РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова аслашшӗн ашшӗ Василий Чапаевпа пӗрле ҫапӑҫни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл «Советская Чувашия» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.
Алена Аршинова каланӑ тӑрӑх, ӑна кун пирки асламӑшӗ каласа кӑтартнӑ. Аслашшӗн ашшӗ Чапаев дивизийӗнче пулнӑ, вӗсен килӗнче унпа пӗрле тунӑ сӑнӳкерчӗк те упраннӑ. Анчах ӑна архивпа пӗрле НКВД туртса илнӗ. Халӗ Аршиновсен ҫемйи ӑна шырать.
Алена Аршинова унччен асламӑшӗ хӑйне чӑваш тесе шутланине те каланӑ.
Agabazar // 1435.67.9903
2021.03.04 20:57 | |
Пĕрле е хирĕç? | |
Тимер // 3816.11.5116
2021.03.05 09:16 | |
ПӖРЛЕ, паллах. | |
Вулакан // 3887.88.4678
2021.03.06 10:20 | |
Нимӗҫре ҫуралнӑ. | |
Тепри // 9912.9.2192
2021.03.09 19:07 | |
Ман асатте вара Ленинпа пĕрене çĕкленĕ. Вара мĕн? Думăра пылак шыв ĕçсе ларма тивĕç-и уншăнах? | |
Хури // 9912.9.2192
2021.03.09 19:16 | |
Мĕнле юрлатчĕç-ха:
"Шупашкарти артистсен асламăшне пăхнă эп..." |