Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ малалла ӗҫленӗ. Унта республикӑн 2019 ҫулхи, 2020 тата 2021 ҫулсенчи хыснине тишкернӗ.
Ларура пулнӑ Александр Белов журналист кӑсӑклӑ пӗр япалана асӑрханӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Михайлова вӑл чӑваш парламентӗнче «Ҫулталӑк джентельменӗ» ят парас тесен лешӗ ҫав чыса ним мар тивӗҫеесине палӑртнӑ.
Хыснана тишкернӗ чух сӑмах илнӗ май Владимир Михайлов хӗрарӑмсене юрамалла калаҫнӑ иккен. ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егоровнӑна вӑл «тӗлӗнсе каймалла каласа кӑтартрӗ, эпӗ унӑн доклачӗпе хавхалантӑм: кӗскен, уҫӑмлӑ, ӑслӑ. Эсир вара, Светлана Александровна (Светлана Енилина, финанс министрӗ. — асӑрхат. В.С), паян тӗлӗнсе каймалла килӗшӳллӗ. Сире ку костюм питӗ каять», – тесе ырланӑ.