
Шупашкарта пурӑнакан Ивенира Сапожникова ӗнер 80 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн ӗҫченӗсем: Александра Смирнова тата Наталия Митрофанова — саламланӑ.
Ивенира Николаевна 1946 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Кӑташ ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗр вӑхӑт шкулта пионервожатӑй пулса тӑрӑшнӑ, унтан Шупашкара куҫса килнӗ. Пир-авӑр комбинатне вӑхӑтлӑха тесе вырнаҫнӑ та унта 35 ҫул ӗҫленӗ.
Вӑл мӑшӑрӗпе икӗ ывӑл пӑхса ӳстернӗ. Паян кинемейӗн мӑнуксемпе вӗсен ачи таранах пур. Ҫамрӑксем ватта ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе социаллӑ ӗҫчен те тытнӑ. Наталия Митрофановӑна ватӑ ҫын хӑйӗн хӗрӗ вырӑннех хурать. Центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, Наталия Станиславовна та ватта чунтан хисеплет.

Паян Агриппина Янович вӑрҫӑ ветеранӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 100 ҫулта пулнӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ ун патӗнче ӗҫпе темиҫе те пулнӑччӗ. Иртнӗ кунҫулне туллин те кӑсӑклӑн аса илсе каланипе вӑл асра юлнӑ. Пӗр икӗ-виҫӗ ҫул каялла та ветеран дачӑра ӗҫленӗ, хулари хӑй пурӑнакан нумай хваттерлӗ ҫурт умне чечек лартса пӑхса тӑнӑ.
Агриппина Ивановнӑпа кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче сывпуллашӗҫ.

Паян Клара Чекушкина юрӑҫ 85 ҫул тултарнӑ.
Клара Ивановна Патӑрьел районӗнчи Хирти Шӑхаль ялӗнче 1941 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти тата Чулхулари (ун чухне Горький ятлӑ пулнӑ) пединститутсенче вӗреннӗ.
Вӑл Чӑвашоблсовпрофра аслӑ методист та, агрегат завочӗн клубӗнче методист та пулса ӗҫленӗ. Анчах халӑх ӑна юрӑҫ пулнӑран пӗлет. Концертсемпе вӑл ют ҫӗршывсенчи (Чехословаки, Венгри, Финлянди, Япони тата ытти те) сцена ҫине те тухнӑ. Мускаври, Ирландири пӗтӗм тӗнчери фестивальсенче лауреат пулса тӑнӑ.
Клара Чекушкина — Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Юбиляра Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн сайтӗнче ӑшшӑн саламласа ҫырнӑ. Юлашки ҫулсенче Клара Чекушкинӑна асӑннӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ киле пырса пӑхса пулӑшать.

Шупашкарта пурӑнакакн Таисия Ярцевӑна паян Хӗл Мучипе Юрпике саламланӑ.
Таисия Павловна раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 102 ҫул тултарнӑ. Ун чухне вӑл хӑйне кӑштах начар туйнӑран хӑнасене йышӑнма килӗшмен. Паян вара ун патне Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплексӗн уйрӑмӗсен заведующийӗсем Марина Петровӑпа Надежда Шикарева саламлама кайнӑ. Вӗсем Хӗл Мучипе Юрпике евӗр тумланнӑ. Ватӑ ҫынна черетлӗ ҫуралнӑ кунпа саламласа ырлӑхпа сывлӑх суннӑ.

Шупашкар хулинчи ватӑсем ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Кун пек заняти хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта иртет.
Учрежденин «Манӑн социаллӑ центрӗ» клубне ҫӳрекенсем валли «Рисование с нуля» (чӑв. Ӳкерме вӗренетпӗр) ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлеме тытӑннӑ. Занятие Елена Шапошникова педагог тата хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен художник, ӳкерекенсен онлайн-шкулӗн преподавателӗ ертсе пырать. Ӑсталӑх лаҫҫи эрнере пӗрре, кӗҫнерникунсерен, ӗҫлӗ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем Моисей Спиридоновӑн хваттер-музейӗнче пулса курнӑ.
Чӑваш халӑх художникӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ тата музейра упранакан пуян материалсем ҫинчен Мария Готлиб питех те кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ. Музей-хваттертен хавхаланса таврӑннӑ кинемейсем тепӗр кун та художник пултарулӑхне сӳтсе явнӑ, ыттисене ун ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Чӑваш Енри крадиологсем EKOS текен ҫӗнӗ меслетпе пуҫласа операци тунӑ.
Операци сӗтелӗ ҫине выртнӑ хӗрарӑм Шупашкартан. 79 ҫулти Галина чӗрепе юн тымарӗсен чирне пула сывлама йывӑррипе нушаланнӑ. Ӑна пӗрре сывлӑш ҫавӑрса илме тем тӑнӑ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем ватӑ ҫыннӑн юн ҫывӑрса ларнине ультросасӑпа катетер лартса уҫса янӑ. Ку операцие вӗсем Чӑваш Енре унччен усӑ курман ҫӗнӗ технологие тӗпе хурса пурнӑҫланӑ.
«Пурӑнма, сывлама май пурри чӑн телей», — чунтан тав тунӑ тухтӑрсене кинемей.

Канашра Тутарстанри пенсионера суд тӑвӗҫ. Ҫав ҫын пуйӑсра тепӗр ҫыннӑн телефонне вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пулса иртнӗ. «Мускав – Екатеринбург» пуйӑсра Екатеринбургра пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн телефонӗ ҫухалнӑ. Вӑл ӑна сӗтел ҫине хунӑ, ҫиелтен хутаҫпа витнӗ. Ҫывӑрса вӑраннӑ хыҫҫӑн телефон ҫуккине асӑрхасан тепӗр номерпе хӑйӗн телефонӗ ҫине шӑнкӑравланӑ, анчах телефона сӳнтерсе хума ӗлкӗрнӗ пулнӑ.
Телефона Тутарстанра пурӑнакан 65 ҫулти арҫын вӑрланӑ иккен.

Нумаях пулмасть Шупашкарта пурӑнакан Зинаида Котова 85 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтеркен комплекслӑ центрӑн пай пуҫлӑхӗ Александра Смиирнова саламланӑ.
«Ватӑ ҫынна паян пирӗн центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Анчах вӑл ачи-пӑчин пархатарне те курать. Зинаида Макаровнӑпа юнашар — унӑн ачисем, мӑнукӗсемпе мӑнукӗсен ачисем. Ватта хисепленӗренех ӗнтӗ вӗсем социаллӑ ӗҫчен пулӑшӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ, юратнӑ ҫыннин пурнӑҫне ҫӑмӑллатма тӑрӑшаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ Александра Львовна социаллӗ центрӑн пресс-службине.
Зинаида Макаровна Дон ҫинчи Ростовра ҫуралнӑ, Шупашкара мӑшӑрӗпе 1977 ҫулта куҫса килнӗ.

Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнченпе пирӗн ҫӗршывра пенсионерсене электрон удостоверенисем пама тытӑннӑ. Документа «Госуслуги» порталта ҫынсем хӑйсен пӳлӗмӗнче тупма пултараҫҫӗ. Пластик документ кирлех пулсан ӑна МФЦра е Социаллӑ фонд уйрӑмӗнче ыйтса ҫырма пулать.
Цифра удостоверенийӗ илме вара пенсионерсен нимле заявлени те ҫырмалла мар. Электрон документӑн QR-кочӗ патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче, пенси тӳлеме тытӑннӑ хыҫҫӑн 10 кунта, хатӗр пулӗ.
