Ҫӗнӗ 2018 ҫула кӗтсе илме Шупашкарта хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп почта умӗнче кашни ҫулах мӗнле те пулин кӳлепе вырнаҫтараҫҫӗ. Кӑҫал унта мӗнле чӗрчун вырӑн тупӗ-ха?
Шупашкар хула администрацийӗ вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: кӑҫал тӗп почта умӗнче «Простоквашино» мультфильмри Шарик пулӗ. Ӑна, ытти ҫулти пек, пӑртан хатӗрлемӗҫ.
Шарик кӳлепине Шупашкар ӑсти Александр Жигарев хатӗрленӗ. Хальлӗхе юр ҫӑвасса кӗтеҫҫӗ. Юр ҫусанах кӳлепе валли «юрлӑ минтер» хатӗрлӗҫ, унтан Шарика вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе Шарик хула администрацийӗн фойинче тунсӑхласа ларать.