Чӑваш Енри тата тепӗр районта пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн, республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика шайӗнче конкурс комиссийӗ йӗркелесси ҫинчен хушу кӑларнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта депутатсем муниципалитетӑн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Андрей Васильевӑн заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл пуҫлӑх пуканне хӑйӗн кӑмӑлӗпе пушатма йышӑннӑ. Депутатсем заявление пӑхса тухса ырланӑ.
Тилхепене урӑх ҫынна тыттариччен тивӗҫе район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ – йӗркелӳпе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов пурнӑҫлӗ. Ҫапла йышӑннӑ депутатсем.
Пирӗн ҫршывра «Килте вӗренме пулӑш» социаллӑ программа пуҫарнӑ. Унӑн тӗллевӗ – шкул ачисене инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе вӗренме май туса парасси. Программӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти, РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Стратеги аталанӑвӗн агентстви йӗркеленӗ.
Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкул вӗренсе пӗтернӗ Викентий Говорова паян РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова ноутбук парнеленӗ. Хӑй килсе ҫитеймен-ха. Алена Аршинова парнине тата вӑл ырӑ суннине Комсомольски районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Абрамов тата Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Мария Илларионова илсе ҫитернӗ. Вӗсем каччӑна депутат ноутбукне тыттарнӑ, пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ.
12 ҫӗршывра «Мир» наци карттипе тӳлеме май килӗ. Ку хыпара «Дума ТВ» канала РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков пӗлтернӗ.
«12 ҫӗршывпа кирлӗ килӗшӳсем тунӑ. Вӗсенче «Мир» карттӑпа тӳлеме май килӗ. Сӑмах чи малтанах Евроази союзӗнчи ҫӗршывсем пирки пырать. Унсӑр пуҫне пирӗн туристсем канма каякан ҫӗршывсем – Турци, Египет, Кипр», – тенӗ Анатолий Аксаков.
Дума комитечӗн ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, Европӑри хӑш-пӗр ҫӗршыв та «Мир» карттӑпа тӳлеме май туса парасшӑн.
Аса илтерер: VISA тата MasterCard тӳлев тытӑмӗн транзакцийӗ хӑрушсӑр мар тесе пирӗн ҫӗршывра наци карттине шухӑшласа кӑларӑччӗ.
Улатӑр хули пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗ Владимир Степанов ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫемҫе пукана хӑй кӑмӑлӗпе пушатнӑ. Владимир Степанов ӗҫрен кайма ҫырса панӑ заявление вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, Владимир Степанова 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑха лартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама сити-менеджерӑн пӗрремӗш ҫумӗ – архитектура, хула строительстви, транспорт, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Фёдоровӑна шаннӑ.
Улатӑрти Виктория Владимирова Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес ӗмӗтпе ҫунатланнӑ. Анчах кӑштахран вӑл хӑй шухӑшне улӑштарнӑ. Ҫавна май ку должность валли кандидатсене ҫӗнӗрен шырӗҫ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хыпара кӑларӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗнчи ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ.
Ачасен правине хӳтӗлес текенсен хӑйсен шухӑшне ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пӗлтермелле. Кун пек документа Альбина Егорова спикер алӑ пуснӑ иккен.
Ача-пӑча омбудсменӗн пуканӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пушаннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Виктория Владимирова ку яваплӑха илме килӗшнӗ. Анчах унӑн юридици пӗлӗвӗ пулман, мухтанмалӑх ӗҫлемен тесе тиркекенсем те тупӑннӑ. Апла пулин те хӗрарӑм ҫулне пӳлес темен, ЧР парламенчӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ (коммунистсемсӗр пуҫне) ҫав кандидатурӑна ырланӑ.
Владимирова хӑйӗн хучӗсене каялла илни унӑн кандидатурине Мускав ырламаннипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шухӑшлакансем те пур.
«Трижды дипломированный трижды депутат - это вам ШУТКА МАР». Ҫакӑн пек ҫырнӑ Станислав Убасси журналист Фейсбукра. Унта Шупашкар хулин Калинин районӗн судне Виктор Воробьев депутатӑн дипломӗсене суя тесе палӑртма тавӑҫ ҫитни пирки сӑмах пырать.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне 2016 ҫулта вӑйӑ усламӗ йӗркеленӗ тесе шанман. Ҫавна май унӑн хваттерне ухтарнӑ. Ҫавӑн чухне Мускаври Машиностроени университечӗн дипломне асӑрханӑ. Вӑл суя пек туйӑннӑ. ШӖМ тӗпчевҫисен экспертизи бланка «Госзнак» федерацин хысна учрежденийӗ хатӗрлеменни ҫиеле тухнӑ. Аслӑ шкула ыйтса ҫырнӑ та, Воробьев студент вӗренменни ҫиеле тухнӑ.
Виктор Воробьев асӑннӑ диплома тӗпе хурса ЧПУра экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл Коопераци институтне вӗренме кӗнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас текенсен речӗ ӳссех пырать.
Ӗнер ирпе Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн докуменчӗсене ЧР Тӗп суйлав комиссине илсе ҫитернӗччӗ. Унсӑр пуҫне Юрий Шакеев ятлӑ ҫын та документсем тӑратнӑ. Ҫавскер Шупашкарта пурӑнать, хӑй вӑл ниҫта та ӗҫлемест.
Паян тата тепӗр ҫын республика ертӳҫин тилхепине тытма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Ҫав ҫын — «Патриоты России» (чӑв. Раҫҫей патриочӗсем) партин регионти уйрӑмӗн пайташӗ Сергей Матвеев хушӑннӑ. Сергей Матвеев — Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, «Аргус» компанин финанс директорӗ. 39 ҫулти арҫын виҫӗ ача ӳстерет.
Ҫак эрнере Муркаш районӗнчи Ильинка ял тӑрӑхӗнче пуху иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Йӑпӑлти ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӗр лаптӑксенчен пӗрне строительство материалӗсем, хӑйӑр, вак чул валли уйӑрасшӑн пулнӑ. Ҫав ыйтупа унтисем халӑх итлевне пуҫтарӑннӑ. Пухӑва Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев та хутшӑннӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. Депутата вӑл тӑрӑхрисем хӑйсем чӗнсе илнӗ.
Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл лаптӑка рекреаци тӗллевӗпе упраса хӑварма пултарнӑ.
Александр Андреев халӑх шухӑшӗпе кӑсӑкланманнинчен, сӗмсӗрлӗхрен тӗлӗннине пӗлтернӗ. Вӑл ҫавӑн пекех коммунистсен партийӗ ҫынсен интересне хӳтӗлеме ялан хатӗррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Правительстви ҫумӗнче экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явма, вӗсене тишкерме ятарлӑ май туса парӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер пӗлтернӗ.
Суту-илӳпе промышленность палатинче Олег Николаев республикӑри промышленность предприятийӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи — Чӑваш Республикин Экономикӑн аслӑ канашӗн председателӗ Анатолий Аксаков та хутшӑннӑ. Унта экономикӑри лару-тӑрӑва тишкернӗ, кӑшӑлвирус саманинче патшалӑх епле пулӑшнине сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев республика Правительстви ҫумӗнче инвестици аталанӑвне тата усламҫӑсен хастарлӑхне сӳтсе явамалли дискусси лапамӗ йӗркелессине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр муниципалитет пуҫлӑхӗ хӑйӗн пуканне ӗҫ контракчӗ вӗҫленичченех пушатма шухӑш тытнӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем ӗнентернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫемҫе вырӑна хӑй кӑмӑлӗпех пушатнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те сити-менеджер ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ.
Район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта Анатолий Мясников (сӑнӳкерчӗкре сылтӑмри) ятне асӑнман. Райадминистраци пуҫлӑхӗ ӗҫрен каяс ыйтӑва пӑхса тухнине пӗлтернипех ҫырлахнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӑн тивӗҫне пурнӑҫлама вӑхӑтлӑха Владимир Мустаева шаннӑ. пурнӑҫлӗ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ – экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑршать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |