Паян Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институтӗнче ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗ ҫулталӑка пӗтӗмлетме пуҫтарӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫул муӗнхи тӗлпулура шурсухалсем кӑҫалхи ӗҫ-хӗле ҫӳтсе явнипе пӗрлех ӳлӗмрен тумаллине палӑртса хунӑ.
Ваттисен канашӗн ертӳҫи Лев Кураков влаҫра ларакансемпе туслӑ пулнине, пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленин усси пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кураков сӑмахӗ тӑрӑх хакласан, влаҫрисем ваттисен сӗнӗвне ӑша хываҫҫӗ.
Института пуҫтарӑннӑ шурсухалсем вӗрентӳ учрежденийӗн концерт залне пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн ректорӗ Наталья Баскакова та ӑшӑ сӑмахне шеллемен: вӑл Элтепере тата Ваттисен канашне республикӑри культура учрежденийӗсене аталанма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
—
Чӑваш Енри психиатр-наркологсем пирӗн республика ертӳҫипе Михаил Игнатьевпа пӗр шухӑшлӑ. Тухтӑрсем региона ертсе пыраканӑн пуҫарӑвне ырланине ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та сисчӗвлентернӗччӗ. Ку ыйтӑва правительство пайташӗсемпе эрнесерен иртекен канашлура та сӳтсе явнӑ. Тӗрӗссипе, фанфурик сутакансене республикӑра унччен те ырламастчӗҫ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва республика парламентӗнче те хускатман мар.
Михаил Игнатьев спиртлӑ хутӑшсене сутма чарас пуҫарӑвне Республикӑн наркологи диспансерӗн психиатр-наркологӗсем ырланине ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприятин ҫӑнӑхӗ паха, вӑл ҫӑкӑр савучӗсене те, кондитерсене те, макарон кӑларакансене те юрӑхлӑ. Ытти регионтипе танлаштарсан чӑваш ҫӑнӑхӗ тивӗҫлӗ хакпа ӑсанать. Ҫав вӑхӑтрах сутуҫӑсем ҫӑнӑха 25 процент хаклатса сутаҫҫӗ.
«Складран сентре ҫине кӑларнӑшӑн тытса юлаҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев усламҫӑсемпе. Хӑйсем вара турттарса та тӑкакланмаҫҫӗ иккен. «Ҫуллӑрах пурӑнаҫҫӗ», — тенӗ май Элтепер хака 10—15 процентран ытла хӑпартмалла маррине палӑртса хӑварнӑ.
«Чӑвашҫӑкӑрпродуктӗнче» Пӗрлехи информаци кунне ирттернӗ чухне пирӗн тӑрӑхри ҫӑнӑх ҫӗршыври 19 региона, ҫав шутра Мурманскра, Красндар крайӗнче, Дон ҫинчи Ростовра, сутӑннине предприяти пуҫлӑхӗ Владимир Яковлев пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйне пулӑшакана шырать. Ахаль-махаль ҫынна мар. Яппун чӗлхине пӗлекене. Виҫӗ кун шырасан та вӑл ун пеккине тупайман-ха. Малтанхи вӑхӑтра тӑлмача Михаил Игнатьев пин доллар тӳлеме хатӗр.
Хӑйӗншӗн укҫа тӑкакланине кура куҫаруҫӑн та ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлемелле. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, кашни кун яппунсемпе калаҫмалла. Чӗлхене пӗлекенӗн тӗллевӗ — пирӗн патри лайӑх лару-тӑру пирки каласа кӑтартасси, хамӑр пата йыхравласси.
Сӑмах май каласан, темиҫе кун каялла Михаил Игнатьев Японире пулнӑччӗ. Инҫе ҫула тухни пирки республика ертӳҫи Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсемпе тӗл пулнӑ чухне аса илнӗ. Яппунла калаҫакан кирлине те вӑл унта пӗлтернӗ.
Паян Шупашкарти «АККОНД» хапрӑкра ҫӗнӗ лини хута янӑ. Канихвет хатӗрлекенскере уҫма шкул ачисене шаннӑ. Монтажпа, технологипе ҫыхӑннӑ самантсенче мар, паллах. Хӗрлӗ хӑю каснӑ ҫӗре хутшӑнма, производствӑпа паллашма, продукцие астивсе пӑхма.
Хулари шкулсенчи ачасене ҫӗнӗ лини уҫма илсе пырасси предприятире ырӑ йӑлана кӗнӗ. Пӗчӗккисене предприятие илсе пынине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ырлать-мӗн. Ҫакна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче асӑнса хӑварнӑ. Шӑпах Михаил Игнатьев пуҫарӑвӗпе хулари тата районсенчи ачасем производство цехӗсене кӗрсе курнӑ.
«АККОНД» кӑларакан ҫимӗҫе Михаил Игнатьев ырласа пирӗн ачасем хамӑр патра кӑларакан продукцие ҫиме пултарнине палӑртнӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекенсенчен пӗри чӑваш шкулӗсенче китай чӗлхи вӗрентес сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ патне ҫитнӗ. Студенткӑн республика ертӳҫи патне йышӑнӑва кайма тивмен: аслӑ шкулта ӗнер Михаил Игнатьев хӑй пулнӑ.
Ют ҫӗршыв чӗлхисен факультетӗнче ӑс пухакан хӗрсенчен пӗри Китай тӗпчевҫине Никита Бичурина хаклать иккен. Ҫавна май вӑл Китая кайса килнӗ, чӑваш шкулӗсенче китай чӗлхине вӗрентме тытӑнмалла мар-ши тесе каланӑ. «Сирӗн Китая тухса тарас килмест-и?» – сисчӗвленнӗн ыйтнӑ унран Михаил Васильевич. Пике ниҫта каймассине ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн пирӗн регион ертӳҫи чӑн сектор аталанӑвӗпе Китая ҫитекен ҫуккине пӗлтернӗ. Мӗншӗнне те ӑнлантарнӑ вӑл: халӑхӗ нумай, кӑткӑ пекех ӗҫлет. Алӑ усса ларсан чӗрӗ юлаймӗҫ.
Андрей Иванов журналист хӑйӗн статйинче ҫырнӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Китай ҫыннисемпе ӗҫлеме йывӑррине те пытарман. «На разговоры они да-да-да, но как говорят в народе, восток дело тонкое. Я прошу: поучаствуйте в следующий раз и затащите сюда хоть одного китайца», – тесе сӗннӗ Элтепер.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен студентсен раштаври стипендие ҫитес ҫулччен кӗтме тивӗ. Стипенди вырӑнне вӗсене ҫак уйӑхра 300-шер тенкӗ укҫа пама шантарнӑ.
Хавасланмалли ҫукрах хыпара студентсене аслӑ шкул ертӳҫисем раштавӑн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Хӑҫантарах тӳлессине вӗсем уҫӑмлатайман енне: «Хамӑр та пӗлместпӗр. Тен, кӑрлач уйӑхӗнче, тен, нарӑсра», — тесе аптӑранӑ имӗш.
Стипендие вӑхӑтра тулейменни укҫана пӗтерсе тӑкнипе ҫыхӑннӑ пулать. Укҫасӑр ларакан ҫамрӑксем прокуратурӑна тата Вӗренӳ министерствине ҫӑхав ҫырма шут тытнӑ.
Раштавӑн 21-мӗшӗнче студентсемпе ЧППУра республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва хутшӑннӑ Андрей Иванов журналист ҫырнӑ тӑрӑх, стипенди пирки унта никам та ыйту ҫӗклемен.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ӗнер иртнӗ сессийӗнче парламент ҫумӗнчи халӑх канашне ҫирӗплетнӗ.
Ҫак йыша депутатсем Шупашкарти коопераци институчӗн теори тата патшалӑх историйӗпе правин кафедрин доцентне Елена Антонована тата ку аслӑ шкулӑн юрфакӗн деканне Михаил Тимофеева, Чӑваш наци конгресӗн вице-президентне Валерий Клементьева, Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн 1 класлӑ чӑн канашҫине Анатолий Кузьмина, «Фармация» ПУПӑн гендиректорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Матвеева, ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн пайташӗсене Владимир Мидукова тата Михаил Михайловские, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн коммуникаци технологийӗсемпе менеджмент кафедрин профессорне Галина Петрована, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн проректорне Сергей Тасакова кӗртнӗ.
Хваттер тара илсе пурӑнакан ҫын пек ҫак таранччен ют вырӑнта ӗмӗрленӗ, ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗнчк 85 ҫул тултаракан Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫывӑх вӑхӑтра, тата тӗрӗсрех каласан, раштавӑн 26-мӗшӗнче, ҫӗнӗ вырӑнта, хӑйне уйӑрса панӑ, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра куракансене пуҫласа йышӑнӗ.
«Юлташсем! Савӑнӑҫлӑ хыпар! Пире «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӑн ҫуртне официаллӑ майпа пачӗҫ. Ку вӑл пирӗншӗн чӑннипех историлле пулӑм», — асӑннӑ учрежденире пресс-службӑра ӗҫлекен Надежда Андреева паян «Фейсбукра» ҫапларах хыпарланӑ. Унтан вӑл Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева, культура министрне Константин Яковлева, хайсен директорне Елена Николаевӑна тав тунине пӗлтернӗ.
Театр ҫӗнӗ ҫӗрте раштавӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш елки кӑтартӗ, 27-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Ҫул умӗнхи кӑтартусене пуҫлӗ.
Ҫак кунсенче театртисем ҫӗнӗ вырӑна хӑйсене кирлӗ пек хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑшӗсене Чӑваш Енре 100 пин тенкӗ укҫа пама пӑрахӗҫ. Ку йӗрке килес ҫулхи кӑралчӑн 1-мӗшенчен вӑя кӗрӗ.
Саккун проектне малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ пӑхса тухса ырланӑччӗ. Эпир маларах каланӑ: «Комитет ырласан сессире депутатсем те ырлаҫҫӗ», — шухӑш тӳрре килчӗ. Ӗнерхи, раштавӑн 20-мӗшӗнчи, сессире вӑл саккуна йышӑннӑ. Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Сӑмах май, маларах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемессине йышӑннӑччӗ. Хушу ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |