Культура
![]() Етӗрнесен ентешлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитет. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилее хатӗрленсе ирттерес тӗллевпе йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухӑннӑ. Унта уяв датине малтанласа палӑртнӑ. Хальлӗхе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, етӗрнесем юбилее ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑнӗҫ. Юбилей каҫӗнче тӗрлӗ курав ӗҫлӗ, Етӗрне районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ пулӗ. Уява Етӗрне районӗнче пурӑнакансем те, унта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнисем те пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |