Шупашкарти Николаев урамӗнче такамсем хваттерсен кантӑкне пневматика пӑшалӗнчен персе ҫӳреҫҫӗ. Юлашки 5 уйӑхра кунашкалли иккӗмӗш хут пулнӑ.
Наталья «Про Город» хаҫата ҫапларах каласа кӑтартнӑ: авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн амӑшӗ кантӑк ҫинче пуля йӗрне курнӑ. Вӗсем тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ, анчах оперативниксем пульӑна тупайман, вӑл курӑк ӑшне ӳкме пултарнӑ.
Вӗсене кантӑкне пӗрре мар пенӗ. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Натальйӑн амӑшӗ темӗнле сасӑ илтнӗ. Анчах мӗн пулнине вӑл ӑнланман. Ирхине вара кантӑк ҫинче шӑтӑк асӑрханӑ. Ун чухне те вӗсем полицие шӑнкӑравланӑ. Пульӑна тупнӑ, вӑл пневматика пӑшалӗнчен пени пулнӑ.
Халӗ оперативлӑ шырав мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. Ҫемье кунашкалли тепре пуласран шикленет. Чӳречене улӑштармалли пирки те иккӗленеҫҫӗ вӗсем.
Чӑннипе, ку вырӑн «ҫӑпан» пекех. Нумаях пулмасть иртнӗ акци пирки вуласан ҫак сӑмаха пуҫарас килчӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнчи ращана нимелле ҫӳр-ҫапран тасатнӑ. «Симӗс Раҫҫей» экологи общество юхӑмӗн хастарӗсем пӗчӗкех мар лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ. Мероприятие 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ку — сахал мар. Шӑматкунлӑха министерствӑсемпе ведомствӑсен, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем, студентсем тата ахаль ҫынсем хутшӑннӑ.
Культура керменне ҫынсем канма ҫӳреҫҫӗ. Унта таса та илемлӗ пулмалла. Кермен хыҫӗнче вара тасамарлӑх хуҫаланать. Унта ҫуркунне пулма тӳр килнӗччӗ. Эрне варри пулсан та халӑх йышлӑччӗ. Пурте илемлӗ ҫанталӑкпа киленме, шашлӑк пӗҫерме тухнӑ. Анчах хӑтсӑр та тирпейсӗр вырӑнта епле чунран канма пулать-ши? Йӗри-тавра пластик кӗленчесем, савӑтсем, хут йӑванать. Ҫынсем хӑш вырӑнта каннӑ — ҫӳп-ҫапа ҫавӑнтах ывӑтса хӑварнӑ. Тӳрреммӗн каласан, унта ҫутҫанталӑк лапамӗнче мар, свалкӑра каннӑн туйӑнать.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Дмитрий Медведев премьер-министра ӗнер РФ Патшалӑх Канашӗн президиумӗн Керчь хулинче иртнӗ ларура Николай Овчинниковӑн «В цеху» (чӑв. Цехра) ӳкерчӗкне парнеленӗ.
Чӑваш художникӗ 1975 ҫулта пир ҫине ӳкернӗ оригиналлӑ ҫак ӗҫе Президент премьер-министра ҫуралнӑ кун ячӗпе (Дмитрий Медведев 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ленинградра ҫут тӗнчене килнӗ) тыттарнӑ.
Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх художникӗ «Цехра» ӳкерчӗкре Шупашкарти трактора сӑнланӑ. «Ку вӑл Дмитрий Анатольевичӑн паянхи ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшсе тӑрать», — тенӗ Владимир Путин.
Ҫӗршыв ертӳҫи парнесене пӗлтерӗшне кура хатӗрленине кура «Цехра» ӳкерчӗкпе мӗн каласшӑн пулнине ҫынсем тӗрлӗрен тӗшмӗртеҫҫӗ, ҫав шутра трактор тӑвакан савутсен концернӗ ҫӑмӑл мар лару-тӑрура пулнине аса илекен те пур.
Шупашкарта пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла валли вырӑн пур-ха. Эпир «Яблоко» ( чӑв. Панулми) парти пирки калатпӑр.
Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ парти агитаци валли куб евӗрлӗ каркассем усӑ курать.
Сӑмах май каласан, ун пеккине республикӑри ҫӗрулми «баронӗ», вӑл «Слава картофелю» хуҫалӑха ертсе пырать, Александр Капитонов та усӑ курать. «ПАРТИЯ РОСТА» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи те суйлава хутшӑнать. Вӑл та Шупашкарти МТВ чарӑнура паян ирпе куб евӗр реклама вырнаҫтарнӑччӗ.
Маларах каланӑ «Панулми» активисчӗ куба кунсерен урӑх вырӑна куҫарса ҫӳренине пӗлтернӗ. Вӗсен ун пекки икӗ баннер-мӗн.
Суйлав умӗнхи рекламӑна вырнаҫтарма асӑннӑ парти ыйтнине хула администрацийӗ ырламан имӗш, ҫавӑнпа Шалти ӗҫсен министерствине ҫырупа ҫитнӗ. Унтисен хуравӗн копине парти агитаторӗсем пӗрлех чиксе ҫӳреҫҫӗ иккен.
Шупашкарта харӑсах темиҫе вырӑнта «Светофор» магазин уҫӑлни чылаях пулмасть-ха. Маларах хӑшӗсем ырӑпах асӑнакан ҫав лавккара юлашки вӑхӑтра 200 тенкӗрен кая мар тавар илмелле йышӑннӑ. Пӗрисем кун пек ыйтнине кура тухса кайнӑ, теприсем тӗрӗслӗх шырама тытӑннӑ. Юлашкинчен асӑннисем Роспотребнадзорӑн пайӗсене ҫӑхавлама тытӑннӑ.
Сӑмах май каласан, ку сеть лавккисем федерацин 20 ытла регионӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен, пурӗ 300 ытла точка уҫнӑ.
«Йӳнӗ таварсен лавкки» тесе хӑйне рекламӑлакан Шупашкарти «Светофорта», акӑ, 200 тенкӗрен каярах суммӑлӑх (ытти хуласенче ку виҫе 500 тенкӗпе те танлашать) сутмаҫҫӗ.
Сахалтан та ҫавӑн чухлӗ суммӑлӑх тавар туянма хисетни, Роспотребнадзор управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна пӑсни пулать, ун пек тума пӗр саккун та ирӗк памасть.
Кӑҫал «карчӑк ӑшшине» кӗтсе илеймерӗмӗр-ха. Ҫанталӑк сивӗ те ҫумӑрлӑ тӑрать. Республикӑра ӑшӑ парас ыйтӑва сӳтсе явма тытӑннӑ.
Ҫанталӑк темиҫе кун 8 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрсан хваттерсене ӑшӑпа тивӗҫтерӗҫ. Ку тапхӑра мӗнле хатӗрленни паллӑ. Чӑваш Енӗпе илес тӗк 96–99 процент хатӗр. Авӑн уйӑхӗ валли ку кӑтарту лайӑх.
Алексей Ладыков юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлессине каланӑ. Синоптиксем авӑн уйӑхӗнче ӑшӑ пуласса шантармаҫҫӗ, ҫавна май ӑшӑ парас ӗҫе маларах куҫарма пултарӗҫ.
Канаш ҫеҫ иккӗленӳ кӑларса тӑратать. Унта 112 ҫурта «Промтрактор-Вакун» савут котельнӑйӗ ӑшӑтнӑ. Анчах пӗлтӗр вӑл ку ӗҫе тумассине пӗлтернӗ. Правительство икӗ ҫӗнӗ котельнӑй хӑпартма палӑртнӑ. Ӑна юпан 3-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ӑшша юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен яма шантараҫҫӗ.
Шупашкарта хӑйне евӗр светофорсем лартма пуҫланӑ. Вӗсем — ура айӗнче. Кунашкал светофорсене ятарласа телефона «путнӑ» ҫынсем валли хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш светофора Президент бульварӗнче, 5-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче, вырнаҫтарнӑ. Вӑл мӗнлерех ӗҫлет-ха? Ятарлӑ брусчаткӑсене ретпе хунӑ. Вӑл ахаль светфорпа пӗрле ӗҫлет. Ун ҫинче хӗрлӗ ҫутӑлсан — вӑл та ҫаплах, симӗс-тӗк — унта та ҫак тӗсех.
Ҫапла тунин усси пурах тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ура айӗнчи ҫутӑ телефонра чакаланса пыракан ҫынсен тимлӗхне вӑратать. Ку ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑха чакарать.
Пӑрачкав тата Улатӑр районӗсене аптӑратнӑ Африка мурне сиплеме пулмасть, унран прививка та ҫук. Халӗ ку мура сарӑлма парас мар тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш Ене кӳрсе килекен тата кунта сутӑнакан сысна ашне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ.
Халӗ 4 районти аш-какай ҫеҫ хӑрушсӑр шутланать: Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Шупашкар районӗсенче. Шупашкарти лавккасенче сысна какайне сахалрах сутаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн тата выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станцин ӗҫченӗсем рейд йӗркеленӗ, Шупашкарти пысӑк суту-илӳ точкисене ҫитнӗ.
Пӗр супермаркетра кунта туса илнӗ сысна ашӗ пачах сутман. Ӑна ют тӑрӑхран илсе килеҫҫӗ. Тепӗр лавккара Чӑвашри какай пулнӑ. Унччен ӑна Муркаш районӗнчен кӳрсе килнӗ. Халӗ вӑл 2-мӗш зонӑна кӗнӗрен чарнӑ. Какая Шуланкӑран (Звениговӑран), «Ҫӗрпӳ беконӗнчен» Сӗнтӗрвӑрри районӗ урлӑ илсе килеҫҫӗ.
Паян Шупашкарта шкулти кафе уҫӑлнӑ. Ӑна 59-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлеттерсе янӑ.
Шкулти хӑтлӑ кафе тӗллевӗ пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ шкул ачисене кӑсӑклӑ та паллӑ ҫынсемпе тӗлпултарасси тесе ӗнентерет. Унччен столовӑй пулнӑскере дизайнерсем тӑрӑшнипе шкул пахчи евӗр йӗркеленӗ.
Паян шкул ачисем пӗрремӗш хӑнана йышӑннӑ. Вӗсемпе Екатерина Рождественская журналист, фотохудожник тата тӑлмачӑ курнӑҫнӑ.
Екатерина Рождественская — иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенчи паллӑ поэтӑн Роберт Рождественский хӗрӗ. Фотограф тата журналист хрантсус тата акӑлчан чӗлхисенчен куҫарать. «Частная коллекция» (чӑв. Уйрӑм ҫын пуххисем) ярӑмпа кӑларнӑ илемлӗ хайлавсенчи сюжетсене фотоӳкерчӗк урлӑ сӑнланипе те вӑл хӑйне валли ят-сум ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта «Тухья» музей комплексӗ тума палӑртнӑ. Вӑл «Шупашкар 500 ҫуллӑх» паркра вырнаҫмалла.
«Этно Чӑваш Ен» инвестици проекчӗ пирки калаҫу тахҫантанпах тӑсӑлать. Ӑна пуҫарнӑ Марина Федорова проекта чӑвашлӑхпа, тата тӗрӗсрех каласан, амазонкӑсемпе, ҫыхӑнтарасшӑн.
Аса илтеретпӗр, ку проект икӗ пайран тӑрать: Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнчи «Ясна» экоялтан тата «Шупашкара 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗнче тӑвакан «Амазони» этнокомплексран. «Амазонинче» «Шывармань» ятлӑ администраципе кану комплексӗ тӑвассине палӑртса хунине те эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Халӗ комплекс проектне тата улшӑну кӗртесшӗн. Йывӑҫ Кремль тӑвас шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Марина Федорова каланӑ тӑрӑх, ӑна тума та кӑткӑс, унпа тӗлӗнтерме те, тытса тӑма та йывӑр. Кремль вырӑнне «Тухья» музей тӑвасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |