Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -20.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: депутатсем

Персона
Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн
Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн

Ӗнер, ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, Патшалӑх Думин депутатне Анатолий Аксакова Кремльте III степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

Иртнӗ эрнере те наградӑна тивӗҫнӗ вӑл. Ун чухне Анатолий Аксакова Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ астӑвӑм медалӗпе чысланӑ. Нарӑс уйӑхӗнче ӑна Крым Патшалӑх Канашӗн медалӗпе наградӑланӑ.

Аса илтерер: пӗлтӗр Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ, ҫавӑн пекех РФ Спорт министерстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилейлӑ медале тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Улатӑр округӗн депутатсен пухӑвӗн депутатне наркотик упранӑшӑн суд тӑвӗҫ.

Ӑна кӑҫал ҫуркунне тытса чарнӑ. Следовательсем ҫакна палӑртнӑ: вӑл сакайӗнче наркотиклӑ 5 ӳсен-тӑранран кая мар ҫитӗнтернӗ. Ӑна пайласа типӗтнӗ.

Пӗтӗмпе 189 грамм наркотик пулнӑ. Ку пысӑк виҫе шутланать. Ӑна унран туртса илнӗ.

Пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперне хӑҫан суйласси паллӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗн кунне палӑртнӑ. Республика ертӳҫине кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче суйлӑпӑр.

«Кӑҫал пирӗн республикӑра явапла, историлле пулӑм пулӑм, Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ, пулса иртӗ. Унран регион малашлӑхӗ нумай килет», — тесе палӑртса хӑварнӑ Патшалах Канашӗн спикерӗ Леонид Черкесов.

 

Политика

Депутатсем Сергей Артамонова Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулма суйланӑ. Паян Патшалӑх Канашӗн 34-мӗш сессийӗ иртнӗ. Сергей Артаманов кандидатурине 38 депутат суйланӑ, иккӗн хирӗҫ пулнӑ.

Аса илтерер: Республика правительствине Олег Николаев Элтепер тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра, 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче, ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен ку дожноҫе 8 ҫул Иван Моторин йышӑннӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Максим Семенов хӑйӗн дожноҫӗнче малалла ӗҫлӗ. Ӑна депутатсем отставкӑна ярайман – сасӑ ҫитмен.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хӑш-пӗр депутачӗ ӑна отставкӑна яма ыйтнӑ-мӗн. Паян пуху иртнӗ, унта журналистсене кӗртмен.

«Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пухура пулнӑ 18 депутатран 14-шӗ Семенова отставкӑна ярассишӗн сапланӑ. (Пӗтӗмпе – 25 депутат). Ку 56 процентпа танлашнӑ.

 

Республикӑра

Улатӑрти депутата йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл наркотик упранӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Иван Самойлов – Улатӑр районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл – ача-пӑча спорт шкулӗн директорӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун пек ҫынсен патшалӑх тата муниципалитет управленийӗнче ӗҫлемелле маррине палӑртнӑ.

 

Персона

Патшалӑх Канашӗн депутатне, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн президентне Юрий Попова «Раҫҫей ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. РФ Президенчӗ хушӑва пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Юрий Попов 1961 ҫулта Елчӗк округӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти строительство техникумӗнче тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. 2005 ҫултанпа Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн тӗп директорӗ пулнӑ, 2016 ҫултанпа – предприяти президенчӗ.

Сӑмах май, ку наградӑна унччен Чӑваш Енрен Аркадий Айдак тата Вадим Николаев тивӗҫнӗ.

Юрий Попов пирки РУВИКИ-н чӑваш уйрӑмӗнче тӗплӗнрех вуласа пӗлме пулать.

 

Политика
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Справедливая Россия – Патриоты – За правду» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей — Патриотсем — Чӑнлӑхшӑн) партин регионти уйрӑмӗн председателӗ Анатолий Аксаков Игорь Моляковпа Владислав Солдатова партирен кӑларттарасшӑн иккен. Аксаков шухӑшланӑ тӑрӑх, Моляковпа Солдатов парти тата Николаев ятне яраҫҫӗ. Суйлав ҫулӗнче ун пек туни пушшех те вырӑнлӑ мар тесе шухӑшлать иккен.

Хӑйӗнпе пӗр партире тӑракан ике депутата мандастӑр хӑварма ыйтса РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков партин тӗп канашне ҫыру шӑрҫаланӑ-мӗн.

 

Персона
Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн
Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн

Ҫак кунсенче РФ Патшалӑх Думин депатутне Анатолий Аксакова Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн медалӗпе чысланӑ. Ку медале Крымпа Раҫҫей пӗрлешнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫей Спорт министерстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медале тивӗҫнӗ. Кунсӑр пуҫне Аксаков – Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ экономисчӗ.

 

Раҫҫейре
ren.tv сайтри сӑн
ren.tv сайтри сӑн

Патшалӑх Думин Сывлӑх сыхлавӗпе ӗҫлекен комитечӗ Ҫӗнӗ ҫулхи каникула кӗскетме сӗннӗ. Ытла нумай канни сывлӑха сиен кӳрет-мӗн.

Комитет председателӗҫ ҫумӗ Бадма Башанкаев пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай канни медицина тӗлӗшенчен лайӑхах мар, ҫулталӑк тӑршшӗпе 3-5-шер кун темиҫе хут канни аванрах. Депутат раштавӑн 31-мӗшӗнчен суранланакансен, панкреатитпа аптӑракансен йышӗ ӳснине палӑртнӑ. Юлашки вара ытлашши нумай ҫинипе ҫыхӑннӑ.

Башанкаев ҫу уйӑхӗнчи кану кунӗсене те кӗскетме сӗннӗ. Ӑна та вӑл ҫав сӑлтавсемпех ҫыхӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/104279
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 81
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ