Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Ачасем Хӗл Мучи патне шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 30.11.2017 18:11 | 667 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Ачасем Хӗл Мучи пуррине ӗненеҫҫӗ. Унпа калаҫма пулать-и? Паллах! Тӗнче тетелӗнчи пӗр блог йӗркелӳҫисем пӗчӗккисем валли Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ. Ачасем телефонпа шӑнкӑравласа Хӗл Мучипе калаҫма пултараҫҫӗ.

Блог йӗркелӳҫисем Раҫҫейре пурӑнакансене темиҫе телефон номерӗ сӗннӗ. Вӗсемпе шӑнкӑравласан телефон кӗпҫине Хӗл Мучи тытать, ача унпа калаҫма пултарать. Чӑн-чӑн Хӗл Мучи мар паллах. Ун вырӑнне автоответчик пулӗ, вӑл ачана ыйтусене хуравлама май туса парса пӗчӗк тӑхтавсемпе калаҫӗ.

Пур номерпе те тӳлевсӗрех шӑнкӑравлама пулать. Списокра сирӗн хула ҫук тӑк кирек хӑш номерпе те шӑнкӑравлама май пур. Анчах ун чухне укҫа тӳлеме тивет.

Списокра – 50 ытла хула. Телее, вӗсен йышӗнче Шупашкар пур. Телефон номерӗ: +7(835)223-86-82.

#Раҫҫейре, #Шупашкар, #Хӗл Мучи, #Ҫӗнӗ ҫул

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46257
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Ен хӗрарӑмӗ вӑрӑм ҫивӗт вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ
2017, 10, 15
Тӗп чӑрӑша кӗҫех капӑрлатӗҫ
2017, 11, 15
Ҫӗнӗ ҫула Шупашкарта ирттерме сӗнеҫҫӗ
2017, 11, 20
Тӗп почта умне Шарик килӗ
2017, 11, 23
Шупашкара килнӗ Хӗл Мучи чӑвашла вӗренме шантарнӑ
2017, 11, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org