Тӑвайри таврапӗлӳ музейӗ тӗп вулавӑшпа пӗрле «Кружевница» клубӑн пирвайхи занятине ирттернӗ. Унта Тӑвайри алӗҫ тӑвакан 10 хӗрарӑм пухӑннӑ. Вӗсем хӑйсен алӗҫӗсене те илсе килнӗ: минтерсем, салфеткӑсем, тапочкӑсем, шарфсем…
Пӗрремӗш занятире клуб ертӳҫисене суйланӑ, ӗҫлемелли плана палӑртнӑ. Кӑҫал Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пӗрремӗш занятие поэтӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине халаллама шутланӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗ Наталья Уськина «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне, Н.Руссковӑн К.Иванов ҫулталӑкне халалланӑ сӑввине вуланӑ. Вулавӑш пайӗн заведующийӗ Людмила Данилова хӗрарӑмсене чӑваш поэзийӗн классикӗн биографийӗпе паллаштарнӑ.
Ҫавӑн пекех алӗҫ ӑстисем ҫӗнӗ журналсемпе паллашнӑ, вулавӑша ҫырӑннӑ. Тепӗр занятире те вӗсем «Нарспи» поэмӑна вуланӑ.
Культурӑра, литературӑра тата ӳнерте ӗҫлекенсен пӗр ушкӑнӗ ҫынсем сахал вуланишӗн пӑшӑрханнине пӗлтерсе ҫыру-чӗнӳ хатӗрленӗ. Хута вӗсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ-ха.
Ҫыру авторӗсем вулас туртӑм чакса пынишӗн хумханаҫҫӗ. Литература вара халӑхӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхӗн никӗсӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Ача-пӑча вулавӑшӗсен кивелсе пыракан фончӗсенче ҫамрӑк ӑру хӑйне кирлӗ ыйту хуравне тупмалли кӗнекесем сахал тесе шухӑшлаҫҫӗ ҫыру авторӗсем. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, ҫамрӑк ӑрӑва кӗнекепе кӑсӑкланатарс тесе темиҫе ҫул каялла республикӑн Министрсен Кабинечӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен конкурсне йӗркеленине те аса илнӗ. Унтан тӗрлӗ хӑтлав ирттернине асӑннӑ. «Ҫапах та пирӗн кӗнекесем вулакансем патне ҫитмеҫҫӗ. Шкулти тата муниципалитет вулавӑшӗсенче ача-пӑча кӗнеки сахал, уйрӑмах — чӑвашлисем», — тенӗ ҫырура.
Чӗнӳ авторӗсӗем ача-пӑча тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ытти кӗнекене, Чӑваш кӗнеке издательствин кӑларӑмӗсене туянса шкул тата муниципалитет вулавӑшӗсене, ача ҫурчӗсене парнелеме чӗнсе каланӑ.
Ку чӗнӗве вӗсем муниципалитет пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисен, предприятисемпе организацисен пуҫлӑхӗсен, тӗрлӗ шайри депутатсен, усламҫӑсен ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ кӗҫех ҫывхарӗ. Республика паллӑ ҫак пулӑм 70 ҫул тултарнине анлӑ уявлама шутлать. Ҫавна май чылай ялта, вулавӑшсенче акцисемпе мероприятисем иртеҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗрен. Кашни хӑйне евӗр кӑсӑклӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрвар ялӗнчи вулавӑшра ав акци пуҫарнӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗп уявӗсенчен пӗрине паллӑ тума хатӗрленнӗ май ҫынсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине сӑнлакан хайлавсене вулама сӗнеҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине нумай ҫыравҫӑ хӑйӗн хайлавӗсенче ҫутатнӑ. Чӑваш писателӗсемшӗн те ҫак тема ҫывӑх пулнӑ.
Йӗкӗрварта «Вӑрҫа пирки кӗнеке вула» акцие ҫынсем хутшӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Малтанах Николай Чебоксаров, Йӗкӗрвар шкулӗн вӗрентекенӗ Николай Васильев, Галина Емельянова вӑрҫӑ ҫулӗсене сӑнлакан кӗнеке алла тытнӑ. Вӗсем В.Некрасовӑн «В окопах Сталинграда», В.Быковӑн «Обелиск», А.Бекӑн «Волокаламское шоссе», Б.Васильевӑн «Завтра была война» тата «В списках не значился», Л.Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑра» хайлавӗсене вуланӑ.
Вулавӑш ыттисене те акцие хутшӑнма чӗнет.
Юлашки вунӑ ҫулта халӑх хӑйӗн историйӗпе культурӑпа, тӑван кӗтеспе, хӑйсен ентешӗсемпе, паллӑ ҫынсемпе кӑсӑкланма пуҫларӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ Муркаш район администрацийӗнче. «Чӑваш Енӗн кашни районӗн культури пуяннине палӑртнӑ май хӑйсен, Муркаш районӗн те, ҫавӑн пекех», — хыпарланӑ унта.
Муркаш районӗн кунӗ тӗлне, сӑмах май, вӑл паян 71 ҫул тултарать, районти тӗп вулавӑш «Муркаш районӗнче ҫуралнӑ ӑсчахсем» брошюра хатӗрленӗ. Унта тӑван республикӑн, районӑн, тӑван ялӑн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисен ячӗсем кӗнӗ. Кӑларӑмра усӑ курнӑ литература списокне те вырнаҫтарнӑ.
Брошюрӑна хатӗрленӗ чух «Ученые-уроженцы Моргаушского района», «Краткая энциклопедия Моргаушского района» кӑларӑмсемпе усӑ курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Нарспи» поэмӑна хулипех вуласшӑн. «Хула «Нарспи» вулать» — ҫапла ятлӑ Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ онлайн марафон. Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш паллӑ икӗ пулӑма пӗрлештерме сӗнет.
Марафона хутшӑнас тесен поэмӑри сыпӑка вуланине видео ӳкермелле. Унта туйӑма, сӑнарсен туйӑмне палӑртмалла. Ӑна вулакан хӑйӗн тӗлӗнмелле пултарулӑхне кӑтартма пултарать.
Поэма сыпӑкне шкулта, вулавӑшра, килте, урамра вулама юрать. Анчах 2-5 минутран ытлашши мар. «Нарспи» поэмӑна тӗнчери, Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх чӗлхине куҫарнӑ. Ҫавӑнпа ӑна чӑвашла та, вырӑсла та, ытти чӗлхепе те вулама юрать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш поэма тексчӗпе хаваспах тивӗҫтерме хатӗр. Ӳкернӗ сюжета marafon-narspi@mail.ru адреспа ярса памалла. Пӗтӗм файла вулавӑшӑн «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи страницине кӑларса хурӗҫ. Видеосене пушӑн 9-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вулавӑшра «Нарспи» поэмӑн пысӑк вулавӗ пулать, унта видеосюжетсене хӑтлӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ЧР Наци вулавӑшӗнче нарӑс уйӑхӗнче Айхи кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Айхие халалланӑ чылай мероприяти иртет. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Владимир Пикин, Игорь Макаревичӑн, Владимир Коноваловӑн сӑнӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлӗ. Унӑн анонсӗ пӗлтӗр юпа уйӑхӗнчех иртнӗ. Халӗ вара ҫынсем икӗ эрнере ӳнерҫӗсен архивӗнчи сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма, Айхи ҫине пултарулӑх ҫыннисен куҫӗпе пӑхма пултараҫҫӗ.
Ҫав кунах «Айхин пултарулӑх еткерӗ» кӗнекесен куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл Айхи поэзийӗпе кӑна мар, Айхи-библиографпа та, редакторпа та, куҫаруҫӑпа та паллаштарӗ.
Куравсем ӗҫленӗ вӑхӑтра студентсемпе, шкул ачисемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, Айхи залӗнче экскурси пулӗ, «Айгиана» пухмачпа паллаштарӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксен куравӗ нарӑсӑн 21-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӑна хупнӑ кун Айхин тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем пухӑнӗҫ. Айхин тӑлӑх арӑмӗ Галина Куборская-Айхи те килме палӑртнӑ.
Кӗнеке куравӗ вара нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Кӗҫех Совет Союзӗ фашистла Германие парӑнтарнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ҫавна май республикӑри район-хуласем ӑна паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ, паттӑр ентешӗсене сума суса тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑшсенче акӑ «Фильмсем пулса тӑнӑ кӗнекесем» видео-марафон иртет. Марафон районти тӗп вулавӑшра «Чӑн-чӑн пулни ҫинчен хывнӑ повеҫ» видео сехечӗпе пуҫланнӑ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне, летчика Алексей Петрович Маресьева халалланӑ.
«Чӑн-чӑн ҫинчен хывнӑ повеҫ» фильма чӑн пулнӑ фактсемпе усӑ курса ӳкернӗ. Унта Алексей Маресьев летчик истребителӗн кун-ҫулне ҫутатнӑ. Оккупаци территоринче виҫӗ хут ҫапса антарнӑ ӑна, вӑл юр хӳсе лартнӑ вӑрмансемпе виҫӗ эрне ҫӳренӗ, унтан тин партизансем патне тухнӑ. Икӗ урине ҫухатсан та Маресьев паттӑрлӑх кӑтартма пӑрахман. Вӑл каллех самолет штурвалӗ умне ларнӑ, тӑшмана аркатнӑ.
Йӗпреҫсем Маресьева хӑйсен ентешӗ вырӑннӗ йышӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл аманнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районӗнче вӗҫме вӗреннӗ.
Фильм курнӑ хыҫҫӑн пухӑннисем унӑн паттӑрлӑхӗ пирки чылайччен калаҫнӑ. Мероприятире «Маресьев — легендӑна кӗрсе юлнӑ ҫын» курав йӗркеленӗ.
Муркашсем Муркаш районне пулса кайнипе ҫыхӑнна уява палӑ тӑваҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑнпа ҫыхӑнтарса районти тӗп вулавӑшра нарӑс уйӑхӗн 9-28-мӗшӗсенче «Ӑнӑҫлӑ муркашсем вулама юратаҫҫӗ!» акци ирттереҫҫӗ.
Мероприятие кӗнеке сумне ӳстерес, ҫамрӑксене унпа ҫывӑхлатас, вырӑнти хӑйтытӑмлӑха тата обществӑна ҫамрӑксем кӗнеке вуламаннипе ҫыхӑннӑ ыйту ҫивӗч пулнине ӗнентерме йӗркелеҫҫӗ.
Акци вӑхӑтӗнче Муркаш районӗнчи вулавӑшсенче ӗҫлекенсем вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ертӳлӗхне, предприяти ертӳҫисене, пултарулӑх интеллигенцине анкетӑсем сӗнӗҫ. Ҫапла майпа сумлӑ муркашсем хӑйсем мӗнле кӗнеке вуланине палӑртма, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерме пултараҫҫӗ. Вӗсем кашни ҫамрӑкӑн хӑш кӗнекене тишкермеллине те калӗҫ.
Районти сумлӑ ҫынсем хӑш кӗнекене вулама сӗннине Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тата администраци сайчӗсенче вырнаҫтарӗҫ.
Чи лайӑх вулакансем тесе вара Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗ тивӗҫлӗ канурисем пирки пӗлтерет. «Вулани — ҫынпа кӗнеке хушшинчи калаҫу, вӑл ӑс-тӑна тата чӗрене ӗҫлеттерни», — тесе хакланӑ май вулани асран тухми кӑмӑл-туйӑмпа пӗлӳ хӑварнине палӑртнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнчисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем вулавӑша кӗнеке тата информации патне пыраҫҫӗ пулсан, аслӑраххисен тӗллевӗ раснарах. Вӗсем унта пӗр-пӗринпе сӑмахласа та йӑпанасшӑн.
Хӑвӑлҫырмари чи лайӑх вулакансем тесе вара библиотекарьсем Михаил Пирогова, Николай Осипова, Вячеслав Сазонова, Станислав Чернова, Исония Волкована, Алевтина Воробьевана, Зоя Чугунована палӑртаҫҫӗ. Вӗсем пурте — пенсионерсем. Вӗсем пурте кӗнеке шӗкӗлчеме юратаҫҫӗ.
Пурте пӗрле вулавӑша пуҫтарӑннӑ май ватӑсемпе Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни пирки те калаҫнӑ-мӗн. Хӑнасем хӑйсен пӗлни-илтни пирки каласа кӑтартнӑ, хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илнӗ, вӑрҫӑ ҫинчен вуланӑ кӗнекесене сӳтсе явнӑ. Вулав залӗнче библиотекарьсем, сӑмах май, «Эпир астӑватпӑр, эпир мӑнаҫланатпӑр» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Элӗк районӗнчи тӗп вулавӑш Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Чӑваш кӗнеки — вулавӑшсене» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ҫапла майпа вулавӑш фондне ҫӗнӗ кӗнекесемпе пуянлатасшӑн. Йӗркелӳҫӗсем кун пек майпа халӑха кӗнеке вуламашкӑн та явӑҫтарасшӑн.
Чылай вулавӑшра ҫӗнӗ кӗнекесем сахал. Ку — ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Вулакансем парнеленӗ кӗнекесем вара фонда пуянлатма пулӑшаҫҫӗ. Паллӑ ӗнтӗ: нумайӑшӗн килте вуласа тухнӑ кӗнекесем ҫӳлӗк ҫинче тусан пухса выртаҫҫӗ. Элӗк районӗн тӗп вулавӑшӗ вӗсене ахаль вырттарма сӗнмест. Вулавӑшра ӑна алла тытакансем тупӑнаҫҫех.
Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. Вулавӑшшӑн энциклопедисем, иллюстрациллӗ кӑларӑмсем, литература, Чӑваш Ен пирки тухнӑ кӑларӑмсем, литература, ӳнер, культура пирки тухнӑ кӗнекесем, аудиокӗнекесем капашсӑр пысӑк парне пулӗҫ.
Акци пуҫланнӑ пуҫланман вулавӑша ҫынсем кӗнекесем йӑтса килме тытӑннӑ. Геннадий Михайлов полковник «Дарья. Биографи» журнала ҫырӑнмашкӑн абонемент, «Москва. Вехи истории», «Город, дружбой возведенный. Новочебоксарск», Н.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |