Ю. Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшра Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илессишӗн хатӗрленӗ «Пурнӑҫ — кӗнеке...» Айхин Чӑваш Енри кунӗсем» проектне хӑтланӑ.
Айхи кунӗсем ирттернине республикӑн Культура министерстви чӑваш халӑх культурине ытти халӑх культурипе ҫыхӑнтаракан кӗпер вырӑннех хурса хаклать. «Айхи-кӗпер» хӑйнеевӗрлӗхӗ, расналӑхӗ пирки калама кирлех те мар-тӑр. Унӑн сӑввисене венгри, итали, хрантсус, акӑлчан чӗлхисем ҫине куҫарса антологи евӗр кун ҫути кӑтартнӑ. «Ҫыран» тепӗр енӗ — Айхи урӑх ҫӗршыв поэчӗсене чӑвашла куҫарса антологи евӗр пичетлени. Ҫырнисен пуххисен шутӗнче — «Венгри поэчӗсем», «Польша поэчӗсем», «Франци поэчӗсем» антологийӗсем. Кӑҫал Геннадин Айхин «Мир Сильвии» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унта Европӑри тата Раҫҫейри халӑхсен 12 чӗлхи ҫине куҫарнисем кӗнӗ.
Проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май И.Макаревич тата В. Пики фотоӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ, Айхин «Расположение счастья», «Айги-книги», «ŞICHӖ SӐVӐ», «Мир Сильвии» сӑввисен кӗнекине хӑтланӑ, «Чӗрӗ тӗвӗ» поэмине янӑратнӑ, «Манӑн Айхи» ҫавра сӗтел иртнӗ. Ытти мероприятие те тӑршшӗпех асӑнса асӑнса пулать.
Этем кӑна мар, предприяти-учреждени те юбилей паллӑ туни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Йӗпреҫри тӗп район вулавӑшне уҫнӑранпа тӑхӑр теҫетке ҫул ҫитнине уявланӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява районти библиотекарьсем, вулавӑш ӗҫӗнче тӑрӑшнисем, вулавӑшпа туслӑ ҫыхӑну тытакансем, вулакансем пуҫтарӑннӑ.
Библиотекӑн ертӳҫи Надежда Шибалова культура ҫурчӗн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ май вулавӑша аталантарма тӳпе хывнисене аса илсе вӗсене тав тунӑ. Кун-ҫула аса илме ятарласа хатӗрленӗ капӑр слайд та пулӑшнӑ. Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев вулавӑша ача-пӑча кӗнекисене парнеленӗ. 90 ҫул тултарнӑ вулавӑша саламланӑ ытти тӳре-шараран Йӗпреҫ хула администрацийӗн пуҫлӑхне Вячеслав Анисимова палӑртмалла. Кирек епле уяври пекех юрӑ-ташӑпа саламлакансем те пулнӑ.
Сӑнсем (81)
Марина Карягина 3 ҫул каялла тухнӑ хӑйӗн кӗнекине «Ылтӑн панулми» ят панӑ. Нумаях пулмасть ӑна вырӑсла кӑларнӑ. Унта калавсем, юмахсем кӗнӗ.
Хӑтлав ЧР Наци вулавӑшӗнче иртнӗ. 3 ҫул каялла чӑвашла тухнӑ кӗнекепе Шупашкарти 62-мӗш шкулти ачасем паллашма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем хӑйсем те калавсем ҫырма тытӑннӑ.
Марина Карягинӑн калавӗсемпе юмахӗсем ачасене ҫывӑх. Унти сӑнарсем илӗртеҫҫӗ. Автор хӑйне телейлисен йышне кӗртет. Ара, вӑл кун пек майпа хӑйӗн ачалӑхне сыхласа хӑварнӑ-ҫке-ха.
Кӗнеке куҫаруҫисем Ирина Митта тата Зоя Романова оригинал текста сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑ. Елена Енькка ӳнерҫӗ те тӑрӑшса ӗҫленӗ.
Шел те, халӗ ачасем валли чӑвашла кӗнеке ҫыракан сахал. Марина Карягина хӑйӗн калавӗсемпе ӗҫтешӗсене хавхалантарасса шанать. Ҫӗнӗ кӗнекене Марфа Трубина премине тивӗҫ тесе хаклаҫҫӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Валерий Железняковӑн «Паралимпиецсем» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалланӑ.
Экспозицие авторӑн Мускаври «Без барьеров» фотоконкурса хутшӑннӑ сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Валерий Железняков каланӑ тӑрӑх, ӑмӑрту вӑй виҫнипе кӑна мар, спортсменӑн шалти туйӑмӗпе те ҫыхӑннӑ. Спортсмен финиш хыҫҫӑн хӑйӗнпе хӑй кӗрешет тейӗн.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалласа «Мир, доступный для всех» сӑнӳкерчӗксен куравӗ те уҫӑлнӑ. Ку проект ертӳҫи те — Валерий Железняков.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ял вулавӑшне асӑннӑ ялта пурӑнакансем кӗнеке параҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑлшӑн вӗсене вулавӑшра ӗҫлекенсем тав туса ҫитереймеҫҫӗ. Хавасланнӑскерсем ку утӑм пирки «чун ыйтни, парнелекенӗн ырӑ кӑмӑлӗ» тесе хаклаҫҫӗ.
Енӗш Нӑрвашри вулавӑша Порфирьевсем — Тамара Максимовнӑпа Николай Петрович — кӗнеке парнеленӗ. Кӗнекесене вулавӑша ҫитерме Андрей Михайлов ятлӑ ял ҫынни пулӑшнӑ. Мӗн тесен те нумай парнеленӗ-ҫке лешсем — 150 кӗнеке ытла.
ЧР Наци вулавӑшӗнче православи кӗнекин «Радонеж» центрӗ уҫӑлнӑ. Вулакансем халӗ пине яхӑн кӗнекепе, дискпа паллашма пултараҫҫӗ. Фонда пухмашкӑн священниксем тата «Православи пуҫарӑвӗ» конкурс гранчӗ пулӑшнӑ.
Ку раритетсене — ҫырусене — перчетке тӑхӑнса ҫеҫ тытма пулать. Темиҫе ҫӗр ҫул усӑ курнӑ ҫырусене куҫ пек упрамалла вӗт. Наци вулавӑшӗнчен центр валли 200 кӗнеке суйланӑ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулакана православи кӗнекипе ҫывӑхлатасшӑн. Центр хӑйӗн вулаканне тупатех. «Радонеж» валли литература пухмашкӑн чиркӳ ҫыннисем те пулӑшнӑ. Вӗсене центр уҫӑлнӑ уява чӗннӗ.
Максим Курленко иерей фонд майӗпен пысӑкланасса иккӗленмест. Центра Христос ҫуралнӑ храмӑн настоятелӗ Сергий Пушков протоиерей нумай кӗнеке парнеленӗ. Шупашкарти арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн манахӗсем те чылай пулӑшнӑ.
Грант пулӑшнипе вулавӑш 100 пин тенкӗлӗх православи кӗнеки туяннӑ. Православи литературин центрӗн алӑкӗ кашнин валлиех уҫӑ.
Муркашри тӗп вулавӑш Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне «Кухня верховых чувашей» информаци брошюри кӑларнӑ. Унта тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫми-ҫимин рецепчӗсене кӗртнӗ. Кӑларӑма сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Усӑ курнӑ литературӑн списокне те кӗнекене кӗртнине пӗлтереҫҫӗ. Брошюрӑна хатӗрленӗ чух «Моргаушский район. Традиции, обряды, праздники», «Мир чувашской культуры», «Чувашская кухня — Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ» тата «Чувашская кухня» кӗнекесемпе усӑ курнӑ.
Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ пуян та тулӑх. Вӑл хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать. Хамӑр тӑрӑхра пурнӑакансем кӑна мар, республика тулашӗнче те паллӑ апат-ҫимӗҫ шутне какай шӳрпине, шӑрттана, хуплӑва, чӑкӑта, шарккӑва кӗртме юрать.
Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче С.В. Щербаковӑн «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательстви тата наци вулавӑшӗ пӗрле пулса йӗркелерӗҫ. Мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата тӑван халӑхӑмӑр пуянлӑхне куҫ шӑрҫине упранӑ евӗр упрасшӑн ҫунакан хастарсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Республикӑн хальхи вӑхӑтри символӗсем юлашки икӗ вунӑ теҫетке ҫулта Чӑваш Енӗн пуянлӑхӗ пулса тӑма ӗлкӗрчӗҫ. Шӑпах ҫавсене халалласа кӑларнӑ та кӗнекене. Хӑтлава хутшӑннӑ гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Юрий Исаев кӑларӑмӑн авторне тӑрӑшулӑхшӑн тав тунӑ май ку ӗҫе малашне сарса-анлӑлатса пырассине палӑртса хӑварчӗ. Щербаков ырӑ ӗҫ тунине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров та каларӗ. Ӗҫе вӑл тӗплӗ тесе пахаларӗ.
Хӑтлава хутшӑннӑ ытти ҫын та кӗнеке авторӗн пуҫарӑвне пысӑка хурса хакларӗ.
Пермьри А.М. Горький ячӗллӗ патшалӑхӑн универсаллӑ вулавӑшӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ене опыт пухма килнӗ. Профессилле тур ят панӑ ҫулҫӳреве тухнисем Чӑваш Енри вулавӑшсемпе паллашас тӗллев лартнӑ. Республикӑн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ютран килнисене пирӗн патри ҫӗнӗлле ӗҫлени илӗртет.
Пермьри вулавӑш ӗҫченӗсем «Регионӑн культура анлӑшӗнче вулавӑшӑн хальхи вӑхӑтри аталанӑвӗн стратегийӗ» пултарулӑх лабораторийӗпе паллашнӑ, республикӑн ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшне ҫитнӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри вулавӑшра «Вырӑнти ҫынсен пурнӑҫӗнче вулавӑш вырӑн йышӑнни» мероприятие хутшӑннӑ.
Ӗҫ опычӗпе паллашнипе пӗрлех хӑнасем Шупашкар тӑрӑх курса ҫӳренӗ. Каҫхине вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Нарспи» спектакле кайса курнӑ.
Юпан 21-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче Тутар Республикинчи ЧНКА ҫумӗнчи Чӑваш писательсен пӗрлӗхӗн председателӗ Николай Сорокинӑн виҫӗ томлӑ «Вечная Волга» романӗн хӑтлавӗ пулать. Сумлӑ мероприяти умӗн «Сувар» вулаканӗсене автор хӑйӗнпе те, романпа та ҫывӑхрах паллаштарасшӑн.
Николай Сорокин Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хусанта 8 ҫул «Советская Татария» хаҫатра ӗҫленӗ, унтан 37 ҫул ытла ИТАР-ТАСС-ра, халичченех ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хусанти радиора «Атте-анне сассисем» ятлӑ чӑваш кӑларӑмӗсене пуҫарса янӑ, унтан «Сувар» хаҫата, «Шурӑмпуҫ» журнала уҫса 6 ҫул тӗп редактор пулса ӗҫленӗ. Хусан историйӗнче пирвайхи хут чӑваш чиркӗвне Параскева Пятница ятлине уҫнӑ.
Ҫав хушӑрах, укҫа ҫитменнипе-тӗр, кӗнекесем ҫырма тытӑннӑ. Малтан очерк пуххисем — «Рабочие династии», «Нижнекамский репортаж», «Над шишкинским бором рассвет» — тухнӑ, унтан повеҫсем: «Колесо жизни», «Купец с КАМАЗа», «Купцы новой России». Пӗлтӗр ӑна тата Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫине суйланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |