
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакансен ҫӳҫне кастарма яланах специалистсене чӗнеҫҫӗ. Социаллӑ центр «Аспект» вӗренӳпе меслетлӗх центрӗпе туслӑ ҫыхӑну тытнӑ май унта парикмахера вӗренекенсене йыхравлать.
Социаллӑ центр ӗҫченӗ Олеся Рубцова пӗлтернӗ тӑрӑх, стажерсем ватӑсене каять тесе ӗҫлемеҫҫӗ, чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне производство вӗрентӗвӗн ӑсти Анастасия Якимчева та тӗрӗслесе тӑрать.
«Эпӗ ҫӳҫе карелле кастарма хӑнӑхнӑ. Паян та ҫавӑн пекех касса ячӗҫ. Парикмахерские ҫитсе килме йывӑр. Питӗ пысӑк тав», - тенӗ социаллӑ учрежденире пурӑнакан 88 ҫулти Галина Демьянова.

Шупашкарта пурӑнакан Фроловсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнине уявланӑ. Мероприяти хулари Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗнче иртнӗ.
Екатерины Сильвестровна тата Николай Николаевич тахҫанах тивӗҫлӗ канура пулин те лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ. Кил хуҫи «Нарспи» тата «Калинушка» ансамбльсенче юрлать, Екатерина Сильвестровна ал ӗҫӗпе аппаланать. Вал хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрет, унта ал ӗҫӗпе аппаланать, физкультура занятийӗсене хутшӑнать.
Телейлӗ мӑшӑра саламлама хӑйсем унччен ӗҫленӗ Трактор заводӗнчен, хулари Клуб тытӑмӗнчен, Комплекслӑ центртан пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне тӑванӗсемпе тусӗсем пуҫтарӑннӑ.

Шупашкарти таксист кинемее ултавҫӑсенчен ҫӑлса хӑварнӑ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче унӑн Шупашкартан Хусана япаласем илсе кайса пама заказ тупӑннӑ. Клиент каланӑ тӑрӑх, вӑл командировкӑна кайна, анчах кирлӗ хӑш-пӗр Шупашкарта асламӑшӗ патӗнче тӑрса юлнӑ.
Таксист япала патне пырса ҫитсен кинемей илсе тухнӑ япаларан тӗлӗнсех кайна. Вата ҫын керен рюкзак тата минтер парса янӑ.
Водителе ҫакӑ сисчӗвлентернӗ, Хусана вӗҫтерес вырӑнне вӑл полицие васканӑ. Йӗрке хуралҫисем япаласене пӑхма пуҫланӑ та минтерте 2,2 миллион тенкӗ укҫа тупнӑ.
Кинемей патне маларах ултавҫӑсем шӑнкӑравланӑ иккен, ӑна вӗсем укҫана Хусана илсе кайса декларацилемелле, тепӗр талӑкран укҫана тавӑрса парасси пирки ӗнентернӗ.
Хусанта заказа 15 тата 16 ҫулти икӗ яш илсе юлмалла пулнӑ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ҫул-йӗр службин экипажӗ ҫул хӗррипе Муркаш районӗнче ҫул хӗррипе утса пыракан ватӑ арҫынна асӑрханӑ. «Автанкасси – Муркаш - Чикме» ҫулпа патруле тухнӑ экипаж ватаран пӑрӑнса иртмен, чаранса вӑл ӑста кайма тухнипе кӑсӑкланнӑ.
Арҫын Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи ваттисемпе сусӑрсен интернат-ҫуртӗнчен темисе сехет маларах тухса кайнӑ, вӑл 10 километр ытла кайма ӗлкӗрнӗ иккен.
«Ватӑ ҫын машинӑсем вӑйлӑ, йышлӑ ҫӳрекен ҫул хӗррипе утса пынине шута илсен инкке лекес хӑрушлӑх та пулнӑ. Ҫавӑнпа эпир ӑна тӗл пулни пите вырӑнлӑ пулчӗ», - класа кӑтартнӑ Алексей илларионов аслӑ инспектор.
Ватӑ ҫынна интерната кайса леҫнӗ.

Шупашкарта пурӑнакан ӳрӗк ватӑсен кичемленсе ларма вӑхӑт ҫук. Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗстерекен комплекслӑ центра кӑна мӗнле кӑна заняти иртмест-ши! Пурте юрлама-ташлама ӑста мар, зарядка тесен те пурте хыпса ҫунмаҫҫӗ. Ун пеккисем ал ӗҫӗпе чуна уҫма пултараҫҫӗ. Ҫитменнине тата ун пек ӗҫе ларса пурнӑҫламалла.
«Ал ӑсти» клуба ҫӳрекенсем кивӗ япаласене тӗрӗс усӑ курма вӗренеҫҫӗ. Центрта ӗҫлекен Валентина Ильина специалист пулӑшса та вӗрентсе пынипе вӗсен кирлӗ мар япаларан хитре япаласем ӑсталаҫҫӗ.
«Ватӑсем «Ал ӑсти» клуба хавхалансах ҫӳреҫҫӗ», - тесе пӗлтерет учрежденире пай заведующийӗнче ӗҫлекен Любвоь Сымолкина.

Муркаш районӗнчи Шомикри иртернат-ҫурт директорӗ пулнӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 187-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.
Экс-директор интернатра пурӑнакан ҫынсен пенсийӗн пӗр пайӗпе усӑ курнӑ, вӗсем валли тавар туяннӑ пек туса суя килӗшӳсем тунӑ. Хӗрарӑм ватӑсене 420 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Пӗтӗмпе вӑл 114 ҫынна улталанӑ.
Хӗрарӑма тӗрмене хупса хумасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ. 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Улатӑр хулинче ӗнер ирхине уйрӑм ҫуртра пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм кухньӑра алхаснӑ, вал пӳрт ҫиивиттине кӑштах сиенлетнӗ.
Пушара сӳнтерме пырса ҫитнӗ специалистсем 83 ҫулти кинемее пӳртрен тухма пулӑшнӑ. Ватӑ ҫын шар курман.
Пушара сӳнтерме 9 ҫын тата 2 техника хутшӑннӑ. Пушар 8 тӑваткал метр лаптӑка сиен кӳнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар апат пӗҫерме лартсан тимсӗр пулнӑран тухнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 76 ҫулти кинемее килте нумай укҫа упрама юрамасть тесе хӑратнӑ. Пӑтармах вара ҫапларах пуҫланнӑ.
Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравласа стационар телефонӗпе усӑ курнишен схаалтарах укса тӳлеттерӗпӗр тесе суйса савӑнтарнӑ. Ҫав сын унран СНИЛ номерне ыйтнӑ. Карчӑк каланӑ. Кӑштахран ун патне Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текен ҫын шӑнкӑравланӑ. Вал ӑна унччен ултавҫӑпа калаҫни, вӑл карчӑкӑн укҫине вӑрлама пултарать тесе пӗлтернӗ. Ан вӑрлатӑр тесен банкри укҫана илмелле тесе каланӑ.
Ватӑ ҫын 10 ҫул пухса пынӑ 470 пин тенке кайса илнӗ. Кӑштахран ӑна килте 100 пин тенкӗрен ытла упрама юрамасть, укҫана Мускаври е Хусанти учреждение ҫитсе декларацилемелле тесе ӗнентернӗ. Карчӑк унта ҫити кайса ҫӳреме йывӑр тесе курьер урлӑ парса яма килӗшнӗ. Лешӗ ӑна талӑкран укҫана тавӑрса пама шантарнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Анна Петрова паян, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗнче ҫуралнӑ Анна Михайловна 1941 ҫулта, вӑрҫӑ пуҫлансан, медицина сестрин курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна Хӗвелтухӑҫ Пруссине янӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Анна Петрова Ҫӗрпӳ районӗнчи колхозра ӗҫленӗ, кайран 1953 ҫулта упӑшкипе Хабаровск тӑрӑхӗнчи Амур ҫинчи Комсомольск хулине тухса кайнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан тӑван тӑрӑха таврӑнсан Шупашкарти ВНИИРа вырнаҫнӑ. Унта намточик пулса ӗҫленӗ.
Анна Михайловна икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паян унӑн пилӗк мӑнук, мӑнукӗсен виҫӗ ачи пур, вӗсен икӗ ачи.

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче чӑваш йӑли-йӗркине упраса хӑварас енӗпе те тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Унта чӑваш юррисене халӑх патне ҫитерекен ушкӑнсем пур, ал ӗҫӗсен ӑсталӑх лаҫҫисенче чӑваш пуканисене ӑсталаҫҫӗ. Унта ҫӳрекен ватӑсем масмак туса та тӑхӑннӑ. Пуҫа тӑхӑнмалли ҫак хатӗре кашни кун тӑхӑнса ҫӳремеҫҫӗ-ха, анчах уявсенче вӑл ватӑсене илем кӳрет.
Республика кунӗ умӗн ирттернӗ ӑсталӑх лаҫҫинче вӗтӗ шӑрҫаран илемлӗ чӑваш эрешӗсем ӑсталанӑ. Ӗҫе пурнӑҫлама Светлана Кириллова инструктор пулӑшса пынӑ. Светлана Леонидовна мӗнле тӗс килӗшсе тӑни, хӑш эреш мӗне пӗлтерни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
