактика» кинотеатрсенче курма май пулӗ. Кинофестиваль «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта официаллӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ.
Раҫҫейпе Инди хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркеленӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Инди фильмӗсене кӑтартасси пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Кӑҫал Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале Ӗнчӗри (Индири) режиссерсем килӗҫ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев Тутарстанри тата Ӗнчӗри культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан центр ертӳҫипе Ахмад Гилькарпа калаҫса татӑлнӑ.
Кӑҫал Раҫҫей тата Ӗнчӗ хушшинче ҫыхӑну йӗркеленнӗренпе 70 ҫул ҫитет. Ҫавна май икӗ ен культура проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн. Вӗсем Чӑваш Енре курав йӗркелеме палӑртнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 22–27-мӗшӗсенче иртӗ.
Чӑваш Енре Кино музейӗ уҫасшӑн. Ку шухӑша ӗнер Наци музейӗнче Кино ҫулталӑкне пӗтӗмлетме пуҫтарӑннӑ мероприятире сӗнчӗҫ. Шухӑшне унта пуҫласа палӑртаканни Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артистки Нина Яковлева пулчӗ.
Чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗнче (ӑна йӗркелессишӗн Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ нумай тӑрӑшнӑ) Гран-прие тивӗҫнӗ «Сурӑм хӗрӗ» фильмра вылянӑ. 12 ҫул каялла ӳкернӗскерӗн режиссерӗ — Владимир Карсаков. Фильмра хӗрарӑмӑн эпизодла рольне ӑста калӑпланӑ Надежда Кириллова калашле, Владимир Карсаков ун чухне продюсерӗ те, операторӗ те, костюмерӗ те хӑех пулнӑ. Чӑваш кӗпине те вӑл хӑех шыраса тупнӑ, туяннӑ. Ҫавсенчен пӗрне фильмра выляна Нина Яковлевана асӑнмалӑх парнеленӗ.
«Фуфайка пек хулӑн», — саркаласах кӑтартрӗ ӗнер Нина Яковлева ҫав пир кӗпене. Ӑна вӑл: «Тен, Кино музейӗ те пулӗ», — тесе Владимир Карсакова тыттарчӗ. Надежда Кириллова вара хӑйӗн ҫамрӑклах вилнӗ мӑшӑрӗн Кирилл Кирилловӑн «Чун кирлӗ, чун» театр критикин кӗнекине музей валли тыттарчӗ.
Музей шухӑшне пурте ырласа йышӑнчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |