Шупашкарти «Энергия» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче шашка уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптакан Артем Тихонов Раҫҫейри чи вӑйлӑ шашистсен йышне кӗнӗ. Вӑл ҫак кунсенче Ярославль облаҫӗнче иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ.
Артем Тихонов 8 ҫул тултарман ачасен йышӗнче тупӑшнӑ. 7 ҫулти арҫын ача икӗ ушкӑнра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, Артемӑн пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар ку. Вӑл — Раҫҫей, Европа тата тӗнче ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫипе призерӗ. Пӗлтӗр Артем Раҫҫейре шашка енӗпе иртнӗ тупӑшӑвӑн ҫӗнтерӳҫисен йышне кӗнӗ.
Даниил Леонидова та палӑртмалла. Ҫак шкултах ӑсталӑхне туптаканскер пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вара Раҫҫей шайӗнче каллех ӑмӑрту иртмелле. Унта Шупашкар чысне 12-ри Анастасия Павлова хӳтӗлӗ.
Мӗнле пурӑнать-ха сӑвӑҫӑ паянхи ҫӑмӑл мар саманара? Уҫӑ эфирта тухакан «Ирхи тӗпел» передачӑра чӑваш сӑвӑҫи, Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫисен перлӗхӗн пайташӗ, Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Федорова Любовь Михайловна пулчӗ. Вӑл передачӑна ертсе пыракан Марина Карягинӑпа поэзи шӑпипе ун пуласлӑхӗ ҫинчен пуплерӗ. Шупашкарти 1-мӗш гимназире чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса вӑй хураканскер, чӑваш чӗлхи малашлӑхӗ ҫинчен те калаҫрӗ. Паллах, ӗҫе темле юратсан та йывӑрлӑхсемсӗр пулмасть. Ҫапах та Любовь Михайловна тӑван чӑваш чӗлхи нихӑҫан та пӗтмессе шанса калаҫрӗ.
Сӑмах май, Любовь Михайловна пушӑн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Эпир ӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатпӑр. Ырлӑх, сывлӑх, иксӗлми, телей, ҫитӗнӳсем сунатпӑр.
Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑша Шупашкарти шкул ачисем Алексей Маресьев Совет Союзӗн Геройӗ пирки пӗлессишӗн пырса ҫитнӗ. Нарспи Васильева таврапӗлӳҫӗ Н.В. Смирнов сержант ячӗллӗ Шупашкарти 33-мӗш шкулта 5-мӗш «а» тата 5-мӗш «б» классенче вӗренекенсене А. Маресьев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине аса илтернӗ май унӑн патӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи кунсенчен пӗринче унӑн самолетсене персе антарсан малтан вӑл аманнӑ урипе пӗтӗм вӑя пухса, кайран хырӑмпа шуса 18 талӑк хушши фронт лини енне талпӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра йывӑҫ хуппипе, ҫырлапа тӑранкаланӑ. Вӑрманта выртакан вырӑс салтакне Новгород облаҫӗнчи Валдай районӗнчи Плав ялӗнчи ашшӗпе ывӑлӗ вӑрманта халсӑрланса выртнине асӑрханӑ-ха, анчах вӑл сӑмах чӗнменрен нимӗҫ пуль тесе пӑрӑнса утнӑ. Кайран ӑна ҫав ялти икӗ арҫын ача, Сережӑпа Саша, асӑрханӑ. Сашӑн ашшӗ вырӑс летчикне яла илсе кайнӑ. Темиҫе эрне пӑхнӑ ӑна ял ҫыннисем. Тухтӑр пулманнипе кайран госпитале ӑсатнӑ.
Сӑмах май каласан, Нарспи Корниловна хӑй те кӑсӑклӑ ҫын. Вӑл таврапӗлӳҫӗ кӑна мар, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, Йӗпреҫ поселокӗн хисеплӗ ҫынни.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) ача-пӑчан ӳнер шкулӗнче Элли Юрьев ячӗпе астӑвӑм каҫӗ ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Пурӑннӑ пулсан паллӑ художник ӗнер сакӑрвунӑ ҫул тултармаллаччӗ. Аса илтеретпӗр, Элли Юрьев — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗ, академик, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ. Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗре ҫуралнӑ.
Элли Юрьева асӑнса Патӑрьелти тӗп вулавӑшра «Выдающиеся люди Чувашии: Элли Юрьев» (чӑв. Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем: Элли Юрьев) кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Унти материалсем тӑрӑх художник Чӑваш Енӗн Патшалӑх гербӗн тата Патшалӑх ялавӗн, Шупашкар хула гербӗн тата ялавӗн авторӗ пулнине те пӗлме пулать.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче вилекенсен йышӗ Чӑваш Енре сахалланнӑ. Статистсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчинчен кӑҫалхи ҫак тапхӑрта ҫын вилесси 3,5 процент чакнӑ. Цифра чӗлхипе тата официаллӑ чӗлхепе каласан, ҫын йышӗ естествӑлла майпа чакнин кӑтартӑвӗ 84-па танлашнӑ. Унчченхи тапхӑрпа танлаштарсан, ку вӑл 168 сахалтарах.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенчен пӗлтӗрхинчен 2,8 процент ытларах ача ҫуралнӑ: «ҫӗн кайӑксен» йышӗ 2590-пе танлашнӑ. Ҫын шучӗ естествӑлла майпа ӳснӗ хуласен шутӗнче — Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Йӗпреҫпе Красноармейски районӗсем.
Вилекенсен шучӗ — 2674. Ҫынсен 43 проценчӗ юн ҫаврӑнӑшӗсен чирӗпе пурнӑҫран уйрӑлнӑ, тулаш сӑлтавпа — 41 проценчӗ, вар-хырӑм тата сывлӑш ҫулӗсен чирӗпе — 6,4 тата 5,4 проценчӗ.
Шупашкарти Дементьев урамӗнчи 2-мӗш ҫурта кивӗ ҫуртсенчен пурӑнма куҫарнӑ ҫынсене малтанхи кунсенчен тытӑнсах кӑлтӑк ҫине кӑлтӑк канӑҫсӑрлантарма тытӑннӑ.
Халӑха калаҫтаракан ҫак ҫуртпа Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл унта пурӑнакансене урӑх ҫӗре куҫарма ыйтма пултарасси пирки «Мой город» интернет-хаҫат ҫырать. Ку шухӑша асӑннӑ фондӑн Президент хушӑвӗсене пурнӑҫа кӗртнине тишкерекен никама пӑхӑнман центр ертӳҫи Николай Николаев республикӑн Строительство министерствин тӳре-шарине систернӗ.
Дементьев урамӗнчи 2-мӗш ҫуртӑн подъезчӗсенчен пӗри ҫынсем пурӑнма куҫнӑ-куҫман ишӗлме тытӑннӑ, путвалта шыв кӳлленме пуҫланӑ. Кунсӑр пуҫне вентиляци тата лифтсем ӗҫлемен. Халӑх фрончӗ хушша-хуппа кӗнине пула ҫурта тӑвакан компани кӑлтӑксене пӗтерме тӑрӑшнӑ-ха, ҫапах та вӗҫне ҫитермен-мӗн.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ.
Малашнехи ӗҫсене правӑна сыхлакан органсем сӑнаса тӑнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.
...Сӗтев сӗнекен арҫынна следстви пынӑ вӑхӑтра хупса усрама йышӑннӑ, хӗрарӑма килте лармалла йышӑннӑ.
Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче спорт комплексӗ хута яма тытӑннӑ. Унта ачасем сӗтелҫи теннисӗпе тата ухӑран перессипе ӑсталӑхне туптӗҫ.
Комплекса тӑвас ӗҫ хӗрсех пырать. Унта спортзал, тренажер центрӗ, хывӑнмалли пӳлӗм, администраци пӳлӗмӗсем пулмалла. Спорт комплексне хута ямашкӑн 90 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Объекта ҫу уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Тренировкӑсем ҫӗртме уйӑхӗнче пуҫланмалла. Хальхи йышши технологисемпе усӑ курни спорт комплексне темиҫе уйӑхрах туса пӗтерме май парать. Ӑна Республика кунӗччен уҫма палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна ывӑлне вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын килӗнче пулнӑ. Унпа пӗрле 25 ҫулти ывӑлӗ пурӑннӑ. Иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ. Часах хирӗҫсе кайнӑ вӗсем. Ашшӗ ывӑлне отверткӑпа, мӑлатукпа кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Арҫын каланӑ тӑрӑх, ывӑлне туяннӑ эрехӗн хаярлӑхӗ килӗшмен-мӗн. Ашшӗ ӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн кӗлеткине касса вакланӑ. Унтан ҫӗрле хӑш-пӗр пайне ҫӳп-ҫап контейнерне тухса пӑрахнӑ. Ыттине простыньпе ҫавӑрса канализаци люкне ывӑтнӑ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап илсе тухакан организаци ӗҫченӗсем полицие шӑнкӑравласа ҫын кӗлеткин пайӗсене тупнине пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта суту-илӳ точкисене "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти пайташӗсем тӗрӗслеме тытӑннӑ. Паян вӗсем "Шупашкар" пасарта пулнӑ.
Парти символикиллӗ куртка тӑхӑнни кӑна тӗрӗслев ирттерме ирӗк памасть-ха. Вӗсемпе пӗрле Шупашкар хула администрацийӗн потребитель пасарне тата усламҫӑлӑха аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин, Россельхознадзорӑн ӗҫченӗсем тухнӑ.
"Халӑх тӗрӗслевӗ" тесе ят панӑ рейд вӑхӑтӗнче апат-ҫимӗҫ сутакансем йӗркене пӑснипе пӑсманнине хакланӑ. Тӑпӑрчӑ, услам ҫу, сысна пуҫӗнчен хатӗрленӗ какай туянса пӑхнӑ вӗсем. Илнӗ партине Россельхознадзорӑн лабораторине янӑ. Апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗ кирлӗ шайра пулмасан ӑна сутакансен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ мера йышӑнса вӗсене явап тыттарасси пирки систереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |