Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Элтепер

Республикӑра
Нумай ачаллисене пурӑнма хатӗр ҫурт памалла
Нумай ачаллисене пурӑнма хатӗр ҫурт памалла

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи тӳре-шарана Михаил Игнатьев Элтепер нумай ачаллисенчен тӑрӑхлатӑр тесе ятланӑ. Шӑмат кун хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоканашлу мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех Тӗрӗслевпе шутлав палати Вӑрнар районӗнче тӳре-шара хысна укҫипе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ чух палӑртнӑ кӑлтӑка та сӳтсе явнӑ.

Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫурт лартса е хваттер туянса памалла. Вӑрнар тӑрӑхӗнче те ун пеккисем пур. Вӗсенчен пӗри валли район администрацийӗ хӑтсӑр ҫурт туяннӑ. Тӳре-шара чӗлхипе каласан, ҫав ҫурт муниципалитет контрактӗнче пӑхса хӑварнӑ требование тивӗҫтермен.

«Вӗсен пилӗк ача, эсир нумай ачаллӑ ҫемьерен тӑрӑхлас терӗр-им? Вӗсем ачасене воспитани параҫҫӗ. Сирӗн шутпа вӗсен стройкӑпа аппаланмалла-и? Нумай ачаллисене пур енлӗн пулӑшмалла, хушма йывӑрлӑх туса памалла мар! Ун пек лару-тӑру тек пулмалла мар» — хытах асӑрхаттарнӑ Элтепер район администрацийӗн пуҫлӑхне.

 

Республикӑра
Евгений Барсуков генерал-майор
Евгений Барсуков генерал-майор

Чӑваш Енри ҫул-йӗршӗн наркотикпа кӗрешнӗ ҫынсем яваплӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер хула-район пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ чух сӑмах хускатнӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла.

Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Унӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫне Евгений Барсуков генерал-майор пурнӑҫлать. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин наркотӗрӗслев службин республикӑри управленине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑвашупрдор пуҫлӑхне лартмалли конкурс иртиччен учрежденири ӗҫ-хӗле тӗрӗсленӗ те предприятири пӗлтерӗшлӗ должноҫсене унччен Наркотытӑмра ӗҫленисем йышӑннине палӑртнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве Михаил Игнатьев хушнипе ирттернӗ.

Малалла...

 

Республикӑра
Эмел шута юратать
Эмел шута юратать

Сывлӑх сыхлавӗ валли оборудованипе ытти хатӗр-хӗтӗр илнӗ чух регионсем епле тӑкакланнине тишкерекенсем танлаштармалла мар япаласене танлаштарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова палӑртнӑ.

Аса илтеретпӗр, «Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленине эпир пӗлтернӗччӗ.

Район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер видеоконференцире Алла Самойлова комисси малалла ӗҫленине пӗлтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр сывлӑх сыхлавӗ валли 4 миллиард та 885 миллион тенкӗлӗх патшалӑх закупки пулнӑ. Конкурс ирттерсе илнине пула хысна тухӑҫлӑхӗ 600 миллион тенкӗрен иртнӗ.

Малалла...

 

Ҫутҫанталӑк

ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе районта ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Ку ыйтӑва ҫуллаччен татса памалла.

Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура ҫӗкленӗ. ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов тӗп тумалли ҫӳп-ҫап куписем пирки доклад вуланӑ.

Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш хулинче, Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче тунӑ. Вӗсем экологи тата санитарипе эпидемиологи требованийӗсемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ.

Район пуҫлӑхӗсем ҫӳп-ҫап куписене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме шантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39704
 

Республикӑра

Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Йӗпреҫ районӗнче пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллашма Шупашкартан пырса ҫитнисене вырӑнти тӳре-шара хӑйсен тӑрӑхӗнчи пурнӑҫ пирки отчетланӑ.

Республикӑран кайнисем те трибуна умне тухнӑ. Михаил Игнатьев обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗпе район Чӑваш Енре чи начарри пулнишӗн ӳпкеленӗ.

Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫи, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Малов йӗпреҫсене хӳтӗлеме пӑхнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, обществӑлла апатланури тавар ҫаврӑнӑшӗ чакнин сӑлтавӗнчен пӗри уйрӑлакансен хисепӗ 12 процент сахалланнипе ҫыхӑннӑ. Николай Малов шучӗпе, ҫемьесем арканманнине кура «килте лайӑхрах та тутлӑрах пӗҫереҫҫӗ».

 

Персона
П. Хусанкая халалланӑ уяв саманчӗ
П. Хусанкая халалланӑ уяв саманчӗ

Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ уяв иртнӗ. Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх, мероприятие чӑннипех те ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ.

Уява Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, культура министрӗ Константин Яковлев, Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем тата ытти сумлӑ ҫын пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине хисеплесе пуҫтарӑннисем хушшинче уйрӑмах хаклӑ хӑнасем: поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата ҫӑлтӑр-мӑшӑрӑн ывӑлӗ, литература критикӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай — пулнӑ.

Уяв мӗнле иртни чылайӑшне килӗшнӗ. «Тахҫанах кун пек савӑнманччӗ. Тӗлӗнмелле чаплӑ уяв! Ҫутӑ, таса, ырӑ! Тата — чи пахи — пӗтӗмпех чӑвашла! Кун пекки тахҫанах пулманччӗ! Михаил Игнатьев та чӑвашла ҫеҫ калаҫрӗ», — савӑнӑҫне пытарман Валерий Туркай сӑвӑҫ.

 

Апат-ҫимӗҫ
Йӗпреҫсем тулӑ пучахне хирте тин ҫеҫ татнӑ тенӗ
Йӗпреҫсем тулӑ пучахне хирте тин ҫеҫ татнӑ тенӗ

Пӗремӗкӗн тутишӗн мар, ячӗшӗн. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнче пулнӑ. Пысӑк шайри пуҫлӑхсем е пысӑк мероприятисем иртнӗ чух тӗрлӗ курав йӗркелеҫҫӗ те, асӑннӑ муниципалитет та вырӑнти аталанупа паллаштарас тӗллевпе ун пеккине хатӗрленӗ.

Михаил Игнатьев культура центрӗнчи фойере райпо стенчӗ патӗнче чарӑнса тӑнӑ. Йӗпреҫре пулнӑ Андрей Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев «Волжские» пӗремӗке асӑрханӑ. Республика ертӳҫине ку ят тӗлӗнтернӗ. Ку вӑл йӗркеллӗ пулӑм мар, пӗремӗк «Ибресинские» ятлӑ пулмалла тенӗ республика пуҫлӑхӗ. «Брэнд пулать!» — тенӗ Михаил Васильевич райпо пайташне.

Илемлетме усӑ курнӑ тулӑ пучахне те асӑрханӑ республика ертӳҫи. «Тулли сирӗн мар-тӑр?» — кӑсӑкланнӑ вӑл. «Пирӗн! Тин ҫеҫ хиртен!» — куҫ хупмасӑр тыттарнӑ (урамра шартлама тӑнӑ чух, пӗҫ кӑкӗ таран юр выртнӑ чух уйра пучах ешермесси паллӑ ӗнтӗ) райпо ӗҫченӗ.

 

Статистика
«Коммерсантъ» хаҫатри Юрий Мартьянов сӑн ӳкерчӗкӗ
«Коммерсантъ» хаҫатри Юрий Мартьянов сӑн ӳкерчӗкӗ

«Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Тӑван республикӑмӑр хыҫҫӑнхисем — Брянск облаҫӗ, Алтай, Ханты-Мансийск тата Тутарстан.

Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Экономика министерствин, Финанс министерствин, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн, Пурне те тивӗҫ медицина страхлав фончӗн территорири органӗн пайташӗсем хаҫат илсе кӑтартнине хаклӗҫ.

 

Политика
ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн паташӗсем канашлаҫҫӗ
ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн паташӗсем канашлаҫҫӗ

«Парнас» парти хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене халӑха суйлаттарасшӑн. Ку ыйтупа вӑл референдум ирттерме сӗннӗ. Ҫак сӗнӳпе парти Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ҫырупа тухнӑ.

Алексей Глухов юрист «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, «парнасҫӑсем» ларӑва пыман, вӗсем вырӑнне Тӗп суйлав комиссийӗн татса паракан сасӑллӑ пайташӗ Игорь Михайлов тухса калаҫнӑ.

Лару «Парнас» сӗнӗвне пӑхса тухса пуҫару ушкӑнне регистрацилеме хирӗҫленӗ. Ҫакна вӗсем партин регионти уйрӑмӗн канашӗн сӗнӳпе тухма ирӗк ҫуккипе сӑлтавланӑ.

Республикӑн Теп суйлав комиссийӗнче татса паракан сасӑллӑ пайташсем — 12 ҫын. Вӗсенчен улттӑшне республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртнӑ, тепӗр улттӑшне — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
Ҫӳп-ҫап вырӑнӗнче симӗскурӑк ешерӗ
Ҫӳп-ҫап вырӑнӗнче симӗскурӑк ешерӗ

Тӗш-тырӑ пяан-ыранах туса илеймӗҫ те, анчах ҫӳп-ҫап вырӑнне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесси пирки шухӑшлаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата федераци ведомствисен территорири тытӑмӗсен ертӳҫисемпе тунти кунсерен ирттерекен черетлӗ канашлура ытти ыйтупа пӗрлех йӑлари хытӑ каяшсен Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне рекультивацилессине пӑхса тухнӑ.

ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗ Александр Коршунов каланӑ тӑрӑх, рекультивацие икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Малтанхинче ҫӳп-ҫап вырӑнне хытарма, унта пулӑхлӑ ҫӗр сарма палӑртаҫҫӗ. Биологи тапхӑрӗ 2018 ҫултан пуҫланса тӑватӑ ҫула тӑсӑлмалла. Вӑл вӑхӑтра унта нумай ҫул ӳсекен курӑк акса ӳстермелле. Рекультиваци валли кӑҫал 122,5 миллион, 2018 ҫулта 267,9 миллион тенкӗ уйӑрмалла. «Ку проекта пурнӑҫа кӗртни тӑван тавралӑха кӳрекен сиенлӗ витӗме чакарать, 30 ытла гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне тавӑрма пулӑшать», — тенӗ министр.

 

Страницӑсем: 1 ... 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, [148], 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, ... 178
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть