Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществине йӗркеленнӗренпех ертсе пынӑ, кайран РФ Федераци Канашне сенатора суйланнӑ Вадим Николаев тӗлӗшпе тӗпчев пуҫарма йышӑннӑ. Кун пирки «Коммесарнтъ» кӑларӑм пӗлтерет. Унта ҫырни тӑрӑх тӗпчев пуҫарма РФ Следстви комитечӗн Тӗп аппарачӗ хистени сисӗнет.
Аса илтерер, Вадим Николаев хыҫҫӑн предприятине Игорь Мяснянкин ертсе пыма тытӑнчӗ. Кайран хапрӑкра шалу вӑхӑтра тӳлейми, чӑх-чӗп валли апат туянайми пулса кайрӗҫ. Энергоресурссемшӗн те парӑм пухӑнма тытӑнни ҫиеле тухрӗ.Ҫӗнӗ пуҫлӑх тӗлӗшпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ. Ҫав ӗҫе тӗпченӗ май Вадим Николаев ячӗ те сиксе тухнӑ иккен. Предприятие вӑл ертсе пынӑ чух та иккӗленӳллӗ пулӑмсем пулса иртнӗ имӗш.
Шӑп та лӑп 10 ҫул каялла ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, республикӑри самбо федерацийӗн президенчӗ Александр Трофимов сарӑмсӑр вилнӗ. 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Перьм хулинче Боинг-737-500 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинче 88 ҫын пулнӑ. Вӗсен йышӗнче – Александр Трофимов та. Вӑл Прикамье тӑрӑхне самбо турнирне вӗҫнӗ пулнӑ.
Самолет Мускаври Шереметьево аэропортӗнчен ҫур ҫӗр иртни 1 сехет 12 минутра вӗҫсе тухнӑ. 3 сехет те 10 минутра пилотпа ҫыхӑну татӑлнӑ. Авиалайнер Перьм хули ҫийӗн вӗҫнӗ чухне ӳкнӗ.
Паян Чӑваш Енре ҫав куна, Александр Трофимов депутата аса илеҫҫӗ.
Паян Правительство ҫуртӗнче эрнесерен иртекен планеркӑра тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене ятарлӑ удостоверени пама сӗннӗ.
Мӗн тума кирлӗ-ха ҫак удостоверени? Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесене влаҫӑн тӗрлӗ органне черетсӗр кӗме ирӗк парать.
Ку сӗнӗве Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче депутатсем сӳтсе явӗҫ. Вӑл вара авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Депутатсем ҫак сӗнӗве ырласан ӑна саккун евӗр йышӑнӗҫ.
Ӗнер пирӗн республикӑра Раҫҫейри пекех Пӗрлехи сасӑлав кунӗ пулчӗ. Ун вӑхӑтенче вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсене хушма суйлав иртрӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче 82 мандат валли депутат суйларӗҫ. Суйлав иртмен муниципалитетсем те пулчӗҫ. Вӗсем — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Элӗк районӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура суйлав ыйтӑвне те хускатнӑ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков унта пӗлтернӗ тӑрӑх, 82 мандатран 81-шне «Пӗрлӗхлӗ Раҫсей» парти пайташӗ йышӑннӑ. Тепринче — нихӑш парти те тӑратман кандидат. Александр Цветков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ республикӑра социаллӑ пурнӑҫпа политика тытӑмӗнче стабиллӗх хуҫаланнине пӗлтерет.
Ӳсӗрле руль умне ларнипе Чӑваш Енри тата тепӗр депутат пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Хальхинче — Элӗк районӗнчи Ураскилт ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
45-ри арҫын хӗрӗнкӗ пуҫпа унччен те руль умне ларнӑ. 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна административлӑ майпа айӑпласа 10 талӑклӑха хупса лартнӑ. Ҫулталӑк иртсен вӑл каллех ӳсӗрле ҫакланнӑ. Хальхинче 45-ри ҫав арҫын мопедпа ӳсӗрле ҫула тухнӑ. Халӗ ӑна пуҫиле майпах явап тыттарасшӑн. Пуҫиле ӗҫе нумаях пулмасть тӗпчесе пӗтернӗ.
Иртнӗ уйӑхра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнчи 58 ҫулти депутат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Вӑл та ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Ҫапла майпа хайхи ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ, ӑна ун чухне явап тыттарнӑ. Ҫамрӑк мар арҫын пӗрех тӑна кӗмен курӑнать.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗ каллекх ӳсӗрле руль умне ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем 58 ҫулти ҫак ҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264 статйин 1-мӗш пайӗпе тӗпчев ирттернӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутат хӗрӗнкӗ пуҫпа руль умне ларни пирки полицейскисене систерекен тупӑннӑ. Ҫул инспекторӗсем машинӑна чарма хӑтланнӑ, анчах руль умӗнчи вӗсенчен тарма хӑтланнӑ. Малтан — машинӑпа, кайран автомобильтен тухса тарма пикеннӗ. Анчах коллективлӑ пахча территорийӗнче пакунлисем ӑна тытса чарнах.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче те депутат ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне ҫакланнӑ. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен пирки ӑна малтан 30 пин тенкӗ штраф шаплаттарнӑ тата руль умне 1,7 ҫул ларма чарнӑ.
Депутат пуҫтахланнине ҫывӑх вӑхӑтра судра тишкерӗҫ.
Оппозици шутланакан парти пайташӗсене Етӗрнере те пухӑва кӗртмен. Районӑн кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пуху эрнекун хулари 3-мӗш вӑтам шкулӑн акт залӗнче иртнӗ. Унта пухӑниччен Михаил Игнатьев Элтепер вӗренӳ учрежденийӗпе паллашнӑ. Пуҫламӑш класа ҫӳрекен ачасем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ иккен. Анчах килес ҫул хулара пуҫламӑш шкул хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва либерал-демократсен партийӗн пайташне Ольга Угабаевӑна кӗртмен. Унта лекессишӗн вӑл малтанах ҫырӑнма пӑхнӑ, анчах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ канашлӑва предприятисемпе организацисен пуҫлӑхӗсене ҫеҫ чӗннине, Ольга Угабаева валли вырӑн ҫуккине пӗлтернӗ-мӗн. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Владимир Офаринова та пухӑва хутшӑнма ирӗк паман.
Маларах эпир Сергей Семенов депутата Ҫӗнӗ Шупашкарти пухӑва кӗртменнине пӗлтернӗччӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкар хулин депутачӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче Чӑваш Енӗн тӗп хулин хисеплӗ гражданинне суйланӑ. Сумлӑ ята кӑҫал Крета Валицкая тивӗҫнӗ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Лару вӑхӑтӗнче малтанласа палӑртнӑ ҫичӗ ҫыншӑн депутатсем тӗрлӗрен сасӑланӑ, шухӑшсем пӗр килмен пулин те ытларахӑшӗ Крета Валицкаяшӑн тӑрса калаҫнӑ. Чӑваш Енре ӑна пӗлмен ҫын сахал. Аслӑ ӳсӗмрисем пушшех аван паллаҫҫӗ. Крета Лазаревна ҫип арлаканра ӗҫлеме пуҫланӑ та КПССӑн хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ, министр, хула администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ таран ҫӗкленнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Крета Валицкая — Етӗрне хулин тата Муркаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ, «Хисеп Палли» орденӗн кавалерӗ.
25-мӗш Чапаев дивизийӗ Севастопольте ирттернӗ юлашки, 25-мӗш, ҫапӑҫу вырӑнӗнче Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсем шырав ирттерӗҫ. Ушкӑна Чӑваш Енри Ҫарпа тинӗс флочӗн ветеранӗсен союзӗн председателӗ Владимир Крюковский ертсе пырӗ.
Ҫула ахаль тухаймӑн. Хастар ҫын пулӑшу шыраса Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, чӑваш парламенчӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Кирилл Ермолаев патне кайнӑ. Парламентари ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн Шупашкарти йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсемпе калаҫнӑ.
Шыравҫӑсене депутат пулӑшма килӗшнӗ.
Владимир Крюковский ерсте пыракан ушкӑн инҫе ҫула ҫак уйӑхӑн ҫурринче тухса кайӗ. Севастопольте вӗсем ҫурла уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхин уйрӑмлӑхӗ — ӑна анлӑ тесе пӗлтерни. Унта ытти ыйтупа пӗрлех республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӑхса тухрӗҫ. Ларӑва Михаил Игнатьев Элтепер уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ.
Михаил Игнатьев ҫур ҫулхи аталанӑва пӗтӗмлетекен пухусем ҫак кунсенче районсемпе хуласенче иртнине, унта республика ертӳҫисем тухса ҫӳренине пӗлтерчӗ.
Михаил Игнатьев район-хулари пӗтӗмлетӳллӗ пухусене урӑхларах йӗркелемеллине палӑртрӗ. Республика Элтеперӗ каланӑ тӑрӑх, депутатсем те ыйту памаҫҫӗ. Пуху тӗллевӗ — лару-тӑрӑва пӗлсе тӑрасси, вырӑнсенчен тӗрӗс информаци илесси.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи пухӑва Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова кӗртменнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |