Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑш Раҫҫей кинематографӗнче палӑрнӑ Чӑваш Ен ҫыннисен списокне хатӗрленӗ. Унпа паллашма сире те кӑсӑклӑ пулӗ тетпӗр.
Иоаким Максимов-Кошкинский: чӑваш театрне пуҫарса яраканӗ, пӗрремӗш чӑваш фильмӗсене ӳкерекенӗ, актер, режиссер, драматург, ЧАССР халӑх артисчӗ. Иван Яковлев ентешӗ. Раҫҫей шайӗнчи фильмсенче вылянӑ: «Романтики», «Алмазы», «Алитет уходит в горы». Сӑмах май, Иоаким Степанович ӳкернӗ картинӑсене хӑй вӑхӑтӗнче чикӗ леш енче те хапӑлласа йышӑннӑ.
Тани Юн: И.С.Максимов-Кошкинский мӑшӑрӗ. Чӑвашсен пӗрремӗш киноактриси, Раҫҫей шайӗнчи ӗҫӗ: «Атӑлҫи пӑлхавҫисем».
Петр Вельяминов: РСФСР халӑх артисчӗ. «Унӑн сумне эпир »харпӑрлӑха« илни, тен, тӗрӗсех мар, ҫапах та...», — теҫҫӗ вулавӑш ӗҫченӗсем. Вӑл 1926 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. 1943-1952 ҫулсенче ӑна репрессиленӗ. 60-мӗш ҫулсенче Дзержинск, Новочеркасск, Иваново, театрӗсенче вылянӑ, ҫав шутра пӗр хушӑ Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ӗҫленӗ. Чи паллӑ ӗҫӗсем: «Тени исчезают в полдень», «Вечный зов», «Повесть о человеческом сердце», «Пираты ХХ века»…
Станислав Садальский: Чӑваш Ен, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Грузи халӑх артисчӗ Станислав Садальский Патӗрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче учительсен ҫемйинче 1951 ҫулта ҫуралнӑ.
Ӗҫне кура хисепӗ. Ҫапла каланӑ ваттисем. Александр Никитин 40 ҫул ӗнтӗ Шупашкарти Электроаппарат савутне ӗҫе утать. Уншӑн юратнӑ ӗҫе каясси — чӑн-чӑн уяв. Нумаях пулмасть ӑна «РФ тава тивӗҫлӗ машиностроителӗ» ята панӑ.
Александр Никитин савута салтакран таврӑнсанах вырнаҫнӑ. Вӑл улттӑмӗш разрядлӑ станочника ҫити ӳснӗ. Ӗҫре вӑл тума пултарайманни ҫук та пулӗ. Кирек мӗнле станока та вӑл итлеттереет.
Александр Никитин ҫапла калать: «Чи кирли — чертеж. Тата мӗн пур ӗҫе вӗҫне ҫити тумалла». Ертӳлӗх ӑна питӗ хаклать. Вӗсем Александр Никитинсӑр хӑйсене алӑсӑр пекех туяҫҫӗ.
Александр Федорович чылай ҫамрӑка ӗҫе вӗрентнӗ. Чертежпа унран мӗн те пулин ыйтас тӑк вӑл ҫийӗнчех хурав тупать. Унӑн часах тивӗҫлӗ канӑва тухма вӑхӑт ҫитет. Анчах ӗҫрен каяс килмест унӑн. Унсӑр савут та пушанса юлать вӗт.
«Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑваттӑн кӗрешнине унччен ҫырнӑччӗ. Кандидатсемшӗн тӗнче тетелӗнче сасӑлама май пулнӑ. Ҫурлан 11-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫак хисеплӗ ята кама парассине сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер: кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулнӑ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хисеплӗ ята икӗ ҫынна пама йышӑннӑ. Ӑна Анатолий Леонтьев тата Николай Григорьев тивӗҫнӗ.
Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава 19 пин ҫын хутшӑннӑ. Николай Григорьев — 37%, Анатолий Леонтьев — 36%, Майя Костина 15%, Алексей Яковлев 12% сасӑ пухнӑ. «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнисене ҫурлан 18-мӗшӗнче чыслӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсене преми парасси пирки хушу алӑ пусать. Ҫакна вӗренӳ тытӑмне аталантарма пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Каҫал та Михаил Васильевич 30 вӗрентекене премипе хавхалантарнӑ. Вӗсенчен кашниех 20 пин тенке тивӗҫнӗ. Премие тивӗҫнӗскерсем шкулта, ача пахчинче е ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче вӑй хураҫҫӗ.
Палӑртмалла: 20 пин тенке тивӗҫнӗ вӗрентекенрен 16-шӗ — Шупашкартан.
Чылайӑшӗ хваттер е пӳлӗм тара тытса пурӑнать. Раҫҫейри тӗрлӗ регионта хваттер тара тытма мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ? Танлаштарӑм хатӗрленӗ.
Шупашкар списокра юлашки вырӑнтан пӗрне йышӑннӑ. Раҫҫейӗпе пӗтӗмӗшле илес-тӗк, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗпе танлаштарсан, Раҫҫейре пӳлӗм тара тытмашкӑн хаклӑрах.
Мускавра тара тытнӑ пӳлӗмшӗн уйӑхне 15657 тенкӗ памалла. Унтан списокра Сургут вырнаҫнӑ. Унта ҫакӑншӑн 13242 тенкӗ тӑкакламалла. Мускав облаҫӗнче — 12216, Питӗрте 11406 тенкӗ тӳлемелле.
Магнитогорскра пӳлӗмшӗн 3500 тенкӗ ҫеҫ тӳлемелле. Шупашкарта пӳлӗме вӑтамран 3677 тенкӗпе тара тытма май пур. Пензӑра — 3833, Омскра — 4200, Саранскра 4250 тенкӗ тӳлемелле. Палӑртмалла: Шупашкарта пӳлӗм тара тытмашкӑн 10 процент йӳнелнӗ.
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта «Анонимлӑ ӗҫкӗҫсем» сообщество ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл темиҫе ушкӑна пӗрлештерет, эрехпе туслашнӑ ҫынсене тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшать. Ку тӳлевсӗр тата анонимлӑ.
Сообщество сектӑпа, тӗнпе, политикӑпа ҫыхӑнман. Унта занятисем тӳлевсӗр иртеҫҫӗ. Ҫыннӑн ятне-шывне никам та пӗлмест.
«Ступени» ушкӑн Патрис Лумумба урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Занятисем тунтикун, юнкун, эрнекун иртеҫҫӗ, 18 сехетре пуҫланаҫҫӗ. «Источник» вара Уруков урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра ӗҫлет. Унта тунтикун тата эрнекун 18 сехетре йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Август» ушкӑн ӗҫлет. Вӑл наркодиспансерта вырнаҫнӑ. Унта ытларикун 18 сехетре йышӑнма хатӗр.
«Чӑваш Ен» ПТРК ӗҫенӗсем кӑҫал юбилей паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май вӗсем тӗрлӗ проект хатӗрлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ПТРК ҫурчӗ умӗнче телевизор палӑкне вырнаҫтарнӑ. Ӑна кивӗ 67 телевизортан хатӗрленӗ. Композици 2 метр ҫӳллӗш.
Кивӗ телевизорсене республикӑра пурӑнакансем илсе килнӗ. Юбилей ячӗпе укҫасӑрах парса хӑварнӑ. Кун вырӑнне ПТРК вӗсен хушшинче лотерея ирттерме, ҫӗнтерӳҫе ҫӗнӗ телевизор парнелеме шантарнӑ. Ҫынсем пӗтӗмпе 300 яхӑн кивӗ, тӗрлӗ маркӑллӑ телевизор йӑтса пынӑ.
Палӑк валли малтанах каркас тунӑ. Унтан телевизорсене ҫирӗплетнӗ. Композици каҫхине ҫутатать. Ҫумӑра та, юра та чӑтать вӑл. Палӑка камера «сыхлать».
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ВИЧ тӗлӗшпе профилактика ирттерес тӗллевпе социаллӑ рекламӑпа усӑ курасшӑн.
Кунашкал рекламӑна троллейбуссем ҫине ҫыпӑҫтарасшӑн. Ӑна «Республикӑри СПИДпа тата инфекци чирӗсемпе кӗрешмелли тата профилактика центрӗ» саккас панӑ.
Ку тӗллевпе 850 500 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Рекламӑна Шупашкарти 5 троллейбусра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 троллейбусра вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа федераци хыснинчен кашни троллейбус валли 95,5 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Рекламӑна подрядчик тупсанах вырнаҫтарӗҫ. Транспортра вӑл кӑҫалхи раштав уйӑхӗччен пулӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ВИЧ-инфекципе чирлӗ 150 ҫынна тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра ку чирпе 1700 ҫын нушаланать.
Хура ӳтлӗ хӗрарӑмсене, сӑмахӗ кунта ӑшӑ енчи ҫӗршывсенчисем пирки пырать, юратакан Чӑваш Енри арҫынсем нумаях пулмасть виҫӗ хӗрарӑмсӑр тӑрса юлнӑ.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерстви ирттерекен рейдсенчен пӗринче йӗрке хуралҫисем Шупашкарта Африкӑран килнӗ виҫӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӗсем пирӗн тӑрӑхри арҫынсене интимлӑ пулӑшу укҫалла кӳрсе пурӑнаканскерсем пулнӑ.
Хӗрарӑмсенчен пӗрин, Сьерра-Леоне Республикинчен килнӗскерӗн, пирӗн ҫӗршывран кӑҫалхи ака уйӑхӗнчех тӑван ҫӗршывне тухса каймалла пулнӑ. Тепӗр иккӗшӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем документсене ҫухатнӑ. Хайсене вӗсем Нигеринчен тесе ӗнентернӗ. Хайхискерсенчен пӗрин Раҫҫейрен 2010 ҫулта, теприн 2013 ҫулта каймалла пулнӑ.
«Каҫхи ӗҫпе» аппаланса пурӑннӑ хӗрарӑмсенчен кӗҫӗнни — 29 ҫулта, асли — 37-ре.
Вӗсене ют ҫӗршывра саккунлӑ мар майпа пурӑннишӗн тата ӳте сутса пурӑннишӗн явап тыттарма йышӑннӑ.
Шупашкарта предприяти-организаци ятне тӗрӗс мар ҫырнине унта та кунта асӑрхама пулать. Ҫавӑн пек кӑлтӑксенчен пӗрне Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ нумаях пулмасть асӑрханӑ.
Хастарсен куҫӗ тӗлне Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин "Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» хӑй хальлӗн ӗҫлекен учрежденийӗ лекнӗ. Унӑн информаци хӑми ҫине «керменӗ» сӑмаха «кермӗне» тесе ҫырса хунӑ.
Кӑлтӑк пирки «Ирӗклӗх» Культура министерствине йӑнӑша тӳрлетме ыйтса ҫыру шӑрҫаланӑ. Хӑйсен утӑмне хастарсем культура керменӗнче иртекен тӗрлӗ мероприятие чӑваш халӑхӗ йышлӑ ҫӳренипе, чӑваш чӗлхипе тӗрӗс те таса усӑ курни чӗлхе аталанӑвне витӗм кӳнипе сӑлтавланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |