Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ 4 депутат тӗлӗшпе Евросоюз санкци йышӑннӑ. Асӑннӑ списока Анатолий Аксаков («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Алена Аршинова («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»), Алла Салаева («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата Ирина Филатова (Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ) лекнӗ.
Ҫак утӑма Евросоюз РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Донецк Халӑх Республикине тата Луганск Халӑх Республикине уйрӑм патшалӑх тесе йышӑнма ыйтса Президент патне ҫыру янӑшӑн тунӑ. Санкцие РФ Патшалӑх Думин 450 депутатӗнчен 351-шӗ тӗлӗшпе йышӑннӑ. «Ҫӗнӗ ҫынсем» фракци депутачӗсем маларах эпир асӑннӑ икӗ республикӑна ратификацилессине хирӗҫ сасӑланӑ. Тепӗр 50-а яхӑн депутат сасӑлава тӗрлӗ сӑлтав тупса хутшӑнман.
Ятарлӑ списокри депутатсем Евросоюз ҫӗршывӗсене каяймӗҫ, хӑйсен активӗсемпе союз территорийӗнче усӑ кураймӗҫ.
Вырӑнти влаҫсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи кивӗ шкултан туристсем валли хӑна ҫурчӗ тума сӗннӗ. Шкул 2015 ҫултанпа ӗҫлемест.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Лидерман пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртне хӑй вӑхӑтӗнче тӗпрен юсанӑ. Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ вӑл ахалех ларать. Халӗ вара унпа урӑх тӗллевпе усӑ курасшӑн, «Руна ҫулӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑна килекен туристсем валли хӑна ҫурчӗ тӑвасшӑн.
Хальлӗхе ку шухӑш кӑна-ха. Малтан ҫурта тӗрӗслемелле, экспертиза ирттермелле: реконструкци тума юрӑхлӑ-и? Ун витӗр тухсан ҫитес ҫул унта ӗҫсене пуҫӑнмалла.
Чӑваш Республикин Элтеперне Олег Николаева Александр Андреев коммунист ыйтӑвӗ килӗшмен. Ӑна вӑл: «Каждый говорит в меру своей испорченности», — тесе хунӑ. Ку ӗнтӗ вӑл ҫыннӑн калаҫӑвӗ тӑрӑх этем епли курӑнать тенине пӗлтерет-тӗр.
Паян регион ертӳҫи республика Правительстви пӗлтӗр мӗнле ӗҫлени ҫинчен ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен умӗнче отчет тунӑ. Доклад хыҫҫӑн ыйту панисенчен пӗри – Александр Андреев коммунист. Унӑн сӑмахне Чувашинформ.рф (асӑннӑ ҫӑлкуҫ Правительство хыпарӗсене ҫутатать) «ыйту та мар, ҫӑхав» тесе хакланӑ. Депутат муниципалитет пӗрлешӗвӗсене васкаса пӗрлештерни, сасӑлав вӑхӑтӗнче административлӑ майпа пусахлани ҫинчен асӑнса хӑварнӑ.
Капла калани Олег Николаева килӗшмен, вӑл фактсем илсе кӑтартма ыйтнӑ. Маларах эпир асӑнса хӑварнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курнӑ.
Чир-чӗр никама та тиркемест. Укҫасӑррине те, укҫаллине те; пӗчӗк вырӑнта ӗҫлекене те, пысӑк вырӑн йышӑнаканнине те.
«Вирус манран та пӑрӑнса иртмерӗ. Килтен тухмасӑр лартӑм. Иккӗмӗш хут чирлерӗм. Хальхи вӑхӑтри вакцинацие пула чире ҫӑмӑллӑн ирттертӗм», — тесе хыпарланӑ паян РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.
«Сывлӑха упрама хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар, анчах май пур. Вакцинацилеме никама та чӗнсе каламастӑп, ку — кашнин хӑйӗн ирӗкӗ. Анчах чирӗн пиллӗкмӗш тапхӑрӗнче татӑклӑ утӑма васкасарах тумалла. Хамӑршӑн, хамӑр ҫывӑх ҫыннӑмӑрсемшӗн, ковидпа чирлемесӗр ирттерекен пурнӑҫшӑн», — пӗтӗмлетнӗ депутат.
Чӑваш Енре Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсене тата сенатора республика хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа машинӑпа илсе ҫӳрӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Тӳре-шарана турттарма 3,3 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр.
Депутатсемпе сенаторсене хыснаран уйӑрнӑ укҫапа республикӑра илсе ҫӳрӗҫ. Аукцион хыҫҫӑн алӑ пуснӑ килӗшӳ 2022 ҫул вӗҫлениччен вӑйра пулӗ.
Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен Алена Аршинова, Алла Салаева, Анатолий Аксаков, Ирина Филатова лекнӗ. Федераци Канашне Николай Владимиров суйланнӑ.
Улатӑр хула администрацине ертсе пынӑ Сергей Лукишин ӗҫрен кайма йышӑннӑ. Хӑй кӑмӑлӗпе. Ку хыпара эпир хула администрацийӗн сайтӗнчи информацирен пӗлтӗмӗр.
Асӑннӑ хулара паян Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Сергей Лукишин хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ.
Паянах Сергей Анатольевича Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав ҫырӑвӗпе тата асӑнмалӑх сехетпе чысланӑ. Республика ертӳҫи ячӗпе Сергей Лукишина республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Евгений Таланов чысланӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑха суйличчен Улатӑрӑн сити-менеджерӗн тивӗҫне администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Марунина пурнӑҫлӗ.
2022 ҫулта республикӑри районсем муниципалитет округӗ пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах пӗр районти депутатсем ку улшӑнӑва хирӗҫ сасӑланӑ. Вӑл — Шупашкар районӗ.
Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи депутатсенчен ытларахӑшӗ ку улшӑнӑва хирӗҫ сасӑланӑ. Видеона «Вести района/Чебоксарский район» ушкӑна вырнаҫтарнӑ. Сасӑлава пуҫличчен депутатсем администраци ӗҫченӗсене тула тухма ыйтнӑ.
Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсене муниципалитет округӗ туса хурас ӗҫ пырать.
Сывлӑх енчен тантӑшӗсенчен уйрӑлсарах тӑракан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫуртӗнче Хӗл мучипе Юрпике пулнӑ. Вӗсем ачасене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама пырса ҫитнӗ.
Хӑнасем – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем: партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ Алёна Аршинова тата Чӑваш Енӗн сенаторӗ Николай Владимиров. Вӗсем интернат-ҫуртри 8 ачан «Ёлка ӗмӗтне» (ҫавӑн пек акцие тӳре-шарапа пысӑк шайри пуҫлӑхсем ҫулсеренех хутшӑнаҫҫӗ) тултарас ӗмӗтпе ҫула тухнӑ. Пӗри – Юрпике тумӗпе, тепри – Хӗл мучинпе.
Парнепе пырса ҫитнӗ Юрпике пуҫне хитре тухья тӑхӑннӑ.
Юмахри сӑнарсенчен ачасем аталанма пулӑшакан интерактивлӑ теттесем, планшетсем, алмаз тӗрри ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ пайташӗн Алексей Ладыковӑн — икӗ ҫум. Вӗсем — Сергей Григорьев тата Елена Скворцова.
Елена Скворцовӑна должноҫе ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, шанса панӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Ладыков ҫумӗсенчен пӗри Лидия Седойкина пулнӑ.
«Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Скворцова Раҫҫей почтин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ӗҫленӗ, кайран вӑл Мускавра пысӑкрах вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫей почтинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Юлашки вӑхӑтра ҫав хӗрарӑм РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн пулӑшуҫи пулнӑ.
Паян Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Аса илтерер: ку пукана йышӑнассишӗн икӗ кандидат кӗрешнӗ. Вӗсем – экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Денис Спирин тата Хула пурлӑхӗн комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Александров.
Олег Александров хулана Чӑваш Енӗн комплекслӑ аталану планне тӗпе хурса аталантарсси пирки каланӑ, чылай япала кадрсенчен нумай килнине палӑртнӑ.
Денис Спирин Атӑл леш енне аталантарма тӗллев лартнӑ. Унтан канат ҫулӗ, магистраль тумаллине, централизаци тата цифровизаци енӗпе ӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Денис Спириншӑн пӗтӗм депутат ырласа сасӑланӑ. Олег Александровшӑн 33 депутат хирӗҫлесе сасӑланӑ, пиллӗкӗшӗ хуравлама иккӗленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |