Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑснине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов та хутшӑннӑ. Парламентарипе «Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн» пуҫлӑхӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Елена Бадаева хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки сӑмах хускатнӑ.
Елена Бадаева РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев патне усламҫӑсене пулӑшмалли саккунпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӑсатнӑ иккен. Анчах Мускавран хурава ҫур ҫултан та кӗтсе илеймен. Елена Бадаева суту-илӳ павильонӗсем вырнаҫнӑ ҫӗре аукционсӑр илме ӗмӗтленет-мӗн.
Валентин Шурчановпа Елена Бадаева мӗн ҫинчен сӑмахлани пирки сессие хутшӑннӑ Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ.