Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Тӑвай ялӗнче мини футбол енӗпе республикӑри II уҫӑ турнир иртӗ. Ӑна Андрей Албутова асӑнса ирттереҫҫӗ.
Ӑмӑрту Тӑвай районӗнчи Тӑвайра вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли спорт комплексӗнче иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ.
Турнира кӑмӑл пуррисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарӗҫ, парнесем, медаль, хисеп грамоти парӗҫ.
Кунашкал ӑмӑрту пӗлтӗр те иртнӗ. Ун чухне 17 команда хутшӑннӑ. 1-мӗш вырӑна Канаш районӗ йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна Тӑвай районӗ тухнӑ, 3-мӗшне — Шупашкар хули.
Турнира хутшӑнас текенсен утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен заявка памалла. Ӑна ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: vladislav.pavlov7891@yandex.ru.
Шупашкарта кӑҫал парксене хӑтлӑх кӳме самай укҫа уйӑрма палӑртса хунӑ.
«Лакрей вӑрманӗ» парк та, «Андриян Николаев космонавт ячӗллӗ парк» та унчченхи ҫулсенче хыснаран кӗмӗл курса кайманнине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтерет.
Кӑҫал парксем самай «кӗмӗллӗ» пулӗҫ. Лакрей вӑрманне 10 миллиона тенкӗ уйӑрнӑ та ӗнтӗ. Унта ҫуллахи кинотеатр ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ӑна тепӗр уйӑхран уҫма палӑртнӑ.
Паркри хунарсене те ылмаштарма шухӑшласа хунӑ май пурӗ 95 штук ҫӗнетнӗ. 1,5 километр тӑршшӗ ҫутӑ линине улӑштарнӑ. Урапасем лартмалли вырӑнсене те пӑхса хӑварӗҫ. Паркӑн тӗп аллейине ҫаврака тӑвӗҫ, асфальт сарӗҫ.
80 ҫӗнӗ сак вырнаҫтарӗҫ.
Паркра ҫӗртмен 20-мӗшӗ тӗлне асфальт сарса пӗтересшӗн. Кун валли кӑна 3,5 миллион тенкӗ тухса кайӗ.
Шупашкарта пурӑнакан, шкула ҫӳрекен пике ҫулла укҫа ӗҫлесе илме шухӑшланӑ. Анчах хӑйне евӗр «ӗҫ» тупнӑ вӑл.
Хӗр спайса пӗр вырӑнтан теприне куҫарнӑ. Унтан ӑна туянакана илнӗ. Вӑрттӑн вырӑнсен паллисене пике тӗнче тетелӗнчен пӗлнӗ. Кун пирки ӑна «ӗҫпе тивӗҫтерекен» хыпарланӑ.
Хӗр наркотике вырӑнтан вырӑна куҫарнӑшӑн 100 тенкӗ ҫеҫ тӳленӗ. Анчах ҫур ҫултан ӑна оперативниксем тытса чарнӑ. Наркополицейскисем 52 грамм наркотик туртса илнӗ.
Суд шкул ачи тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна ирӗкрен 2 ҫул та 10 уйӑхлӑха хӑтарнӑ. Ку вӑхӑта вӑл юсанмалли колонире ирттерӗ. Анчах ӑна «ӗҫпе тивӗҫтерекен» ҫын ирӗкре-ха. Халӗ ӑна шыраҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкекре Volkswagen Polo урапа хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ "ВАЗ-111930"-на пырса тӑрӑннӑ. Пӗрремӗш машинӑн рулӗ умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулхи ывӑлӗ пулнӑ. Республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ кӑштахранах ывӑлӗшӗн явап тытма хатӗррине пӗлтернӗччӗ.
17 ҫулхи каччӑна 15 пин тенкӗ штрафланӑ. Вӑл правасӑр-мӗнсӗр ҫула тухнӑ пулнӑ.
Машинӑпа ҫула тухма ирӗк панӑшӑн ашшӗне 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлӗ инкеке лекнине федераци МИХӗсем те пӗлтернӗ, ҫав шутра - 1-мӗш канал та.
Шупашкарта каллех ҫын пысӑк ҫӳллӗшрен ӳкнӗ. Арҫын вилмеллех аманнӑ. Ку ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче пулнӑ. Арҫын картлашка лапамӗнчен персе аннӑ.
Ахӑртнех, вӑл улттӑмӗш хутран персе аннӑ. Вӑл эрех-сӑра ӗҫме пултарнӑ. Арҫын ҫав ҫуртра пурӑнман. Тӑваттӑмӗш подъездри картлашка лапамӗнче эрех-сӑра ӗҫме пухӑнаҫҫӗ-мӗн.
Халӗ оперативлӑ тӗпчев мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Арҫын хӑш хутран ӳкни паллӑ мар.
Сӑмах май, паян Шупашкарти Энгельс урамӗнче те пӑтӑрмах пулнӑ. Унта 55 ҫулти арҫын виҫҫӗмӗш хутран сикнӗ. Халӗ вӑл реанимацире выртать.
Нумаях пулмасть 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытнӑ. Чӑваш Енре 36 пункт ӗҫленӗ. Пур ҫӗрте те видеокамера вырнаҫтарнӑ.
Экзамена федераци инспекторӗсем, общество сӑнавҫисем, Рособрнадзорнӑн специалисчӗсем тимлӗ пӑхнӑ. Кӑҫал аттестат илес тесен сахалтан та 24 балл пухмалла пулнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ.
Вырӑс чӗлхипе экзаменран пилӗк ҫамрӑка кӑларса янӑ. Вӗсем шпаргалкӑран ҫырса илме хӑтланнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Канаш, Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнче харӑсах икӗ ҫынна экзаменран кӑларса янӑ. Экзамена вӗсем ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илӳ предприятийӗсене ҫитсе курнӑ. Унпа пӗрле ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов пулнӑ.
«Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Михаил Игнатьев тавара ӑҫтан илсе килнипе кӑсӑкланнӑ. Раҫҫейри регионсенчен, Беларуҫран, Азербайджанран, Таджикистанран, Узбекистанран, Арменирен тата ытти тӑрӑхран илсе килеҫҫӗ-мӗн.
Унтан Михаил Игнатьев Тӗп пасара ҫитнӗ. Чарӑну патӗнче ларакан квас пички иртен-ҫӳрене чӑрмантарнине шута илсе Михаил Игнатьев Леонид Черкесова йӗрке тума хушнӑ.
«Санар» лавккара, Мускав проспектӗнче вырнаҫнинче, Михаил Игнатьев туянакансем валли суйламашкӑн тавар пуррине палӑртнӑ. Продукцин 70 проценчӗ — Чӑваш Енрен.
Шупашкарти кадетсен 14-мӗш шкулӗнче вӗренекен Кристина Кузьминан ӗҫӗ (унччен вӑл республика шайӗнче мала тухнӑччӗ) РФ ШӖМӗ ирттернӗ конкурсра чи лайӑх 10 ӗҫсен йышне кӗнӗ. «Степа пичче полицейски» конкурса 94 ӗҫ финала тухнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра чи лайӑххисене палӑртнӑ. 10 ӗҫсен йышне пирӗн ентешӗнни те кӗнӗ. Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурса 5 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Ачасем пластилинран, тӑмран, ытти материалтан пуканесем, полицейскисем, ӑсталнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Тутар, Пушкӑрт, Карачай-Черкес республикисенчи, Чулхула, Самар, Свердловск, Мурманск облаҫӗсенчи, Ханты-Манси автономи округӗнчи, Пермь крайӗнчи ачасем кӗнӗ. Вӗсене РФ ШӖМӗ парнесемпе хавхалантарӗ.
Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ. Кун пек шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗнет-мӗн.
«Самар — аэропорт Курумоч — Тольятти» маршрутпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли чукун ҫул тӑвас проекта сӳтсе явнӑ май Шупашкар пирки аса илнӗ. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» обществӑра «Мускав – Хусан» маршрута «Шупашкар – Чӗмпӗр» йӗрпе ҫыхӑнтарсан кӑна укҫа хывнин усси пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Аса илтеретпӗр, «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне тума Китай пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна Китай Халӑх Республикин посолӗ Ли Хуэй каланӑ. Ли Хуэй Китайра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль строительстви енӗпе пысӑк опыт пуррине палӑртнӑ. Унта кирлӗ технологисем те пур-мӗн.
Шупашкарти аэропорт «МАЧ» тулли мар яваплӑ обществӑн аллине куҫнӑ. Обществӑн бенефициарӗ, хрантсус чӗлхинчен куҫарса чӑвашлатсан, харпӑрлӑхҫи, — Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Ильяс Калмыковӑн ҫемйи. Ильяс Калмыков «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин умсуйлавне хутшӑнчӗ. Унта вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланас шухӑшлӑ кандидатсен шучӗпе тухнӑччӗ.
Шупашкарти аэропортӑн управляющи компанийӗ ылмашнине ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчех пӗлтернӗ иккен. Ун чухне аэропорт хӑйӗн 70 ҫулхине уявланӑ.
Аэровокзала «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкар пӗтӗм тӗнчери аэропорт) тулли мар яваплӑ общество тытса тӑрӗ. Инвесторӗ — «Аэрофьюэлс» компани (ертӳҫи Руслан Минаев).
Маларах асӑннӑ «МАЧ» учредителӗсем «Аэрофьюэлс Групп» (51%) тата «Аэротехнологии» (49%) обществӑсем иккен. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат «Контур-Фокус» тытӑм пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. «Аэротехнологии» обществӑн учредителӗ — «Базис» общество. Юлашкинчен асӑнни Зухра Расыховна Калмыковӑн шутланать. Вӑл вара, маларах асӑннӑ хаҫат илтнӗ тӑрӑх, — Ильяс Калмыковӑн амӑшӗ. «Базис» пуҫлӑхӗ — Алексей Львов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |