Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан Мария Пигенешева паян 90 ҫул тултарнӑ.
Мария Борисовна Муркаш районӗнчи Мӑн Шашкар ялӗнче 1936 ҫулти ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ вӑл вӑхӑтри нумай танташӗнни пекех йывӑр килнӗ.
Паян кинемее Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен кмоплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Надежда Фёдорова (сӑнӳкерчӗкре сулахайри) пӑхса пулӑшать. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать, анчах хӗрарӑм хӑй те чирлет, ҫавӑнпа вӑл амӑшӗ валли социаллӑ ӗҫчен тытнӑ.
Мария Борисовна 18 ҫулта качча тухнӑ, ултӑ ача ҫуратнӑ, анчах виҫҫӗшӗ вилнӗ. 1959 ҫулта ҫемье Шупашкара куҫса килнӗ, пӳрт лартнӑ. Хӑй вӑл Шупашкарти заводсенчен пӗринче 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан арҫынсен мӑнастирӗнче кухньӑра 8 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ.
