Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вӑрӑсем

«Выҫӑ хырӑм хыр тӑрне хӑпартнӑ», — текен каларӑш ахальтен мар ӗнтӗ ҫӳрет халӑхра. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ирчкассинче пулса иртнӗ пулӑм ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Унта иккен виҫӗ шкул ачи утара ҫаратнӑ пулнӑ. Кун ҫинчен авӑнӑн 9-мӗшӗнче республикӑри ШӖМ управленийӗ пӗлтернӗ.

Ведомство тӗпчевӗсемпе килешӳллӗн Ирчкасси ялӗн пӗр ҫынни темиҫе ҫул тӑршӗ вӗлле хурчӗсене ерчетет. Ялтан инҫех мар унӑн 500 яхӑн вӗлле те пур. Пуҫтарнӑ пыла 50 ҫулхи арҫын вырӑнтах, пысӑках мар будкӑра тасатнӑ пулнӑ.

Нумаях пулмасть, каҫхи хурала ирттернӗ чухне вӗлле хурчӗсене ерчетекен будка ҫӑраҫҫине ҫӗмӗрнине тата алӑк юрӑхсӑрланнине асӑрханӑ пулнӑ. Шала кӗрсессӗн вӑл пыл шучӗ чакнине асӑрханӑ, ытти вара пӗтӗмпех хӑйӗн вырӑнӗнче пулнӑ.

Полици ӗҫченӗсем пыла юратакансене тепӗр кунах шыраса тупнӑ . Вӗсем иккен Ҫӗмӗрлери коррекци шкулӗнче вӗренекен пӗр тӑван 12, 10, 8 ҫулхи пиччӗшсем пулнӑ. Пыл тутанас шухӑш вӗсен пуҫне кӳршӗ ялтан тарӑннӑ чухне кӗнӗ имӗш.

Паянхи кун шӑпӑрлансене хирӗҫ пуҫарса янӑ администрацилле ӗҫе ятарлӑ инспекци тӗпчет.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1285.html
 

Пӑтӑрмах Канаш хулинче утӑн 28-29 кунсем хушшинче ҫурҫӗр иртсен пулса иртнӗ. Ленин проспекчӗнче вырнаҫнӑ пӗр ҫуртӑн хватер хуҫисем хӑйсем патне чӳречерен кӗрекен ҫынна асӑрханӑ пулнӑ, вара васкавлӑн йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ.

Полици отделенийӗнче 19 ҫулхи каччӑ хватере мӗн сӑлтавӗпе кӗни ҫинчен каласа панӑ. Хайхи ҫамрӑка хӗренкеленӗ хыҫҫӑн 2 ҫул хушши курман юратнӑ хӗр аса килнӗ. Мӗнле хватерте пурӑнине каччӑ лайӑхах пӗлмен, ҫавӑнпа та вӑл хӑнана чӳречерен кӗрес тенӗ. Анчах та вӑл чӳречесемпе йӑнӑшнӑ, ҫапла майпа полици аллине лекнӗ те.

Ҫӑмӑл шухӑшлӑ «Ромеона» «саккунла мар майпа хваттере кӗни» статьяпа айӑпланӑ. Ҫитес вӑхӑтра ун ӗҫне тавлашуллӑ вак ыйтусене пӑхакан судьяна куҫарса парӗҫ, вӑл вара ку ӗҫпе йышӑну ҫирӗплетӗ.

 

Хиртине часрах пуҫтарса кӗртме ӑнтӑлни пирки мар-ха сӑмахӑм. Вӑрнар районӗнче пӗрисем янтӑ тырӑллӑ пулас тенӗ. Темиҫен пухӑнса пӗр кооператива урпа вӑрлама пынӑ. Шухӑшлани малтанласа кал-кал пулса пынӑ-ха. ГАЗель машина ҫине 5 тонна ним мар тиенӗ. Кукӑр алӑллӑ пулнине никам та ырламассине пӗлнӗрен хайхисем машина номерӗнчи 21 регион вырӑнне 50-мӗш регион текеннине ҫакса хунӑ.

Анчах уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ тесе ваттисем ытахальтен каламан ҫав. Вӑрнар поселокӗнчи Лермонтов урамӗнче михӗ тиенӗ, 50-мӗш регион тесе кӑтартнӑ ГАЗель ларни пирки ҫынсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Лешсем тӗрӗслеме тесе пырса ҫитнӗ. Сӑмах май, урпа хуҫи те шар курни пирки кӗҫех кирлӗ ҫӗре евитленӗ. Хуҫалӑхра сӑнав камери лартса хунӑ пулнӑ иккен. Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ ГАЗель хуҫин ирӗксӗрех хӑвӑрт кӑна йышӑнма тивнӗ.

 

«М-7» федераци ҫулне юсаса ҫӗнетнӗ чух 43 миллион тенке айккинелле ярӑнтарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен тӗпчевҫӗсем. Ҫакӑнта «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин (юсав ӗҫӗпе шӑпах ҫав предприяти тимленӗ иккен) тӗп директорӗ Александр Волков явӑҫнах тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тата укҫана вӑрлама май панӑ схемӑна должноҫри ытти ҫын та хутшӑнма пултарнӑ-тӑр теҫҫӗ-мӗн.

Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Чӑвашавтодорӑн» гендиректорне икӗ уйӑхлӑха арестленӗ.

Ку пуҫиле ӗҫе кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫарнӑ. Ун чухне 30 миллион айккинелле янӑ пуль тесе шухӑшланӑ. Халӗ, ав, 43 миллион пирки асӑнаҫҫӗ. Правӑна сыхлакан органсенчи ятне асӑнман ҫӑлкуҫ хӑш-пӗр портала пӗлтернӗ тӑрӑх, улталаса вӑрланӑ укҫа хисепӗ тата пысӑкрах пулма пултарать имӗш.

 

Страницӑсем: 1 ... 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, [39]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2026 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере хӑйне евер энергетика пулӗ. Ҫынсем сирӗнпе юнашар пуласшӑн, тимлӗх ӑшӗнче пулма хатӗрленӗр. Лайӑх кӑмӑл-туйӑм шырӑр, ӑна темиҫе хут ӳстерӗр. Тахҫанах проект пуҫарма ӗмӗтленнӗ тӗк — тархасшӑн! Эрне варринче хӑвӑр ҫине ҫӗнӗ тивӗҫсем ан илӗр, сӑмах ан парӑр.

Кӑрлач, 11

1907
119
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ.
1924
102
Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть