Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Ашмарин ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ.
Унта ӑслӑлӑхпа культура, вӗренӳ ӗҫченӗсем ҫеҫ мар, тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Тӗслӗхрен, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Петр Краснов. Вӗсем Николай Ашмарин туса хӑварнӑ капашсӑр пысӑк ӗҫсене сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Ку должноҫе Владимир Мустаев йышӑннӑ. Конкурса Сӗнтӗрвӑрри районӗн депутачӗсен пухӑвӗнче пӗтӗмлетнӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Анатолий Мясников район администрацине ертсе пыма пӑрахнӑ. Вӑл ку должноҫе 4 ҫул йышӑннӑ.
Депутатсем пухура Владимир Мустаева ҫиччӗмӗш созыври район пухӑвӗн полномочийӗсем вӗҫлениччен контрактпа ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн хӑш-пӗр депутачӗ Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫҫитнине халалласа кӑларнӑ юбилей медальне тивӗҫнӗ. Вӗсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче чысланӑ.
Ӗнер республикӑн Патшалӑх Канашӗн 43-мӗш сессийӗ ӗҫленӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл суйлава хутшӑннӑ республика ҫыннисене тав сӑмахӗ каланӑ, ҫитес пилӗк ҫула палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫламалли пирки асӑнса хӑварнӑ.
Юбилей медальне Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев тата либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов тивӗҫнӗ. Вӗсем республика Элтеперӗн суйлавне те хутшӑннӑччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен эрех-сӑра сутма чаракан ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: малашне «ҫуттине» нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ лавккасенче сутма ирӗк памӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн сессийӗ иртнӗ. Унта 50 тӑваткал метртан пӗчӗкрех заведенисенче эрех сутма чарма йышӑннӑ. Ун пеккисем пирӗн республикӑра вуншар. Олег Таланов депутат, сӑмахран, пурӑнмалли ҫуртсенче эрех сутмалла мар тесе шухӑшлать. Петр Краснов депутат ун пек йӗрке икӗ регионта ҫеҫ: Чечняра тата Ингушетире – тесе каланӑ. Шупашкарти эрех савучӗн хуҫи Олег Мешков 49 тӑваткал метртан пӗчӗкрех пулсан заведение хупма тивӗ-и тесе пӑшӑрханнӑ.
Ҫапах та депутатсем саккуна йышӑннӑ.
Вӑрнарти 1-мӗш шкулта юсав ӗҫӗсем вӑхӑтра вӗҫленмен, ҫавна май 817 шкул ачи парта хушшине ларайман. Кӗҫӗн классем хальлӗхе кивӗ шкулта вӗренеҫҫӗ, хӑш-пӗр вӗрентекен вара дистанци мелӗпе ӑс пухать.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вахӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Вӑрнар районне ҫитнӗ. Шкулпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва вӑл «Вӑрнарти пушар» ят панӑ, район администрацийӗн пуҫлӑхне хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайма сӗннӗ. Сӑмах май, Леонид Николаев ку должноҫре 2011 ҫултанпа ӗҫлет.
Паян Вӑрнар районӗн пухӑвӗн депутачӗсем Леонид Николаева отставкӑна яма йышӑннӑ. Подрядчик тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫри ҫынна палӑртмалли пуху паян, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, иртнӗ. Пухӑва районти тӳре-шарапа пӗрлех республикӑри пуҫлӑхсем те пырса ҫитнӗ.
Депутатсем паянхи ларура пӑхса тухнӑ ыйтусем пуҫлӑх суйлассипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Конкурсра Дмитрий Иванов тата Леонид Степанов ҫӗнтернӗ.
Пухура иккӗшӗнчен пӗрне суйлама тивнӗ. Депутатсем Дмитрий Иванов кандидатурине ырланӑ.
Паянтан, сӑмах май, Улатӑр хулин администрацийӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак должноҫре Сергей Лукишин тӑрӑшӗ. Ӑна тилхепене тыттарассипе ҫыхӑннӑ пуху ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ.
Улатӑрта хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ӑна Депутатсен пухӑвӗн 49-мӗш ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ сити-менеджер пулма «Алатырская спецавтоматика» (чӑв. Улатӑрти спецавтоматика) тулли мар яваплӑ обществӑн пуҫлӑхне Сергей Лукишина шаннӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме виҫӗ ҫын ӗмӗтленнӗ. Конкурс комиссийӗ Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухма икӗ кандидата сӗннӗ. Хулари «халӑх тарҫисем» Лукишиншӑн саспланӑ. Вӑл хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тытӑннӑ.
Сергей Лукишин – юлашки пилӗк ҫулта ылмашнӑ пиллӗкмӗш пуҫлӑх. Ҫав вӑхӑтра Владимир Степанов, Александр Седов, Александр Герасимов тата Юрий Боголюбов пуҫлӑхра ӗҫлесе ӗлкӗрчӗҫ.
Шупашкар хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне хатӗрленет. Ҫавӑн умӗн хулара Депутатсен пухӑвӗн 52-мӗш черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусен шутӗнче «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята парасси те пулнӑ. Хулари Депутатсен пухӑвӗ хӑйӗн сайтӗнче ку ыйтӑва тӗп тесе пӗлтернӗ.
Хулан хисеплӗ ҫынни пулма тивӗҫлӗ кандидатсем 11-ӗн пулнӑ. Ҫынсем хӑйсен шухӑшне пӗлтерччӗр тесе хула ертӳҫисем «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ портал) порталта сасӑлав йӗркеленӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче сасӑлама май туса панӑ. Хӑйсен шухӑшне пӗлтернисенчен 30,8 проценчӗ «Элара» предприятин гендиректорӗн патшалӑх влаҫӗсемпе ҫыхӑну тытакан ҫумӗшӗн Наталия Партасовӑшӑн сасӑланӑ. Хулари депутатсем те уншӑн сасӑланӑ.
Чӑваш эстрада артисчӗсем депутата суйланасшӑн. Ку хыпара эпир Тутарстанри «Сувар» хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтмӗр.
Унта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Андрей Кузнецов, Алексей Московский тата Евгений Григорьев муниципаллӑ фильтртан самовыдвиженецсем пек иртес тесе хӑйсен округӗсенче алӑ пуснисене пуҫтараҫҫӗ. Евгений Григорьев Шупашкарти 2-мӗш округра, Алексей Московский 10-мӗшӗнче, Андрей Григорьев 3-мӗш округра».
«Депутат опычӗ вӗсенчен Андрей Кузнецовӑн кӑна пур», — тесе Константин Малышев тӗрӗсех палӑртнӑ. Андрей Кузнецов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Выртан каска мӑкланнӑ теҫҫӗ те. талпӑнмалла, шикленмелле мар. Никам та депутат пулса ҫуралмасть.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн сити-менеджер тилехепине вӑхӑтлӑха Владимир Мустаева шанчӗҫ. Унччен вӑл райадминистрацире пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Елчӗк районӗнче ҫуралнӑскер Шупашкар районӗнче тӗрлӗ должноҫре чылай ҫул ӗҫленӗ.
Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пуҫлӑх пулма республика шайӗнче сӗннӗ кандидата тишкернӗ. ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федоров ертсе пыракан комисси Владимир Мустаева сити-менеджер пулма сӗннӗ. Анчах районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем яхӑнне те яман. 17 депутатран 6-шӗ ҫеҫ Владимир Муставшӑн сасӑланӑ. Ҫапла вара вӑл тивӗҫе пурнӑҫлакан пулса юлнӑ.
Пуҫлӑха авӑн уйӑхӗн суйлав хыҫҫӑн ҫеҫ палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |