
Ӗнер каҫхине республикӑра каллех ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Улатӑр хулинче «Стрелка» микрорайонта йывӑҫ ҫурт ҫине ӳкнӗ. Йывӑҫ ҫул ҫине персе анма пултарнӑ, анчах ӑна пӑрӑх кансӗрленӗ.
Ҫавӑнтах чехолпа витнӗ машина ларнӑ. Хуҫи чӑннипех те телейлӗ – хурӑн ун ҫине ӳкмен.
Сӑмах май, синоптиксем республикӑра ҫанталӑк пӑсӑласси пирки, ҫил алхасма пултарасси ҫинчен асӑрхаттарнӑ.

Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хыр тункатине асӑрханӑ. Унӑн диаметрӗ 28 сантиметр пулнӑ.
Йывӑҫа кам каснӑ? Ҫав ҫынна инҫех мар вырнаҫнӑ ялта тупнӑ. Хайхи арҫын документсемсӗрех хӑрӑк йывӑҫсем касса вутӑ хатӗрленӗ. Типнӗ хыра касса вӑл ӑна киле илсе килнӗ.
Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака саплаштармалла.

Чӑваш Енре йывӑҫ хунавӗ ӳстермешкӗн питомниксенче вӑрман ӳсен-тӑранне акма пуҫланӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш тата Киров лесничествинче пӗтӗмпе 0,43 гектар акнӑ. Чылай пайӗ - хыр. Унсӑр пуҫне чӑрӑш та, Ҫӗпӗр лиственницине те акнӑ.
Питомниксен ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем икӗ ҫултан вӑй илсе хунав пулӗҫ. Ҫавӑн чухне вӗсене вӑрмана тухса лартма юрать.

Паян «Ҫулталӑк йывӑҫӗ. Раҫҫей» сасӑлав пуҫланнӑ. Онлайн сасӑлав ирттерсе ҫӗршыври тӗп йывӑҫа суйлӗҫ.
Пӗлтӗр сасӑлавра Чӑваш Енри 372 ҫулти юман мала тухнӑ. Вӑл Муркаш тӑрӑхӗнчи Ильинка ялӗ ҫывӑхӗнче ӳсет. Кӑҫал спонсорсем пулӑшнипе ун таврашӗнчи территорие хӑтлӑлатма палӑртнӑ.
Кӑҫал вара сасӑлава Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Аслӑ Петӗр юманӗ хутшӑнӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинчи культурӑпа кану паркӗнче 350 ҫул ӳсет. Унӑн ҫӳллӗшӗ - 32 метр, вуллин сарлакӑшӗ - 3,86 метр. Вӑл сасӑлава 37-мӗш номерпе хутшӑнать. Сасӑлама ҫак сайта кӗмелле: https://rosdrevo.ru/.

Луганск хулинче Илемпи ятлӑ ҫӑка ӳсет. Унӑн хунавне Халӑх фрончӗн Чӑваш Ен хастарӗ Александр Филиппов нумаях пулмасть лартса хӑварнӑ. Ӑна вӑл унччен икӗ кун маларах ҫут тӗнчене килнӗ хӗрӗн ячӗпе Илемпи ят панӑ.
Чӑваш Енпе Луганск килӗштерсе ӗҫлеме пуҫланӑ май унта пирӗн патри хастарсем тӑтӑшах кайса ҫӳреҫҫӗ, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Лугански Туслӑх паркне валли нумаях пулмасть Чӑваш Енрен тӗрлӗ йывӑҫ хунавне илсе кайнӑ.
Чӑвашсем ывӑл ҫуралсан юман лартнӑ, хӗр ҫуралсан — ҫӑка. Чӑваш хастарӗсенчен пӗри Александр Филиппов Луганскра ҫӑка хунавӗ лартнӑ. Ӑна вӑл Илемпи ят панӑ.

Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Юнкӑ тата Ильинка шкулӗсенче ӑс пухакансем «Вӑрмана сыхласа хӑварар» акцие хутшӑнса 7 пине яхӑн йывӑҫ лартнӑ.
«Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать», – теҫҫӗ халӑхра. Ҫут ҫанталӑк тусӗсем пӗр гектар ҫинче вӑй хунӑ.
Ырӑ ӗҫпе хавхаланнӑ ушкӑн тӑрӑшнипе часах пысӑк лаптӑка ҫамрӑк хунавсем йышӑннӑ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ӗҫлесе пин-пин ҫӗпӗр лиственници лартнӑ», – хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.

Куславкка округӗнче туса лартнӑ «Чӗмсӗр чикӗсен строительствине халалласа» ятлӑ мемориал кӗҫех тата хитреленӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ валли унта йӑлтах хӑтлӑх кӗртӗҫ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче мемориалти музея тӳлевсӗр кӗрсе курма май пулӗ. Экскурсисене 13 сехетре тата 15 сехетре ирттерме палӑртнӑ. Унччен вара территорие 200 ытла хыр, лиственница тата кӑвак чӑрӑш лартӗҫ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр мемориала 32 пине яхӑн ҫын килсе курнӑ. Музей пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫӑлнӑ, унтанпа 1 пине яхӑн ҫын музейпа паллашнӑ. Унта «Пушкин карттипе» те кайса курма пулать.

Ҫӗмӗрлере пӗр ҫыннӑн килӗ умӗнчи кӑвак чӑрӑша касса кайнӑ. Пӑтӑрмах иртнӗ ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Кил хуҫи йывӑҫа мӑнукӗсем валли 17 ҫул ӳстернӗ.
...Ҫав каҫхине Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫул хӗррипе арҫын утса пынине асӑрханӑ. Вӑл михӗпе пулнӑ, миххе чӑрӑш чикнӗ.
44 ҫулти арҫын хулари Киров урамӗнчи пӗрисен умӗнче ӳсекен 1 метр та 20 сантиметр ҫӳллӗш чӑрӑша каснӑ иккен. Арҫын пӗччен пурӑннине пӗлтернӗ, йывӑҫа уяв валли капӑрлатас тенӗ-мӗн.

Ҫитес ҫул республикӑра - Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк. Унӑн логотипӗ мӗнле пуласси паллӑ.
Варринче - ватӑ чӑваш юманӗ. Сӑмах май, кӑҫал Муркаш тӑрӑхӗнчи Ильинкӑри чи ватӑ юман Раҫҫейри «Ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Логотип тавра ҫулталӑк ятне вырӑсла ҫырнӑ.
«Пирӗн йӑх-несӗл чӑваш орнаментӗнче сывлӑша, шыва, ҫӗре, ҫулӑма кӑтартма тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ те Мария Фомирякова ертсе пынипе логотипра ҫаксене кӑтартма тӑрӑшнӑ», - тенӗ Олег Николаев Элтепер.

Сурӑм вӑрманӗнче такамсем 14 юман каснине асӑрханӑ. Кун пирки тӳрех Элӗкри полици уйрӑмне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ.
Йӗрсене тишкерсен йӗрке хуралҫисем Элӗк муниципалитет округӗнчи икӗ яла пырса тухнӑ. Ҫавӑнтах вӗсем каснӑ юмансене тупнӑ.
Ҫак ӗҫе 29-ти тата 40 ҫулти икӗ арҫын туни палӑрнӑ. Вӗсем йывӑҫа вутӑ валли каснӑ-мӗн. Ҫапла вӗсем патшалӑха 40 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫак икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
