Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Майӗпен хула уява хатӗрленме тытӑнӗ. Тӗп чӑрӑша хӑҫан лартасси те паллӑ.
20 метр ҫӳллӗш чӑрӑша яланхи пекех Республика тӳремне вырнаҫтарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне лартӗҫ.
Тӗп чӑрӑш 3164 туратран тӑрать. Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ӑна наци эрешӗсемпе илемлетӗҫ, тӗрлӗ калӑпӑшлӑ, ҫутатакан 60 ҫӑлтӑрпа капӑрлатӗҫ. Ҫӑлтӑрсем кӑнтӑрла та, каҫхине те илӗртӳллӗ курӑнӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене ятарлӑ ҫутӑ пулӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкар хулине раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ ҫул сӗмӗпе капӑрлатӗҫ.
Аса илтерер: иртнӗ ҫулсенче Шупашкарти тӗп чӑрӑш пирки калаҫу нумай пулнӑччӗ. Чылайӑшне унӑн хакӗ килӗшмен: вӑл 6 миллон ытла тенкӗ тӑрать-ҫке-ха.