Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулчӗ. Ҫул вӗҫленсе пырать. Ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑра «Кино кунӗ» акци иртет. Ҫавна май кашни районтах кино кӑтартӗҫ. Ҫав кун 170 ытла лапам ӗҫлӗ. Культура ҫуртӗнче, вулавӑшсенче, музейсенче, кинотеатрсенче фильмсем кӑтартӗҫ.
Лапама килсе «Вовочка», «Девчата», «Охрана» фильмсене курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех концертсем, куравсем, конкурссем, викторинӑсем пулӗҫ. Шупашкарта вара акци тӑватӑ лапамра иртӗ: «Волжский», «Синема 5», «Три пингвина» кинотеатрсенче тата ЧР электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче.
Ӗнер Раҫҫей Конституцийӗн кунӗ пулнӑ май Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра пӑхӑнакан учрежденисенче ҫӗршывӑн тӗп саккунӗ пирки калаҫнӑ. Ваттисен ҫурчӗсенче хӳтлӗх тупнӑ кинеми-мучисене специалистсем Раҫсей Конституцине 1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче йышӑннине аса илтернӗ. Унтанпа, паллах, улшӑну кӗртмен мар. Апла пулин те ҫӗршывӑн тӗп саккунӗ Раҫҫейӗпех сарӑлнӑ. Кун пирки Хыркассинчи кинеми-мучисене ваттисен ҫурчӗн ертӳҫи Валентина Сидорова ӑнлантарнӑ.
Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансемпе те Конституци пирки калаҫнӑ. Унта «Закон, по которому мы живем» (чӑв. Унпа эпир пурӑнакан саккун) ятпа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ҫуртӑн ертӳҫи Лариса Афанасьева Конституцинчи пайсемпе тата статьясемпе паллаштарнӑ. Аслисемпе вӑл викторина та ирттернӗ. Чи хастар хуравлакансене Раҫҫейӗн Конституцине парнеленӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн «Оптимист» клубне ҫӳрекенсене районти тӗп вулавӑша илсе кайнӑ. Библиотекарьсем ватӑсене ҫӗршывӑн тӗп саккунӗпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекенсем Питӗрти Вырӑс наци вулавӑшӗн опычӗпе паллашнӑ. Опычӗпе кӑна та мар, вӗсем унта Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ
«Методическая служба центральной библиотеки субъекта Российской Федерации в современных условиях» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн субъектӗнчи тӗп вулавӑшсен методика тытӑмӗ) ятпа иртнӗ стажировкӑра пулнӑ. Унта пул-пулми пуре те йышӑнман. Вулавӑш ӗҫченӗсен малтан «Библиотечная аналитика–2016» (чӑв. Вулавӑш тишкерӗвӗ–2016) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хушӑнса ҫӗнме тивнӗ.
Пирӗн республикӑн Наци вулавӑшӗ конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Стажировкӑна вулавӑшӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата методика ӗҫӗн тӗп библиотекарӗ Светлана Акулина хутшӑннӑ, тӗрлӗ мероприятие хутшӑннӑ, ҫӗннине ӑша хывса таврӑннӑ.
Ӗнер, раштавӑн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тата Тутар Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Николай Сорокинӑн «Аттеҫӗм Атӑл» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Унта И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмӗнче 1 курсра вӗренекен студентсем хутшӑннӑ.
Педуниверситетра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӗнеке авторӗн хӑтлавне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай ертсе пынӑ, «ҫӗнӗ кӗнеке те ача пек ҫуралса халӑх хушшине саланни» ҫинчен каланипе пуҫланӑ вӑл хӑй сӑмахне. «Аттеҫӗм Атӑл» кӗнеке кун ҫути курни пысӑк кӗтрет тесе хакланӑ республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов.
«Аттеҫӗм Атӑл» кӗнеке пуҫласа «Вечная Волга» ятпа кун ҫути курнӑ. Романа вуласа тухса хавхаланнӑ чӑваш халӑх культура ӗҫченӗсем кӑшт каярах кӗнекене чӑвашла куҫарса кӑларас шут тытнӑ. Ҫапла вара Римма Прокопьева журналист, писатель, чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементерпе Валери Туркай тӑрӑшнипе кӗнеке чӑвашла икӗ томпа виҫӗ кӗнекеллӗ пичетленсе тухнӑ.
Элӗкри тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене халалласа чӳкӗн 3-мӗшӗнче «Тӗлӗнмелле апат-ҫимӗҫ — пахча ҫимӗҫ тата улма-ҫырла» курав йӗркеленӗ. Унта ЧР Наци вулавӑшӗн ял хуҫалӑх литературин пайӗн фондӗнчен илнӗ ҫӗнӗ литературӑпа та паллашнӑ.
Мероприятие пухӑннисем сиплӗ ӳсен-тӑран пирки пӗлнӗ. «Сиплӗ курӑка шӑршипе пӗл» викторинӑна пурте хастар хутшӑннӑ.
Куравра халӑх медицинин рецепчӗсемпе паллашма май пулнӑ. Вӗсем – пахча ҫимӗҫрен, ӳсен-тӑранран хатӗрленисем. Пахчаҫӑсем валли тӗрлӗ чир-чӗртен хӑтӑлмалли рецептсем ҫырнӑ буклетсем хатӗрленӗ.
Чӑваш Party е Самарти чӑвашсем клуб пурнӑҫӗ ҫӗнӗ трендне пуҫарать тесе пӗлтернӗ «Аван | Самар калаҫу клубӗ» «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Нумаях пулмасть унта пуҫласа чӑвашсен ташӑ каҫӗ иртнӗ. Уява вӑл тӑрӑхри 120 ҫын пырса савӑннӑ.
Культура мероприятине Александр Моисеев чӑваш пуҫарнӑ. Савӑнӑҫлӑ уявсене Александр унччен те йӗркеленӗ, анчах чӑвашсене пӗр ҫӗре пуҫтарса капла каҫра пӗрремӗш хут савӑнтарма пултарнӑ. Пуҫаруллӑ ҫамрӑка Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аван» пӗрлешӗвӗ пулӑшнӑ.
«Аван» клуб юпа уйӑхӗн 23-мӗшенче чӑваш тӗррипе мастер-класс йӗркеленине, тӗрӗ ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли тӳлевсӗр занятие Галина Цыганкова ертсе пынине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Лайӑх хыпар: Шупашкарти пӗрлештернӗ вулавӑшсен директорӗ Евгений Бондарев Пӗтӗ Раҫҫейри «Ҫулталӑк библиотекарӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн 48 регионти 132 ҫын кӗрешнӗ.
Евгений Викторовича дипломпа тата укҫа илмелли сертификатпа чысланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫейри вулавӑш ассоциацийӗ кӑҫал тата ҫитес ҫул йӗркелекен мероприятисене тӳлевсӗр кайса курӗ.
Пултаруллӑ библиотекаре Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Клементьева тав тунӑ.
Сӑмах май, чи малтан жюри пайташӗсем конкурсҫӑсем «Пуласлӑх вулавӑшӗ» темӑпа ҫырнӑ эссене тӗрӗсленӗ. Унтан тӗнче тетелӗнче сасӑлав иртнӗ. Кайран финала тухнӑ 20 ҫынран 10-шне суйланӑ, вӗсем Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалласа проект хатӗрленӗ.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑри Наци вулавӑшӗнче «Актуальность перевода на национальные языки и с национальных языков в российском и европейском контексте» (чӑв. Наци чӗлхисене куҫарнин тата наци чӗлхисенчен куҫарни Раҫҫей тата Европа контекстӗнче) ҫавра сӗтел ӗҫлемелле. Унта Раҫҫейри тата Европӑри литературоведсем, ҫыравҫӑсем, тӑлмачсем хутшӑнмалла.
Вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсене тӗнчери тӗрлӗ халӑх чӗлхи ҫине куҫарнине аса илтерет. Чӑн та, Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине, сӑмахран, 20 чӗлхе ҫине куҫарнӑ, Ҫеҫпӗл Мишшин «Ҫӗн кун акине» — 55 чӗлхе ҫине.
Тепӗр халӑхӑн культурине, шухӑшлавне, хӑйне евӗрлӗхне куҫару урлӑ туйса илме пултарать. Тӑлмачсен йывӑрлӑхӗсем тата ытти ҫивӗч ыйту пирки ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сӳтсе явӗҫ. Мероприяти 14 сехет те 30 минутра 201-мӗш пӳлӗмре пуҫланӗ.
Самара хулинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аван» клубӗ чӑваш тӗррипе мастер-класс йӗркеленӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрӗ ӑсталӑхӗнчи вӑрттӑнлӑхпа паллашас шухӑшлисем паян 11 сехетре унти Чернореченский урамри 21-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ вулавӑша пухӑннӑ.
Тӗрӗ ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли заняти тӳлевсӗр иртнӗ. Мастер-класа Галина Цыганкова ертсе пынӑ. Галина Вениаминовна чӑвашсен тӗрри пирки каласа кӑтартнипе пӗрлех Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан ытти халӑхӑн ҫак ӑсталӑхӗ пирӗннисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Орнаментсемпе паллаштарнӑ, тӗрӗ техники пирки ӑнлантарса панӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чувашская книга» (чӑв. Чӑваш кӗнеки) центрӗ «Волшебная вышивка» (чӑв. Асамлӑ тӗрӗ) кружока йыхравланине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чувашская книга» (чӑв. Чӑваш кӗнеки) центрӗ «Волшебная вышивка» (чӑв. Асамлӑ тӗрӗ) кружока йыхравлать.
Вулавӑшри кружок виҫӗ ҫул ӗҫлет. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх академикӗ, Раҫҫей халӑх ӑсти Евгения Жачева педагог чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ май ҫак ӑсталӑха алла илме те хӑнӑхтарать.
Асаннесемпе кукамайсен пултарулӑхне манӑҫа кӑларас мар, кашни тӗрӗ мӗн пирки ӑнлантарнине ӑша хывас текенсене вулавӑш ӗҫченӗсем «Асамлӑ тӗрӗ» кружока каллех йыхравлаҫҫӗ. Занятисем ҫитес уйӑхра, чӳкӗн 12-мӗшӗнче, пуҫӑнмалла. Унта шӑматкунсерен 10 сехет тӗлне чӗнеҫҫӗ.
Наци вулавӑшӗнчи ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 23-02-17 (хушма номер 144).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |