Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара

Россельхознадзор авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче специалистсем йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.

Ясмӑк тата урпа пӑттинче хурт-кӑпшанкӑ йӗрне тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнтах срокран тухнӑ урпа кӗрпи упраннӑ. 1,5 килограмм пулнӑ вӑл. Лаборатори тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, урпа кӗрпи ҫинче сӑвӑс пур. Ҫиме юрӑхсӑр кӗрпене ҫунтарса тӗп тунӑ.

Ҫӑнӑх ҫини сӑвӑс ҫын сывлӑхӗшӗн тата чӗрчуншӑн сиенлӗ. Унра бактерисем пур. Ӑна пула наркӑмӑшланма пулать. Вӑл хырӑмлӑха лексен йывӑррӑн сывлаттарать, хӑрӑлтаттарать. Ҫитменнине, вӑл аллерги пуҫарать.

Ача пахчинчи хӑш-пӗр ҫынна явап тыттарнӑ. Уншӑн 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереҫҫӗ.

 

Хулара
Мясокомбинат проездӗнчи ҫуртсенчен пӗри
Мясокомбинат проездӗнчи ҫуртсенчен пӗри

Шупашкарти Мясокомбинат проездне ҫутатма прокуратура хистет. Надзор органне асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем пулӑшу ыйтса ҫырнӑ.

Асӑннӑ проездра нумай хваттерлӗ икӗ ҫурт тата 1102 уйрӑм ҫын ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Унта пурӑнакансем те этем ретлӗ пурӑнасшӑн, кӗрхи тӗттӗм каҫсенче ҫутӑ урампа утасшӑн.

«Об общих принципах организации местного самоуправления в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ыйтӑвӗсене йӗркелессин пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен) саккунӑн 16-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 25-мӗш пунктӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, урама хӑтлӑх кӗртесси, ҫав шутра ҫутӑпа тивӗҫтересси те, вырӑнти тӳре-шаран тивӗҫӗ шутланать.

Кӑлтӑка пӗтерме хушса прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару шӑрҫаланӑ.

 

Политика
Эдуард Шемяков
Эдуард Шемяков

ЧР ШӖМ министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхне Эдуард Шемякова должноҫран кӑларнӑ. Темпе айӑпа кӗмен вӑл. Шемяков шалти ӗҫсен органӗсенче урӑх ӗҫе куҫать.

Министр ку хушӑва паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫри должноҫе вӑл ҫитес вӑхӑтра йышӑнӗ. Ун вырӑнне кам пуласси хальлӗхе паллӑ мар.

Сӑмах май, Эдуард Шемяков Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/37128
 

Ҫурт-йӗр
Пӳлӗм пулсан та – хӑвӑн
Пӳлӗм пулсан та – хӑвӑн

«Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал Раҫҫейри ҫурт-йӗр хакне тишкернӗ. Хальхинче вӑл пӳлӗм сутса илме мӗн хака ларнипе кӑсӑкланнӑ.

Шупашкара илсен, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пӳлӗмсен хакӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗччен чакса пынӑ. Пӳлӗмӗн вӑтам хакӗ 679 пин те 559 тенкӗпе танлашнӑ. Пӳлӗмсем уйрӑмах йӳнелнӗ хула — Смоленск. Унта хак тӑхӑр уйӑхра 13,7 процент чакса 743 пине ҫитнӗ. Новосибирскра 12,2 процент йӳнелнӗ, Хабаровскра — 8,9%, Кисанта (Рязаньте) – 8,7%. Ҫапах та хаксем хӑпарнӑ хуласем те пур. Кунта — Воронеж (+7,8%), Сочи (+7,3%), Сургут (+6,9%), Чуллӑ Ҫыр (+6,8%) тата Ӗпхӳ (+6,4%).

Мускаври пӳлӗме вӑтамран 3,1 миллионпа туянма пулать. Унта хак пӗр процента яхӑн кӑна чакнӑ. Сочинче те пӳлем хакӗ Мускаври пекех — 3 миллион тенкӗ. Питӗрти коммуналлӑ пӳлӗмшӗн вӑтамран 1,6 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
Элтепер студенткӑна чыслать. 2011 ҫулхи ӳкерчӗк
Элтепер студенткӑна чыслать. 2011 ҫулхи ӳкерчӗк

Чӑваш Республикинчи вунӑ студент кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен вуншар пин тенкӗ укҫа илсе тӑрӗ. Михаил Игнатьев Элтепер грантне професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӗве туптакан пултаруллӑ ҫамрӑксене пама 2015 ҫулхи ҫулла йышӑннӑччӗ.

2016-2017-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче «кӗмӗле» Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледжри виҫҫӗмӗш курс студенчӗсем Михаил Колбасов, Александр Романов, унти тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Валерий Малыгин, Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студентки Анна Симакова тата унти виҫҫӗмӗш курс студентки Елена Яковлева, Улатӑрти технологи колледжӗн виҫҫӗмӗш курс студентки Ольга Сумкина, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн тӑваттӑмӗш курс студенткисем Ольга Теплова тата Мария Ягина, Шупашкарти электромеханика колледжӗн — Компентенцисен регионсем хушшинчи центрӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Роман Федоров, Етӗрнери агротехника техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Денис Шайахметов тивӗҫнӗ.

 

Сывлӑх

Хӗле хирӗҫ гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Хальлӗхе тухтӑрсем чан ҫапмаҫҫӗ пулин те сисчӗвленмелли сӑлтав пур. Республикӑра 7 пин ытла ҫын чирленӗ. Ытти ҫулпа танлаштарсан, кӑтарту пысӑкрах.

Иртнӗ эрнери кӑтартупа танлаштарсан вара хисеп чакнӑ — 5,4 процент сахалрах. Ытларах Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. 17 ҫул тултарман ачасем сахал мар: чирлисен 72,5 проценчӗ.

Лабораторире 9 ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 3-шӗн — парагрипп вирусӗ, пӗрин — аденовирус.

Чирлес мар тесен тухтӑрсен сӗнӗвӗсене шута илмелле. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, урамра уҫӑлса ҫӳремелле. Ҫын кӗпӗрленекен вырӑнтан пӑрӑнма тӑрӑшмалла. Хамӑра хамӑр упрамаллах…

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37074
 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗ LGBT-парад ирттерме килӗшмен. LGBT аббриватура ар ҫыхӑнӑвне йӑлана кӗнӗ пек арҫынпа хӗрарӑм кӑна мар, арҫынпа арҫын, хӗрарӑмпа хӗрарӑм, бисексуалсен, трансгендерсен хутшӑнӑвне пӗлтерет.

Обществӑн самай пайӗ йышӑнман ҫак ҫыхӑнӑва ырлакансем ытти хулара та парадсем йӗркелесшӗн пулнӑ, анчах унта та вӗсене ирӗк паман.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ун пек ушкӑнсен мероприятийӗсем юпа уйӑхӗн 16 тата 20-мӗшӗсенче иртмелле пулнӑ. Анчах Шупашкарти тӳре-шара халӑхӑн самай пайӗнчен уйрӑлса тӑракан ушкӑнсен ҫулне пӳлнӗ. Ҫапла вара Шупашкарти лесбиянкӑсен, гейсен, бисексуалсен, трансгендерсен парада тухма май килмӗ, хӑйсемшӗн ҫивӗч ыйтусене пӗр-пӗринпе вӑрттӑн пуҫтарӑнса сӳтсе явасси кӑна юлать.

 

Республикӑра

Шупашкарта пурӑнакан, нянечкӑра ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм ачана килӗштернӗ. Халӗ вӑл ӑна усрава илесшӗн.

51 ҫулти Зинаида Киргизова Ярослава виҫӗ ҫул пӑхнӑ. Малтанах амӑшӗ ыйтнипе каҫсерен ҫеҫ асӑрханӑ. Унтан хӗрарӑм пурӑнмалли вырӑн тупиччен арҫын ачана хӑйӗн патне илсе кайма ыйтнӑ. Анчах амӑшӗ нимӗнле ҫурта та пурӑнма куҫман, ывӑлне няньӑпа хӑварнӑ. Ҫапла ача ун патӗнче пурӑнма юлнӑ.

Хӗрарӑм ачана тӑван ывӑлӗ пекех юратнӑ. Ярослав та няньӑна анне тесе чӗнет. Унӑн ывӑлне, Ярославӑн хресна ашшӗне, атте тет.

Хӗрарӑм опека органне ҫитнӗ, усрава илес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Анчах унтисем ӑна ку шухӑшран пӑрӑнма ыйтнӑ. Пӗрремешӗнчен, ачана усрава илекенсен списокне 5 ҫуллӑха хатӗрленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Зинаидӑн сывлӑхӗ хавшак.

Анчах хӗрарӑм парӑнмасть. Вӑл малалла кӗрешӗ. Халӗ Зинаида амӑшне праваран хӑтарасса кӗтет. Лешӗ вара хӗрарӑм ухмаха ернине, ывӑлне вӑйпа тытнине пӗлтерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37072
 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарти Париж Коммунин 16-мӗш «а» ҫуртӗнче пурӑнакансем ҫак пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. 20 ҫул…

Ҫынсем ҫурта авариллисен йышне кӗртес ыйтупа 20 ҫул чупнӑ. Ку ыйтӑва вӗсем 1996 ҫултах ҫӗкленӗ. Ун чухне стенапа мачча ҫурӑлма тытӑннӑ. Паян вара ҫурт ишӗлмех тытӑннӑ: штукатурка тӑкӑнать, урай ҫӗрнӗ, картлашка чалӑшнӑ…

Тӗлӗнмелле те, ҫак лару-тӑрӑва курса тӑрса чиновниксем ӑна пурӑнма юрӑхсӑррисен списокне кӗртме мар, тӗплӗн юсама йышӑннӑ. Ку йӑнӑша Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫурта ишсе антарса ун вырӑнне ҫӗннине ҫӗклесен укҫа сахалрах тӑкакланать.

Халӗ ку ҫурта пурӑнма юрӑхсӑррисен йышне кӗртнӗ. Ӑна 2005 ҫултах ишсе антармалла пулнӑ. Ун чухне ку ӗҫе 2009 ҫула куҫарнӑ. Ун чухне те ишсе антарман.

 

Пӑтӑрмахсем

Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европӑри суд милици чӳречинчен пенӗ арҫынна Раҫҫей правительствине 23 пин евро тӳлеттерме йышӑннӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Леонид Петровпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах 2006 ҫултах пулса иртнӗ. 10 ҫул каялла, шӑп та лӑп юпа уйӑхӗнче, ӑна Шупашкарти Мускав районӗнчи Шалти ӗҫсен пайне наручник тӑхантартсах тытса пынӑ. Йӗрке хуралҫисенчен шар курнӑ арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ӳсӗр оперативниксем ӑна хӗнесе пӗтернӗ, мӑшкӑллассипе хӑратнӑ. Ҫапла пуҫтахланса вӗсем ӑна вӑрланине тата ҫынна вӗлернине йышӑнтарасшӑн пулнӑ. Тытса чарнӑскерӗн аллине йӗрке хуралҫи шутланакан этемсем 40 килограмм таякан кире пуканӗ ҫыхса лартсах хӗненӗ. Чӳречерен перессипе те хӑратнӑ. Преступлени тунине йышӑнманнине кура арҫынна вӗсем, чӑн та, чӳречерен тӗксе янӑ.

Суранланнӑ арҫынна пульницӑра операци тунӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ ҫынна сиплев учрежденийӗнче те кравать ҫумне аллине сӑнчӑрласа тытнӑ.

Чӑваш Енӗн следстви органӗсем милиционерсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма 24 хутчен хирӗҫленӗ. Юлашкинчен ӗҫ-пуҫ Европӑри судах ҫитнӗ. Унта этем правине пӑснине ҫирӗплетсе панӑ-панах.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 746, 747, 748, 749, 750, 751, 752, 753, 754, 755, [756], 757, 758, 759, 760, 761, 762, 763, 764, 765, 766, ... 1070
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 06

1902
123
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
114
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
76
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ