Паян Шупашкарти «Салют» культура ҫуртӗнче кинеми-мучисем валли ташӑ ретро-программи йӗркеленӗ. Вӑл — унти «Ветеран» клуба ҫӳрекен ватӑсем валли.
Вӑхӑта хавас йышпа ирттерме тата ташлама культура ҫуртне 100 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Капӑрланса та хитреленсе пынисем пӗр-пӗринпе кӑмӑлтан паллашнӑ.
Ретро-программӑна ҫӳрекенсене вальс, танго, ча-ча-ча, фокстрот тата ыттине ташлаттарма хӑнӑхтараҫҫӗ.
Кинеми-мучисене ташша пухиччен культура ҫуртӗнчи диско-зала юсаса ҫӗнетнӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Алимов ертсе пыракан ташӑ ушкӑнне ҫӳрекен ҫулланнӑ ҫынсем те май килнӗ таран пулӑшнӑ.
Ҫӗнӗ ташӑ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа хастар ватӑсене «Салют» культура керменӗн артисчӗсем Галина Чечнева, Инна Григорьева, Галина Аникина, «55 плюс» ансамбль саламланӑ.
Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурта (халӗ ӑна КВНа хатӗрленекенсем тата туй-ҫуй ирттерекен «Артефакт» ятлӑ организаци, «Куча Мала» медиа центр йышӑнни паллӑ) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне парасси пирки сӑмах-юмах тухнӑччӗ.
Ку хыпара ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Ҫуртсӑр хӑшкӑлнӑ театр тата ун шӑпишӗн пӑшӑрханакансем ыйту тинех татӑласса шанса лӑпкӑн сывласа ячӗҫ пулсан, «Ҫеҫпӗлте» тӗпленнӗ ушкӑнсем хӑйсене килсӗр тӑратса хӑварасран пӑшӑрханса ӳкнӗ.
Анчах халӗ «КВН» общество организацийӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринче республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлевпа тата Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫипе Юрий Васильевпа тӗлпулу иртнине пӗлтернӗ. Унта «Ҫеҫпӗлти» организацисем «Ҫеҫпӗлтех» юласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Маларах «Ҫеҫпӗле» пӑхма пынисем Ҫамрӑксен театрӗн делегацийӗ пулнӑ имӗш, анчах вӗсем хайсем тӗллӗн ҫӳренӗ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри энергоперекет фестивалӗ иртет. Ӑна «Пӗрле ҫутӑрах» ятпа йеркелӗҫ.
Ҫав кун Шупашкарти Лакрей вӑрманне пыма чӗнеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие йӗркелеме ҫамрӑксен пуҫарӑвӗ хистенӗ.
Ӑна халӑха ҫутҫанталӑка упрама вӗрентес, Раҫҫейри экономика тытӑмӗнче усӑ куракан хальхи йышши энерготухӑҫлӑ технологисене кӑтартас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен усӑ курман батарейкӑсене пуҫтарӗҫ, лампочкӑсене ылмаштарӗҫ. Унта селфи тума та май пулӗ. Велосипеда телефона заряд тумалли генератор вырнаҫтарма май килӗ. Шкулта вӗренекен ачасем, ҫамрӑксем валли чылай конкурс иртӗ. Каҫ енне велочупу йӗркелӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех республикӑра пухӑнса кайнӑ ӗҫ укҫин парӑмне епле татмаллине те сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ку темӑпа самай цифра илсе панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне республикӑри 7 организаци 39,1 миллион тенкӗлӗх парӑм пухса тултарнӑ. Ҫакна пула 2027 ҫын шалу вӑхӑтра илеймесӗр аптӑраҫҫӗ.
Парӑмлӑ организацисен шутӗнче министр Шупашкарти 1-мӗш типографие, «Промтрактор Вакуна», Ҫӗнӗ Шупашкарти «Экотехсервис» управляющи компание, Сӗнтӗрвӑрринчи «Городока», Вӑрмарти автотранспорт предприятине, Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерне» асӑнса хӑварнӑ. Уйрӑмах пысӑк парӑма чӑх-чӗп хапрӑкӗпе «Промтрактор Вакун» пухнӑ.
Уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне Пӑрачкав район пульницинче ӗҫ укҫипе парӑм пулнӑ, халӗ ӑна татнӑ.
Парӑмлисемпе Чӑваш Енӗн Ӗҫ инспекцийӗ тата прокуратура та ҫине тӑрса ӗҫлет.
Ҫӗнӗ ыйтӑва хускатмастӑп. Ун пирки чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсем кунӗн-ҫӗрӗн калаҫаҫҫӗ, чан ҫапаҫҫӗ. «Пӗччен сурсан типет, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тенӗ ваттисем. Ҫавӑнпа темиҫе ҫын ҫеҫ ҫине тӑнипе лав малалла хускалмасть. «Ҫӳлтисем» ӑнланмасан, пулӑшмасан усси сахалрах.
Ачасене чӑвашла вӗрентменни пирки калаҫмашкӑн пӗр пулӑм хистерӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Ене РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Никонов килсе кайрӗ. Вӑл тӗрлӗ мероприятие, ҫавра сӗтеле, конференцие хутшӑннӑ, унта Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗ пирки калаҫнӑ. Вячеслав Никонова республикӑри шкулсем килӗшнӗ. Вӑл Шупашкарти пӗр ача пахчине те ҫитсе курнӑ. Паллах, шӑпӑрлансемпе воспитательсем хаклӑ хӑнана хӑйсен ӳсӗмӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ача пахчине ҫӳрекен ачасем вырӑсла, акӑлчанла тата китайла вӗренни пирки Вячеслав Никонова калас кӑтартнӑ. Мӗншӗн пӗчӗкскерсене чӑвашла калаҫма вӗрентес мар? Ҫак ыйту чӑннипех те шухӑшлаттарать.
Нумаях пулмасть Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин амӑшлӑхӗн центрӗнче виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Виҫӗ хӗрача 2 килограмм ытла ҫуралнӑ.
Ку пысӑк савӑнӑҫ Анастасийӑпа Валерий Леонтьевсен ҫемйинче пулнӑ. ашшӗ-амӑшӗ виҫӗ хӗрачана Милана, София, Валерия ят хунӑ. Вӗсем ҫемьере пӗрремӗш ачасем мар. Вӗсен пиччӗшӗ пур, вӑл 4 ҫулта.
Ҫуратмалли уйрӑм заведующийӗ Геннадий Драндов каланӑ тӑрӑх, юлашки виҫӗ ҫулта ку — пӗрремӗш виҫӗреш.
Ҫак пульницӑрах 2012 тата 2013 ҫулсенче виҫӗреш ҫуралнӑ. Ун чухне виҫӗ арҫын ача тата виҫӗ хӗрача кун ҫути курнӑ.
Мускавра пурӑнакан Н.Н. Пономарев полиграфист виҫ-тӑват ҫул каялла Интернетра пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ: «Хамӑн йӑх тымарӗсене шыратӑп, Шупашкарти Иевлев тата Ефремов купцасем пирки пӗлекенсене ҫырса яма ыйтатӑп». Чӑваш наци музейӗн пай пуҫлӑхӗ А.Н. Зарубин, Ехрем хуҫасен пурнӑҫӗ пирки ҫӗнӗ выставка хатӗрленӗ май, ҫак пӗлтерӗве курсан ун «хуҫипе» калаҫнӑ. Николай Николаевич хӑй купцасен таврашӗ пулнине акӑ епле ӑнлантарнӑ: Николай Александровичпа Екатерина Прокопьевна Иевлевсен хӗрӗ Александра Талиев ботаника качча тухнӑ, вӗсен хӗрӗ Александра ман кукамай пулать». Унӑн сӑнӳкерчӗкне шырать иккен Мускав ҫынни. Вӑл Хусанта тата Шупашкарта пурӑнакан Ехрем хуҫасен тӑхӑмӗсене паллать, анчах вӗсем те, Шупашкар купцисен пурнӑҫне тӗпченӗ В.В. Орлова Ю.В. Гусаров историксем те ӑна нимпе те пулӑшайман.
Пулать ҫав ун пекки: архивсемпе музей фончӗсене айӑн-ҫийӗн пӑтрататӑн — усси ҫук, анчах кирлӗ хыпар хӑй сана шыраса ҫӳрет иккен.
...2001 ҫулта «Ехрем хуҫа» ресторан уҫнӑ май «Советская Чувашия» хаҫатра темиҫе статья пичетлеме тивнӗччӗ.
Шупашкарти фотомодель Ксения Платонова Китая кайнӑ. Чӑваш Ен пики ахаль ҫулҫӳреве кайман. Вӑл паллӑ кӑларӑмсен страницисем ҫине лекме ӗлкӗрнӗ.
Ксения Платонова 15 ҫулта. Вӑл Китайра кастингсене, ӳкерӳсене хутшӑнать. Темиҫе кун каялла вӑл «Harper’s Bazaar» хӗрарӑмсен паллӑ журналӗ валли ӳкерӗннӗ.
Ксенийӑшӑн ку ют ҫӗршыври пӗрремӗш командировка. Вӑл тӑрӑшсах хатӗрленнӗ: рационран кукӑль-ҫӑкӑр таврашне, пылак ҫимӗҫе кӑларнӑ, спортпа туслашнӑ. Китая вӑл виҫӗ уйӑхлӑха кайнӑ. Малтан вӑл Гонконгра ӗҫленӗ, кайран Гуанчжоуна кайӗ.
Пӗлтӗр Шупашкар хула администраци аллине куҫнӑ «Ҫеҫпӗл» ҫуртне ЧР Культура министерствине парасшӑн.
2014 ҫулта кинотеатр хупӑнсан ҫурт валли ҫӗнӗ хуҫа шыранӑ, анчах тупайман. Ҫавна май унта ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн аталанӑвӗн академине уҫма йышӑннӑ. Унта ача-пӑча журналистика шкулӗ, сӑн ӳкерме вӗрентекен уйрӑм, хореографи тата хор уйрӑмӗсем вырнаҫмалла пулнӑ. Анчах палӑртнине вӗҫне ҫитиех пурнӑҫлайман.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта ведомство харпӑрлӑхне куҫарас ыйтӑва татса паман-ха. Анчах «Ҫеҫпӗлӗн» ҫӗнӗ хуҫа пуласси паллӑ. Ведомство шухӑшӗпе, ҫуртпа тӗллевлӗн усӑ курмалла, ҫавӑнпа пӗр зала Ҫамрӑксен театрне, ку таранччен хӑйсен ҫурчӗ пулманскере, памалла. Ҫав вӑхӑтрах икӗ залра та кино кӑтартӗҫ.
Анчах «КВН-щиксемпе» «Артефакт» Ҫамрӑксен театрӗпе юнашар ӗҫлесшӗн мар. Ведомство вӗсем валли хулара урӑх ҫӗрте те вырӑн пуррине палӑртнӑ, анчах хальлӗхе офис сӗнмен-ха.
Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композицие хула пуҫлӑхӗсем унӑн авторне, Фёдор Мадуров кӳлепеҫӗне, тавӑрса панӑ.
Ҫак кӳлепе Шупашкара Етӗрне ҫулӗпе кӗнӗ вырӑнти ункӑра вырнаҫнине, каярах ӑна влаҫрисен йышӑнӑвӗпе Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркне куҫарнине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, кӳлепе авторӗн шухӑшӗпе унӑн ҫӗнӗ вырӑнӗ ытла та килӗшӳсӗр, Шупашкар ҫыннисен шухӑшӗпе юланутсем халь Мускава мар, Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркӗнчен анӑҫарах вырнаҫнӑ мунчана каяҫҫӗ имӗш.
Ҫу уйӑхӗнче «Ирӗклӗх» чӑваш халӑх пӗрлӗхӗ хула администрацийӗ патне ҫырупа тухнӑ, унта вӑл чӑвашсене Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композици ытла та япӑхланса кайнипе пӑшӑрханнӑччӗ. «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине монументаллӑ композицие ытла та япӑхлантарса янӑшӑн яваплисене палӑртма тата кӳлепен малашлӑхӗ пирки пӗлтерме ыйтнӑччӗ. Халӗ, ав, кӳлепене ҫӗнетес вырӑнне унӑн авторне тавӑрса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |