Чӑваш Енре кивӗ ҫурт-йӗрте пурӑнакансене хатӗр хваттерсене куҫарас шухӑшлӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер раштавӑн 3-мӗшӗнче правительство ларӑвӗнче асӑнса хӑварнӑ.
Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансене 2017 ҫулхи кӗркунне тӗлне куҫарса пӗтермелле. Программӑна вӗҫлеме Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фондран Чӑваш Ене 323 миллион тенкӗ куҫармалла. «Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Хушӑва пирӗн пурнӑҫламалла тата ӑна пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтермелле», — палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
Элтепер Мускав облаҫӗнчи опытпа усӑ курас шухӑшлине пӗлтернӗ. Унта ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хӑпартнипе пӗрлех иккӗмӗшле фонд шутланаканнинче те хваттер туянаҫҫӗ иккен. Капла туни укҫа-тенке те перекетлеме май парать-мӗн.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев__ Общество палатин ҫӗнӗ пайташӗсем тӗлӗшпе алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ должноҫе тӑватӑ ҫынна лартнӑ.
Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен «Ҫамрӑк социаллӑ технологисем» общество организацийӗн представителӗ тивӗҫне Роман Васильева шаннӑ.
Чӑваш Республикинчи «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗ» общество организацийӗн президенчӗн пуканне Нина Смирнова йышӑннӑ. «Куҫ курманнисен спорчӗн федерацийӗ» общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗн председателӗ Дмитрий Фадеев пулӗ. «Эйм-Инвест» акционерсен уҫӑ обществин генеральнӑй директорӗн пулӑшуҫи Иосиф Шакуров пулӗ.
Халӗ Чӑваш Енри Общество палатин тулли списокне хатӗрлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫитес ҫулталӑкӑн утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗ вӑтамран 4,4 процент хӑпарӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хаксем пирки хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ. Маларах эпир ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарассине пӗлтернӗччӗ-ха.
Кӗсьене пуринчен ытла Шупашкарта ҫӳхетме тивӗ: унта хак хальхинчен чӗрӗк пай таран хӑпарма пултарать. Ҫакӑ ӑшӑ энергийӗпе хутнин хакӗ 24,8-шар процент хакланнипе ҫыхӑннӑ. Канашра хак 10%, Ҫӗнӗ Шупашкарта 12%, Ҫӗмӗрлере 7% ӳсмелле. Яллӑ районсенче хак хӑпараслӑх 4,4 процентран иртмелле мар. Ҫапах та хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ку цифрӑран пысӑкрах пулӗ: Элӗкре — 5,7%, Патӑрьелте — 6%, Вӑрнарта — 4,7%, Йӗпреҫре —12%, Комсомольскинче — 4,9%, Красноармейскинче — 12%, Хӗрлӗ Чутайӗнче — 5,7%, Тӑвайӗнче — 8%, Ҫӗрпӳре — 10%, Етӗрнере — 12%, Куславккара — 12%, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче — 12%, Вӑрман-Ҫӗктерте — 10%, Ишлейре — 7,5%, Кӳкеҫре — 7%, Ҫӗньялта — 10%.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен ЧР Элтеперӗн автопаркне ҫӗнетесшӗн. Унччен 1 миллион ҫурӑ тенкӗ тӑракан виҫӗ иномарка туянасшӑн. Тендерсене патшалӑх туянӑвӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Михаил Игнатьевӑн администрацийӗ виҫӗ хура машина илесшӗн. Кашнин хакӗ — 1 миллион та 516 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе ку тӗллевпе 4,5 миллион тенкӗ тӑкакласшӑн. «Кӗмӗле» республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Машина седан, автомат курупкаллӑ пулмалла. 1 сехетре 100 ҫухрӑм таран хӑваламалла. Кунсӑр пуҫне машинӑра климат-контроль пулмалла, ларкӑчсен ӑшӑнмалла. Ытти вак-тӗвеке те шута илмелле. Ахӑртнех, Тайота Камри ку енӗпе йӑлтах тивӗҫтерет.
Поставщика раштавӑн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Килӗшӗве раштав варринче алӑ пусӗҫ. Кун хыҫҫӑн машинӑсене Энгельс урамӗнчи автопарка лартмалла (2 кунра).
Паян Вӑрмарти пассажирсен автотранспорт предприятийӗн водителӗсем забастовка ирттернӗ: ирпе вӗсем ӗҫе тухман. Ҫапла хӑтланма ӗҫ укҫине тӑватӑ уйӑх илейменни хистенӗ. Ирпе рейса 10 техникӑпа 10 водитель тухман.
Шалусӑр ларса ывӑннӑ водительсем ӗҫе тухмассине пуҫлӑхсене маларах систермен. Автобуссем ҫула тухманнишӗн халӑх аптӑраман: йӗркене пӑсакан пулман, хӑш-пӗр рейса уйрӑм ҫынсем турттаракан автобуссем кайнӑ. Кун пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви хыпарлать. Каярах мӗнпур водитель ӗҫе тухнӑ.
Автотранспорт предприятийӗ иртнӗ ҫула 45 миллион тенкӗ тӑкакпа вӗҫленӗ. Маларах асӑннӑ ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Вӑрмарти ПАТПри кӑткӑс лару-тӑрӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрӗслесе тӑрать.
Ҫак усал, тӗрӗссипе, никама та тиркемест. Статистика ҫапах та хулари ачасем хушшинче вӑл ытларах сарӑлнине кӑтартать. Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ наркотика хирӗҫ кӗрешекен ятарлӑ комисси ларӑвӗнче те ҫавӑн пек ӳкерчӗк тухса тӑнӑ.
Тест мелӗпе тӗрӗсленӗ 19 пин шкул ачинчен 102-шӗ ҫеҫ наркотик витӗмне ҫакланнине ырӑ пулӑм темелле. Анчах унпа туслашнисем хуласенче ытлараххи сисӗннӗ. Ку вӑл Канашра, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑмах палӑрнӑ.
Комисси ларӑвӗнче калаҫнисем наркотик амакне ҫакланнисен йышӗ пӗтӗмӗшле чакса пынине те палӑртнӑ-ха. Михаил Игнатьев Элтепер илсе кӑтартнӑ цифра та ҫакнах ҫирӗплетнӗ:пӗлтӗрхи ҫак тапхӑра тата кӑҫалхине танлаштарсан чирлисен шучӗ 12,1 процент сахалланнӑ. Кунта тӳре-шара профилактика витӗмӗ пысӑккине палӑртать.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускаври ирхи апата тухса кайнӑ. Анчах, эпир ирсерен сӗтел ларакан евӗр апата мар. Ӗҫлӗ программӑра пӑхнӑ тӑрӑх, республика ертӳҫи ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Бизнес тата влаҫ. Ӑнланулӑх патне илсе пыракан тӗп ҫӑлкуҫ» ятпа иртекен ирхи апатланӑва хутшӑнмалла.
Элтепер «Лайӑх инвестици климачӗ патне илсе ҫитерме пулӑшакан 100 утӑм» конференци ӗҫне те ҫитме палӑртнӑ. Ку мероприятие «ТАСС» информаци агентстви тата «Ҫӗнӗ проектсене малалла аталантарассипе тата стратегиллӗ пуҫарусене вӑй илтерессипе ӗҫлекен агентство йӗркеленӗ. Унта РФ Правительствин Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Игорь Шувалов тата РФ Президенчӗн пулӑшуҫи Андрей Белоусов, ҫӗнӗ проектсене аталантарассипе ӗҫлекен агенствӑн гениректорӗ Андрей Никитин, РФ суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗ Сергей Катырин, Раҫҫейри промышленниксен тата предпринимательсен пӗрлешӗвӗн президенчӗ Александр Шохин, ҫӗршыври субьектсен ертӳҫисем хутшӑнмалла тесе пӗлтерет ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра «Здоровье женщины: от зачатия до глубокой старости» (чӑв. Хӗрарӑм сывлӑхӗ: ача ӳтленнинчен пуҫласа сӗм ватӑличчен) регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференци ӗҫленӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре Михаил Игнатьев Элтеперпе унӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна хутшӑннӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, республика ертӳҫи: «Ҫирӗп ҫемье — патшалӑх тӗрекӗ. Пирӗн ачасене пысӑк тавракурӑмлӑ пулма хӑнӑхтарса вӗрентсе пымалла. Тӑван ҫӗршыва, аслисене, атте-аннене, тус-юлташсене хисеплеме вӗретмелле. Пурнӑҫра тӗрӗс ҫул-йӗр шыраса тупма кирлӗ условисем йӗркелесе памалла», — тенӗ. Чӑваш Енре аталанса пыма сахал мар услови йӗркеленине палӑртнӑ май Михаил Васильевич ҫак шухӑша та асӑнса хӑварнӑ: «Эпир ҫынна инвестици хыватпӑр. Пирӗн пуласлӑх — ҫамрӑксенче».
Конференцие пухӑннисене ҫӗршыври паллӑ акушер-гинеколог, РФ наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лейла Адамян хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ тытӑмӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер алӑ пуснӑ.
Администраци тытӑмӗ ҫапларах должноҫсенчен тӑрӗ:
Администраци ертӳҫи;
Администраци Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ;
Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫисем;
Шалти политика управленийӗ (ӑна Администраци Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
Администраци Ертӳҫин ҫумӗ (социаллӑ ятарлӑ документаци тата информацие хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен, терроризма хирӗҫ ӗҫлекен, мобилизаци енӗпе ӗҫлекен пайсене, режимпа вӑрттӑн ӗҫ секторне йӗркелесе пырӗ);
ЧР Элтеперӗн патшалӑхпа право управленийӗ (ӑна Администраци Ертӳҫин ҫумӗ – ЧР Элтеперӗн Управленийӗн пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
Ӗҫсен управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
Тӗрӗслев тата общество хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
Патшалӑхӑн граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
Информаципе аналитика управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
ЧР Министрсен Кабинечӗн Секретариачӗ;
Терроризма хирӗҫ ӗҫлекен комисси ӗҫне йӗркелекен пай;
Мобилизаци ӗҫӗн пайӗ;
Бухгалтер учечӗн тата финанс пайӗ;
Пӗтӗмӗшле пай;
Социаллӑ документаци ҫыхӑнӑвӗн тата информацие хӳтӗлекен пай;
Режимпа вӑрттӑн ӗҫ секторӗ.
Чӑваш Енре ҫитес ҫул Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра каланӑччӗ. Ӗнер Элтепер ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Ашшӗпе амӑшне хисеп тунине палӑртакан ҫулталӑка йышӑннине ӗҫлӗ хутра ҫамрӑксем ҫемьене хисеплеччӗр тенипе ӑнлантарнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫулталӑкшӑн яваплисене палӑртмалла, ӗҫ планне йышӑнмалла. Вырӑнти хӑй тытӑмра тӑрӑшакансен, тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ организацисен те ку енӗпе ҫине тӑмалла.
Аса илтеретпӗр, Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне ҫирӗплетме Элтепере Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ тата Ашшӗсен республикӑри канашӗ ыйтнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе тата общество организацийӗсемпе сӳтсе явнине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |