Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ывӑлӗшӗн явап тытма хатӗрри пирки пӗлтернӗ.
«Ман ҫул ҫитмен ывӑл хӑйне тӗрӗс мар тытса пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Унӑн ӗҫӗсемшӗн эпӗ явап тытма хатӗр. Сире вара ачӑрсемпе пӑтӑрмахсем ан пулччӑр тесе сунатӑп, сирӗн ачасем сывӑ та телейлӗ пулччӑр», — пӗлтернӗ вӑл паян ирхине.
Эпир маларах пӗлтернӗччӗ, нумай пулмасть Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннӑ — Volkswagen Polo тата ВАЗ-111930. Пӗрремӗш машинӑн рулӗ умӗнче 17 ҫулхи Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ пулнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн икӗ водитель те суранланнӑ. ВАЗ-111930 машинӑн рулӗ умӗнче ларакан ҫын урӑ пулни паллӑ, Ладыков ывӑлӗ вара эрех ӗҫни тӗлӗшпе тӗрӗсленме килӗшмен.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче чысланӑ.
Ултӑ кунра Чӑваш Ен ҫыннисемпе хӑнисем 52 фильм курнӑ. Вӗсенчен 8-шӗ — Чӑваш Енри. Фестивальпе килӗшӳллӗн, фильмсене Вӑрмарта, Сосновкӑра, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче кӑтартнӑ.
«Чи лайӑх сценарий» номинацире Олег Хамоков (Кабаржа-Балкар Республики, «Армия» фильм) тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх режиссура» номинацире «Суицид» фильмӑн режиссерӗ Шеннадий Алхимов ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх фильм» — «Февраль» (Чечня Республики, режиссерӗ Руслав Магомедов). Куракансем Александр Прошкинӑн «Охрана» фильмне килӗштернӗ. Чи лайӑх оператор — Михаил Кардашевский (Якут Республики, «Заблужившиеся»). Юрий Спиридонова Чӑваш наци кинематографӗн аталанӑвне хастар хутшӑннӑшӑн чысланӑ. Иккӗмӗш планри чи лайӑх роле Ольга Озоллапиня вылянӑ. «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» — Ярослав Жалнин («Трагедия в бухте Роджерс»). «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан – Мария Коровина («Охрана»). Чи лайӑх оператор — Шандору Беркеши («Ангелы революции»).
Ҫӗркаҫ ҫурҫӗр тӗлӗнче Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Volkswagen Polo маркӑлли, тепри — Lada Kalina.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ урапана 17 ҫулти каччӑ тытса пынӑ иккен. Вӑл умра пыракан урапаран иртсе каяс тесе машинӑсене хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ урапана пырса тӑрӑннӑ. Инкекре икӗ водитель те суранланнӑ.
Урапасем ҫапӑннишӗн айӑплӑ машинӑна тытса пыраканнин водитель прави те пулман-мӗн. Инкеке асӑрханисем ӗнентернӗ тӑрӑх, руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ ларса пынӑ. Каччӑ ӳсӗр пулнӑ имӗш, вӑл медицина тӗрӗслевӗ тухма килӗшмен. Юлашкинчен каланине (яш медтӗрӗслеврен пӑрӑннине) Чӑваш Енӗн ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ.
Шупашкар хулинче пляжсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Анчах ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине кура графика ылмаштарнӑ, пляжсене ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу кӑларнӑ.
Пляжсене официаллӑ майпа уҫиччен Алексей Ладыков Атӑл хӗррине ҫитсе ҫаврӑннӑ. Унта вӑл хула ҫыннисене канма хӑтлӑ тата хӑрушсӑр условисем туса панипе паманнине хакланӑ.
«Инженери хӳтлӗхӗ» акционерсен обществин пуҫлӑхӗ Олег Алексеев шыва кӗмелли тапхӑр валли хулари мӗнпур пляж хатӗррине ӗнентернӗ.
Чӑн та, шыва кӗме ирӗк париччен пляжсене хӑйӑр илсе килсе сарнӑ, водолазсем шыв айӗнче мӗн пуррине тӗрӗсленӗ, пляж йӗри-тавралла тасатса тухнӑ.
Пляжсене пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Алексей Ладыков пӗтӗмӗшле илсен кӑмӑллӑ юлнӑ, туса ҫитерейменнине пӗр эрнере вӗҫлеме хушнӑ.
Пляжсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирхи вуннӑран пуҫласа каҫхи саккӑрччен ӗҫлӗҫ.
Ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашлӑха туйма, тӑван чӗлхепе пуплеме хӑнӑхтармалла. Хӑш-пӗр ача пахчисем ку енӗпе питӗ маттур. Уйрӑмах — Шупашкарти 143-мӗш ача пахчи.
Ҫак кунсенче асӑннӑ ача пахчине «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ концертпа килнӗ. Ансамбль ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Леонид Захаров.
Концерт программи пуян пулнӑ. Ачасем валли тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Репертуарта чӑвашсен ӗлӗкхи юррисем, йӑли-йӗркисем пулнӑ.
Ансамбль пулӑшнипе ачасем чӑвашсен культурипе паллашнӑ. Хӗрарӑмсен илемлӗ наци тумӗ, интереслӗ постановкӑсем шӑпӑрлансене питӗ килӗшнӗ.
Шупашкарти 143-мӗш ача пахчинчен ыттисен тӗслӗх илмелли пурах.
Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратурӑна Казахстанӑн тӗп хулинче, Алма-Атара, ҫуралнӑ 41 ҫулти Рамиль Рафикова лартнӑ.
Юстицин советникӗ прокурор пулассишӗнех инҫет ҫӗртен куҫса килмен — вӑл унчченех Чӑваш Енре ӗҫленӗ.
Рамиль Тафикович вӗренме те пирӗн республикӑн тӗп хулинче ӑс пухнӑ: 1998–2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти коопераци институтӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Унтан диплом илсе тухнӑ ҫулхинех ӑна юпа уйӑхӗнче республикӑн прокуратура органӗсенчен пӗрне, Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурине прокурорӑн пулӑшаканӗ пулма илнӗ. Кайран вӑл тӗп хуламӑрти Ленин районӗнчи прокурора пулӑшма тытӑннӑ, унтан тата — Калинин районӗнчине. 2007 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна Шупашкарти Мускав район прокурорӗн ҫумӗн должноҫне шаннӑ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ район прокурорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Чиновниксем халӗ Крым Украина куҫӗнчен пӑхманнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Украина малашне ҫурмаутрава электричество энергийӗпе тивӗҫтермӗ, мӗншӗн тесен халӗ вӗсен хӑйсен пур.
Крымри Керченск пырӗ урлӑ выртакан энергокӗпере кӗске вӑхӑтра туса пӗтернӗ. Юлашки ӗҫе ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Энергокӗпере тунӑ ҫӗрте Шупашкарти «Электроприбор» савутра туса кӑларнӑ продукципе те усӑ курнӑ.
Чӑвашри савут кун валли виҫмелли приборсене ятарласа кӑларнӑ. Вӗсем пулӑшнипе Крым Республикине энерги кӑлтӑксӑрах кайӗ.
Энергокӗпере тунӑ чухне ҫӗр тӑрӑх 800 ҫухрӑм кабель хунӑ. Керченск пырӗ тӗпӗнче 230 ҫухрӑмлӑ электропередача линийӗсене хунӑ.
Муниципалитетпа муницпалитета ҫыхӑнтаракан транспорта Шупашкара кӗртме пӑрахтарасшӑн-тӑр. Хулине кӗртӗҫ-ха, анчах вӗсене Шупашкар тӑрӑх пассажирсене илсе ҫӳреме чарасшӑн курӑнать.
Мӗнле маршрутсем ун пеккисем тетӗр-и? Самай ун йышшисем. Ҫӗнӗ Шупашкартанах, сӑмахран, Шупашкара темиҫе маршрут хутлать. Ҫӗрпӳрен килекен 173-мӗш маршрут та вокзалта чарӑнмасть, Шупашкарӑн пӗр пайӗпе иртет. Кӳкеҫрен хутлакан 325-мӗш маршрут та ҫавӑн пекех. Тепӗр майлӑ каласан, пассажирсемшӗн питӗ меллӗ маршрутсем Шупашкарпа кӑна хутлакан транспортшӑн самай чӑрмав кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫынсем хулара тепӗр маршрут ҫине куҫса лармасӑрах ҫитес вырӑна ҫитме пултарнине, укҫа перекетленине теприсем тӳнтерле йышӑннӑ курӑнать. Шупашкар витӗр иртекен хула ҫумӗнчи маршуртсене йӗркелеме республикӑра ӗҫ комиссийӗ туса хунӑ, ӑна Михаил Резников вице-премьер ертсе пырать.
Ӳркенменнисем, пуҫа ун пек те, кун пек те ӗҫлеттерекеннисем тем тӗрлӗ конкурс та шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Кашни ӑмӑртӑвӑн хӑйӗн тӗллевӗ.
Шупашкар 500 ҫуллӑх паркӗ тата Спортӑн кинологи енӗсен «Лидер» клубӗ йытӑсене ӑмӑрттарать. Кӑҫалхипе пуҫласа мар-ха. Унчченех ун йышшине йӗркелеме тытӑннӑ.
Ҫулсерен ирттерекен дог-шоуна ҫу уйӑхӗн 29-мӗшенче йыхравлаҫҫӗ. Унта хитре йытӑсене тата вӗсен пултарулӑхне палӑртма шантараҫҫӗ.
«Енчен сирӗн йыттӑр титулсемпе хисеплӗ ятсемсӗр, анчах вӑл сирӗншӗн чи хитри те пултарулли пулсан, «Барбос кубокӗ-2016» — унӑн ҫӑлтӑрлӑ сехечӗ», — ҫапла илӗртмелле хыпарланӑ Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантаракан управленийӗ хайӗн сайтӗнче. Пурне те парнесемпе хавхалантарма шантарнӑ.
Республикӑри медицина учрежденийӗсенче паллиативлӑ пулӑшу кӳрес ӗҫе йӗркелесшӗн. Кун пирки нумаях Республикӑри клиника пульницинче нумаях пулмасть иртнӗ Тӗп врач кунӗнче калаҫнӑ.
Чӑвашла мар ҫак сӑмах сипленмен чирпе тата йывӑррӑн аталанакан амакпа аптӑракансене сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче пулӑшу кӳрессине пӗлтерет.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин паллиативлӑ пулӑшу енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман тӗп специалисчӗ Светлана Богатеева Паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен Европӑри ассоциаци вилекен пациентсенчен 89 процентне маларах асӑннӑ йышши пулӑшу кирлӗ.
Ҫынсен кун-ҫулӗ вӑрӑмланса пынӑ май кун пек пулӑшу кирлисем татах та йышланӗҫ.
Паянхи куна пирӗн республикӑри пульницӑсенче сестра пулӑшу кӳрекен 6 уйрӑм ӗҫлет, паллиативлӑ пулӑшу уйрӑмӗ те улттӑ. Виҫӗ пульницӑра паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен пӳлӗмсем уҫнӑ.
Ҫитес уйӑхра Комсомольски район пульницинче сестра пӑхакан 20 койкӑллӑ уйрӑм уҫмалла. Ҫулла республикӑри онкологи пульницинче тата Шупашкарти хулари тӗп пульницӑра паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен пӳлӗмсем ӗҫлеттерсе ямалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.