Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Виталий Станьял чӗлхе ыйтӑвӗпе Н. Федоров патӗнче йышӑнура пулнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 04.12.2017 13:41 | 2626 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, хальхи вӑхӑтра Раҫҫей сенатӗнче вице-спикерта тӑрӑшакан Николай Федоров Шупашкарта, «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлехлӗ Раҫҫей) партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн регионти йышӑну пӳлӗмӗнче, халӑха йышӑннӑ.

Н. Федоров патне ҫынсем тӗрлӗ ыйтупа пынӑ: хваттер пайҫӑ пулса туянма ӗмӗтленсе ҫӑра уҫҫине кӗтсе илейменнисем, ялта шкул тутарас кӑмӑллисем... Виталий Станьял ӑсчах шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтӑва хускатнӑ. Ӗнерхи президентпа Виталий Станьял чӑвашла калаҫнӑ.

«Виталий Станьяла питӗ ӑслӑ та тарӑн шухӑшлама пӗлекен ҫынсен йышне кӗртетӗп, – тенӗ Николай Федоров Александр Белов журналиста. – Вӑл радикал мар, лӑпкӑн тата виҫсе хакласа хӑй шухӑшне хӳтӗлет. Халӗ Виталий Петрович чӗлхе вӗрентессишӗн пӑшӑрханать. Президент каланине кӑмӑл-туйӑма ирӗке ямасӑр йышӑнмалла тесе шухӑшлатӑп. Президент республика влаҫӗсен тӑван тата патшалӑх чӗлхисене вӗрентме ирӗк мар памалла, анчах хистемелле мар тенӗччӗ».

#тӗлпулусем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #партисем, #вӗренӳ, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3989.54.0756
2017.12.04 14:32
Agabazar
Усси пулĕ-и, çук-и, кайса килни аван ĕнтĕ. Алă усса ларни мар.

Анчах та халех çакă шухăшлаттарть: Фёдоров каланиче "не радикал" тени пур.

Калăн, Чăваш Енре чăнах та "радикалсем" пур тесе.

Чăваш Енре радикалсем çук. Хунарпа шырасан та тупаймастăр.
Серте Унтри // 2091.46.3936
2018.01.23 22:13
Смотрел по телевизору, как на пасху приехал Н.В. Федоров, депутат Госдумы Аксаков. И телевидение Чувашии не удосужилось взять интервью у Первого Президента Чувашии Н.В. Федорова ни у Аксакова. И я про себя подумал. Какие же мы "благородные и благодарные" чуваши.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем