Студентсем зачет илес тесе преподавателе укҫа панӑ. Лешне сӗтев илнӗшӗн тытса чарнӑ.
29 ҫулти вӗрентекен тӗшӗлпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл пӗччен ӗҫлемен. Ку ӗҫре ӑна шӑллӗ пулӑшнӑ. Хайхискерсем студентсенчен 25,5 пин тенкӗ сӗтев илнӗ.
Пиччӗшӗпе шӑллӗне тытса чарнӑ. Халӗ вӗсен ирӗк ыйтмасӑр тухса ҫӳреме юрамасть. Суд сакки ҫине ҫав аслӑ шкултах вӗрентекен преподаветель ларӗ. Вӑл студентсенчен 4 пин тенкӗ илнӗ. Ку хӗрарӑм тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ.
Хресчене маларах консервативлӑ тесе ӳпкелеме пӑхатчӗҫ те, халӗ апла калаймӑн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи агрофирма гендиректорӗ тата Куславкка районӗнчи пӗр фермер хӑйсен хуҫалӑхӗсене шӑвармалли хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме шут тытнӑ. Анчах... хут ҫинче.
Хут чӑтать теҫҫӗ те, ҫырмаллине ҫырса тултарнӑ. Ҫавна-ҫавна туянтӑмӑр тесе республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине ярса панӑ. Суя хучӗсене хатӗрлеме вӗсен паллаканӗ те (маларах вӑл мелиораци оборудованипе тивӗҫтерекен организацин официаллӑ мар пайташӗнче тӑрӑшнӑ) пулӑшнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса 2014 ҫулхи раштавччен ҫапла хӑтланнӑ. Хӑш-пӗр оборудовани хакне пысӑклатса кӑтартнӑ, хӑшне туянман та. Анчах республика хыснинчен 22,5 миллион тенкӗ субсиди шӑкӑрт кӑна килсе выртнӑ. Халӗ ултавҫӑсен ӗҫне суда ярса панӑ.
Пӗр пульницӑра ӗҫлекен ҫын 39 ҫулти хӗрарӑм юмӑҫ пӑхнине ӗҫтешӗсенчен пӗлнӗ. Хайхискер хӑй те унпа тӗл пулма шухӑшланӑ.
Юмӑҫ пӑхакан ҫак хӗрарӑм пульница ӗҫченне пӑснине сирмешкӗн 15 пин тенкӗ ыйтнӑ. Лешӗ суммӑна илсе килнӗ. Хӗрарӑм енчӗкӗнче укҫа юлнине пӗлнӗ-мӗн — татах илсе килме ыйтнӑ. Ҫапла мӗскӗн хӗрарӑм 31 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Юмӑҫ укҫа-тенке «тасатса» ӑна тепӗр кунхине тавӑрса пама шантарнӑ. Ҫак вырӑнтах курнӑҫма калаҫса татӑлнӑ вӗсем. Анчах юмӑҫ ку йӑла-йӗрке пирки никама та шарлама хушман.
Ултав серепине лекнӗ хӗрарӑм полицирен ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл 50 ҫулти пек курӑнать, 165–170 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ хура. Сумки те хура тӗслӗ. Вӑрӑм чечеклӗ юбка, тӗттӗм футболка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Канашра пӗр арҫынна тытса чарнӑ. Ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 16 сехетре пулнӑ. Арҫын укҫа кивҫен паракан офиса ҫаратма хӑтланнӑ.
Анчах вӑрӑ хура ӗҫне вӗҫне ҫитереймен. Ӑна пӗр сӑлтав тытса чарнӑ. Офисра ӗҫлекен хӗрарӑм ача кӗтнине пӗлтерсен арҫын хӑмсарма чарӑннӑ.
Офисра вӑй хуракан хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, арҫын организацие кӗрсен кислотапа сапассипе хӑратнӑ, мӗнпур укҫана кӑларса пама ыйтнӑ. Арҫын ҫав вӑхӑтра аллинче кӗленче тытнӑ. Каярахпа унта нимӗнле шӗвек те пулманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Хӗрарӑм вӑрӑ-хураха курсан хӑраса ӳкнӗ. Вӑл хӑй ача кӗтнине пӗлтернӗ. Тӗлӗнмелле, ку йӗксӗкӗн кӑмӑлне ҫемҫетнӗ, вӑл тухса утнӑ Арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланни паллӑ. Вӑл ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ халӗ.
Ҫав ҫамрӑк ҫынсем хӑйсене «Русфондӑн» волонтерӗсем теҫҫӗ, Чӑваш Енри чирлӗ ача валли Ставрополь хулин ҫул хӗрринче укҫа пухаҫҫӗ. Анчах вӗсем — суя волонтерсем-мӗн. Пухнӑ укҫа-тенкӗ чирлӗ хӗрача патне ҫитмест.
Ҫав нимеҫӗсем укҫана Руфина Соломонова валли пухнӑ. Хӗрача 2013 ҫулта урапа айне лекнӗ, халӗ утаймасть. Амӑшӗ ӑна пӗччен пӑхать, укҫи-тенки ҫитсе пымасть. Эмелӗсем вара хаклӑ. Ҫавӑнпа хӗрарӑм ыркӑмӑллӑх фондӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.
Анчах хӑшӗ-пӗри ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуять. Ултавҫӑсем тӗнче тетелӗнче чуна пырса тивекен историсене тупаҫҫӗ те ун валли тесе укҫа пухаҫҫӗ. Анчах нухрат кирлӗ ҫӗре ҫитмест.
Руфинӑн амӑшӗ патне ытти регионти полицейскисем шӑнкӑравласа вӑл е ку волонтера пӗлнипе пӗлменнипе кӑсӑкланать. Хӗрарӑм пӗлмест, укҫи те ун патне ҫитмест. Лешсем тӗнче тетелӗнче ҫемьен докуменчӗсене тупаҫҫӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен укҫа сӑптӑраҫҫӗ.
«Русфонд» волонтерсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма сӗнмест. Халӗ ултав мелӗпе пуяс текен нумай-ҫке…
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче, Саранскра, финанс пирамиди йӗркеленӗ. Ҫынсене улталаса пуйма шут тытнӑ арҫыннӑн шӑпине Шупашкарти Ленин районӗнчи суд татса парӗ. Прокуратура айӑплав хутне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.
Арҫын Шупашкарта «Народный сейф» (чӑв. Халӑх сейфӗ) ятпа тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Унта вӑл ҫынсен укҫа-тенкине пуҫтарнӑ. 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен арҫын Шупашкарта тата Саранскра пурӑнакансенчен 8,1 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Малтанхи уйӑхсенче арҫын процентсене паркаланӑ, кайран тупра ҫынсене кӗми пулнӑ. Укҫана ултавҫӑ арҫын темиҫе уйӑхран пуҫласа темиҫе ҫуллӑх тесе пуҫтарнӑ. Процентне пысӑк кӑтартнӑ вӑл.
Тӑвай районӗнчи пӗр вӑй питти эрех сахал тесе шуруповерт вӑрланӑ. Ҫак айванлӑхшӑн ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «б» пункчӗпе айӑплӗҫ. Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплав пӗтӗмлетӗвне 47-ри арҫынна тыттарнӑ ӗнтӗ, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Пӑтӑрмахӗ ҫапларах сиксе тухнӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхи 5 сехет тӗлӗнче кӳршӗпе эрех ӗҫнӗ. Анчах сӑра сакки сарлака ҫав — сахал ярса панӑн туйӑннӑ. Ӗҫмелли тупатӑп-и е урӑх пурлӑх лекӗ-и те ӑна сутма е ылмаштарма май килмӗ-и тесе вӑл пӗрле хӑналаннӑ арҫыннӑн гаражне кӗнӗ. Эрехӗ гаражра пулман, анчах куҫ тӗлне 2500 тенкӗ тӑракан шуруповерт лекнӗ. Ҫавна ҫаклатса тухнӑ та эрех ӗҫес шухӑшлӑ этем. Ӑна вӑл 200 тенкӗпе сутса янӑ та пыра хӗртмелли туяннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫын ҫуртран наушник тата пейнтболла вылямалли перчетке ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Александр Исаков следователь каланӑ тӑрӑх, килте вӑрӑ-хурах пуррине хӗрарӑм, арҫыннӑн амӑшӗ, сиснӗ. Ку ывӑлӗ килнӗ тесе вӑл ун патне пынӑ. Ывӑлӗ мар иккен, утиял айне темӗнле ӳсӗр арҫын пытаннӑ-мӗн.
Утиял айӗнчи 18 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Вӑлах тепӗр ҫынсен канистрӑри дизельне тата укҫа вӑрлама пултарнӑ. Каччӑ ун чухне, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫуртсен алӑкне хупманнипе усӑ курса кӗме пултарнӑ.
Мускавра пирӗн тӑрӑхри ҫынсем тар тӑкнипе пӗрлех харсӑрланнипе те (хальхинче те ку сӑмаха паттӑрлӑх сӗмӗпе усӑ курма май килмест) палӑраҫҫӗ. Маларах Чӑвашри арҫын Мускаври хӗрарӑма вӑрланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата тепри усал шухӑшпа палӑрнӑ.
Ӗнер каҫхи тӑхӑр сехет тӗлӗсенче Сокольник районӗнчи шалти ӗҫсен пайне бензин ҫаратни пирки пӗлтернӗ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ урапапа заправкӑна каҫхи ултӑ сехетре пынӑ арҫын бака бензин янӑ та укҫа тӳлемесӗрех вӗҫтернӗ. Ӑна ҫӗркаҫах, тепрер сехетрен, тытса чарнӑ.
Безнин заправкинчен укҫа тӳлемесӗр тарнӑ этем Чӑваш Енри 35 ҫулти арҫын пулнӑ. Ун тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, таҫта тухса кайма юрамасси пирки асӑрхаттарса хут ҫырнӑ.
Канашри пӗр шкул директорӗ 15 ҫул янтӑ укҫа илсе пурӑннӑ. Шкулта ӗҫлемен ҫынсемшӗн унӑн кӗсйи хулӑнланнӑ. «Вилӗ чунсемшӗн» вӑл самай тупӑш тунӑ.
Официаллӑ документсенче палӑртнӑ тӑрӑх, шкул директорӗ 2001 ҫулта тирпейлӳҫе ӗҫе илнӗ. 2008 ҫулта вара урам шӑлакана тупнӑ. Чӑннипе вара ҫак ҫынсем хӑйсен ӗҫне пурнӑҫламан.
Ҫапла майпа ҫак тапхӑрта Канаш хыснинчен тирпейлӳҫӗпе урам шӑлакана 650 пин тенке яхӑн тӳленӗ. Ку укҫана, ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, директор кӗсйине чикнӗ. Пуҫиле ӗҫе тӗпченине районсен хушшинчи прокуратура сӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |