Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шуршӑлти музея Андриян Николаев автомобильне парнеленӗ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Таисия Ташней 14.04.2017 06:05 | 541 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Шуршӑлти музейра — Андриян Николаевӑн юсаса ҫӗнетнӗ автомашини
Шуршӑлти музейра — Андриян Николаевӑн юсаса ҫӗнетнӗ автомашини

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫеҫ мар, ҫывӑх вӑхӑтра та Космонавтика кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти иртет. Ака уйӑхӗн 17—19-мӗшӗсенче, акӑ, Андриян Николаева халалласа Шупашкарта баскетбол ӑмӑртӑвне йӗркелӗҫ.

Космонавтика кунӗнчи паллӑ пулӑмсен шутне вара Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Мемориал комплексне чӑваш ятне тӗнчене кӑларнӑ ентешӗмӗрӗн юсаса ҫӗнетнӗ «Волга» автомобильне парнеленине кӗртме пулать. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн автобази ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Машина уҫҫине музейра ӗҫлекенсене чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов тыттарнӑ.

Космонавтика кунӗнче Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа выставка центрӗн территорийӗнче космонавтсен пӗрремӗш отрядне халалласа аллея уҫнӑ. Ӑна пуҫараканни — Чӑваш Енри пахчаҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Юрий Соколов.

#уявсем, #музейсем, #астӑвӑм, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шуршӑл, #Шупашкар, #депутатсем, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Велочупӑва Ҫӗнӗ Шупашкарти йытӑ ӑсатса ячӗ
2016, 04, 12
Космосран Шуршӑл курӑнать-и?
2016, 04, 26
Чӑваш кӑйкӑрӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ
2016, 09, 05
Шупашкарта планетари пулӗ
2016, 12, 12
Шуршӑлта ҫамрӑксем Николаев вулавне пуҫтарӑнаҫҫӗ
2017, 03, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org