Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.9 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йывӑҫсем

Раҫҫейре

«Ҫулталӑкри йывӑҫ. Раҫҫей» сайтра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе ҫӗршыври тӗп йывӑҫа суйлас тӗлӗшпе онлайн-сасӑлав иртет. Аса илтерер: унта Ҫӗмӗрлери юман хутшӑнать. Вӑл 250 ҫулта.

Паянхи куна Ҫӗмӗрле юманӗ 4530 сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑнта пырать. Иккӗмӗш вырӑнта – Ленинград облаҫӗнчи юман, виҫҫӗмӗшӗнче вара – Хакасири Сӑваплӑ кедр.

Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать. Ҫӗмӗрле юманӗ сасӑлавра 33-мӗш номерпе.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш округӗнчи Ухман ялӗнче администраци ӗҫченӗсем шкул ачисемпе, волонтерсемпе пӗрле 150 ытла лӑсӑллӑ йывӑҫ хунавӗсене лартнӑ. Астӑвӑм сачӗ пулӗ вӑл. Ҫапла ухмансем пирӗн ҫӗршыва хӳтӗленӗ салтаксене тав туса вӗсене манманнине кӑтартаҫҫӗ.

Хунавсемпе Канаш лесничествин директорӗ Дамир Юнусов тивӗҫтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13878
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче пурӑнакансем Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа улма-ҫырла садне ҫӗнӗрен чӗртме шухӑшланӑ.

Ҫавна май ҫимӗҫ паракан 80 йывӑҫ лартма йышӑннӑ. Ку хисеп ҫавра юбилейпе кӑна ҫыхӑнман. Ҫирӗклӗ ялӗнчен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 80 салтак киле таврӑнман.

Акцие аслисем пӗрле ачасем те хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13824
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Куславкка округӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал комплексӗ патӗнчӗ 1,6 гектар ҫӗр ҫинче «80» хисеп евӗр йывӑҫсем лартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Акци иртнӗ.

Ҫав вырӑна Сӗнтӗрвӑрри питомникӗнчи 3 пин ытла хыр хунавӗсене лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Сталинград ҫапӑҫӗвӗнче сыхланса юлнӑ тирек йывӑҫӗн хунавӗ ӳсӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_761508
 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрлери юман «Деревья – памятники живой природы» (чӑв. Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн палӑкӗсем) пӗтӗм Раҫҫейри программӑна хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: уншӑн ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сасӑламалли.

Асӑннӑ конкурса хутшӑнакан йывӑҫсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӳсеҫҫӗ. Ҫӗмӗрлери юман 250 ҫулта. 2023 ҫулта ӑна Раҫҫейӗн авалхи йывӑҫӗсен реестрне кӗртнӗ.

 

Раҫҫейре

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫулталӑкри йывӑҫ. Раҫҫей» сайтра ҫӗршывӑн тӗп йывӑҫӗн сасӑлавӗ пуҫланать. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ унта Ҫӗмӗрлери юман хутшӑнать.

Вӑл – 250 ҫулта. Ӑна ватӑ йывӑҫсен наци реестрне кӗртнӗ, унӑн «Йывӑҫ – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗ» статус пур. Сасӑлавра вӑл 33-мӗш номерпе пулӗ.

Сӑмах май, сасӑлавра 2023 ҫулта Муркаш округӗнчи Ильинкӑри юман ҫӗнтернӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти йывӑҫсене 4 ҫул сӑрламан. Ку ӗҫе Алексей Ладыков хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне пӑрахӑҫланӑ. 2021 ҫулта вӑл кун валли уйӑрнӑ укҫана хунавсем лартмашкӑн яма хушнӑ. Ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫулсерен йывӑҫсене шуратма 290 пин тенкӗ тӑкакланнӑ.

Хальхи ертӳҫӗ Владимир Доброхотов вара ку ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарнӑ: йывӑҫсене ҫу уйӑхӗнчи уявсем пуҫланиччен шуратса пӗтерме хушнӑ. Ӗҫ пырать: Ашмарин, Дзержинский, Гузовский урамӗсенче йывӑҫсене шуратнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти ращара 26 йывӑҫ ҫухалнине хула ҫыннисем асӑрханӑ. Вырӑна Вӑрман хуралӗн инспекторӗсем ҫитнӗ. Вӗсем 4 хурӑн, 5 юман тата 17 тирек ҫуккине палӑртнӑ.

Материалсене Улатӑрти полици уйрӑмне пӑхса тухма панӑ. Ведомство йывӑҫсене кам каснине тӗпчӗ.

Йывӑҫ каснине асӑрхасан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (8352) 40-24-00 тата 8-800-100-94-00.

 

Республикӑра

Муркаш округӗнче такамсем ҫамрӑк хурӑнсене каснӑ. Ҫакна Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче яла килнӗ ҫемье вӑрмана йӗлтӗрпе ярӑнма кайсан асӑрханӑ. Кайран яла хатӗр вутӑ тиесе килни те пулнӑ.

Ял ҫыннисем кун пирки вӑрман инспекторне пӗлтернӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем вырӑна тухнӑ. Ҫамрӑк хурӑнсене ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчен каснине палӑртнӑ вӗсем. Ӑна тахҫан тара илнӗ, анчах халь никам та усӑ курмасть, ҫавна май хурӑнсем шӑтса тулнӑ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче саккуна пӑснӑ тӗслӗх ҫук.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Иккассинче пурӑнакансем автоҫул хӗрринче йывӑҫ хунавӗсем лартнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем «Кӳкеҫ – Иккассинче» 3 пине яхӑн хыр тата лиственница хунавӗсене лартса тухнӑ.

Халӗ унта 5 рет хунав ешерет. Пӗтӗмпе 580 метр тӑршшӗнче ӳсеҫҫӗ вӗсем. Малашне вӗсем автоҫула хӗлле юр хӳсе лартасран хӳтӗлӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 29

1907
119
Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1926
100
Прокопьев Илья Павлович, политикӑпа парти ӗҫченӗ, экономист, публицист ҫуралнӑ.
1976
50
Васянка Никифор Тарасович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та