Виҫӗ кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта Хӗл Мучи пулнӑ. Кунта вӑл Аслӑ Устюгранах ҫитнӗ-мӗн. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗл Мучи чӑвашла вӗренме шантарнӑ.
Раҫҫейри тӗп Хӗл Мучи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хайӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ иккен. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗршыври хуласене ҫул ҫӳреве тухнӑ. Чӑваш Енре вӑл Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра, «Шупашкар — Арена» пӑр керменӗнче тата «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗнче пулнӑ.
Шурӑ сухала курма пухӑннисем тем пирки те пӗлме ӑнтӑлнӑ. Ҫав шутра: «Мӗнле чӗлхесем пӗлетӗр?» — текен те тупӑннӑ. - «Тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗлхе. Кайӑксемпе те вӗсен чӗлхипе калаҫатӑп. Чӑвашла хальлӗхе пӗлместӗп-ха, анчах вӗренме сӑмах паратӑп», — ҫырса кӑтартнӑ Тина Федорова корреспондент.
«Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) телеканалпа хальхи вӑхӑтра «Синяя птица» (чӑв. Сенкер кайӑк) телепроект пырать. Ӗнер эфира тухнӑ кӑларӑмра Шупашкарти арҫын ачана кӑтартрӗҫ.
Хулари 31-мӗш шкулта вӗренекен
Александр Долинский Мускаври Бажена Павленкӑпа сцена ҫине тухрӗ. Хӗрачапа вӑл телепроектра паллашнӑ иккен. Иккӗшӗ те «Актерское мастерство» (чӑв. Актер ӑсталӑхӗ) номинацире тупӑшаҫҫӗ. Вӗсем пӗрле сӑвӑ вуларӗҫ.
Александр Чӑваш Енрен пулнине кура телеертӳҫӗ ӑна чӑвашла сӑвӑ вулама ыйтрӗ. Ача чӑвашла начар пӗлнине пытармарӗ, ҫапах та вӑл шкул программинчи тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвва аса илчӗ, «Вӗрентекен» ятлӑскер учителе сума сунине уҫӑмлатрӗ.
Шупашкар ачи реаниматолог-врач пулма ӗмӗтленет.
Телепроектра Александр ҫӗнтертӗр тесен http://ptica.tv/votes сайта кӗрсе уншӑн сасӑламалла.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «ВАД» тулли мар яваплӑ обществӑран суд 1 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Сӑлтавӗ те паллӑ: фирма учредителӗ республикӑн экономика аталанӑвӗн министерствин специалистне сӗтев панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, 2015 ҫулта хайхи фирма учредителӗ асӑннӑ министерствӑн должноҫри ҫыннине тепӗр ҫын урлӑ 100 пин тенкӗ панӑ. Уншӑн тӳре хайхи пӗрлешӗве тимӗр-тӑмӑр туса кӑлармашкӑн, упрамашкӑн тата сутмашкӑн лицензи пама шантарнӑ. Ҫапла майпа саккуна пасса укҫа тыттарнӑ тулли мар яваплӑ пӗрлешӗвӗн учредителӗ те, сӗтев илекен специалист та айӑплине миравай суд ҫирӗплетнӗ. Фирмӑн халӗ куншӑн 1 миллион тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Ҫӗнӗ 2018 ҫула кӗтсе илме Шупашкарта хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп почта умӗнче кашни ҫулах мӗнле те пулин кӳлепе вырнаҫтараҫҫӗ. Кӑҫал унта мӗнле чӗрчун вырӑн тупӗ-ха?
Шупашкар хула администрацийӗ вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: кӑҫал тӗп почта умӗнче «Простоквашино» мультфильмри Шарик пулӗ. Ӑна, ытти ҫулти пек, пӑртан хатӗрлемӗҫ.
Шарик кӳлепине Шупашкар ӑсти Александр Жигарев хатӗрленӗ. Хальлӗхе юр ҫӑвасса кӗтеҫҫӗ. Юр ҫусанах кӳлепе валли «юрлӑ минтер» хатӗрлӗҫ, унтан Шарика вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе Шарик хула администрацийӗн фойинче тунсӑхласа ларать.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли ҫӗнӗ директор шыраҫҫӗ. Аса илтерер: унччен ӑна Эльвира Казакова ертсе пынӑ. Кӑҫал вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнче ӑна тытса чарнӑ. Вӑл сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Документсене раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса вара раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Кандидатсен мӗнле пулмалла-ха? Вӗсен «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ», «Менеджмент», «Персоналпа ӗҫлесси» енӗпе аслӑ пӗлӳ пулмалла. Кунсӑр пуҫне педгог должноҫӗнче 5 ҫултан сахал мар ӗҫлемелле. Кандидатсен судпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем пулмалла мар.
Халӗ Эльвира Казакова килти арестра ларать. Вӑл ачасене шкула йышӑннӑ чухне сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапах шкул сайтӗнче вӑл директор должноҫӗпех тӑрать.
Унччен Шупашкар экологи танлаштарӑмӗнче малти йӗркесенчен пӗрне йышӑннӑ. Халӗ вара вӑл унтан пачах тухса ӳкнӗ. Мӗн пулнӑ?
Танлаштарама РФ Ҫутҫанталӑк министерстви тата Халӑх фрончӗ хатӗрлет. Халӑх фрончӗн Чӑваш Енри штабӗн пайташӗ Александр Воробьев пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри ведомствӑсем РФ Ҫутҫанталӑк министерствине хулари экологи лару-тӑрӑвӗ пирки даннӑйсем паман. Ҫавна май Шупашкар Раҫҫейри экологи танлаштарӑмне кӗреймен.
Шупашкарсӑр пуҫне танлаштарӑмран тепӗр 33 хула тухса ӳкнӗ. Вӗсен йышӗнче – Благовещенск, Иваново, Калининград, Красноярск, Магнитогорск, Чулхула, Петрозаводск, Псков, Смоленск, Тверь, Томск тата ыттисем. Малти вырӑнсене вара Ҫырчаллӑ, Хусан, Воронеж йышӑннӑ.
Сӑмах май, танлаштарӑма 100 пин ытла ҫын пурӑнакан 103 хула хутшӑннӑ.
Юр ҫуман-ха. Шупашкарта вара тӑвайкки тӑвасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫтарма палӑртнӑ.
Хулари тӗп тӑвайкки 9 метр ҫӳллӗш пулӗ. Унтан виҫӗ вырӑнтан ярӑнса анма май тӑвӗҫ. Кашнийӗ тӗрлӗ ҫӳллӗш пулӗ. Тӑвайккине йывӑҫран тӑвӗҫ. Ӑна ҫутӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла майпа унта кӑнтӑрла та, каҫхине те ярӑнма май пулӗ.
Тӑвайккине хула гербӗн тӗсӗсемпе илемлетӗҫ. Ҫавӑн пекех «Шупашкар ӑмӑрткайӑкӗсем» баскетбол командин тата «Шупашкар» хоккей клубӗн логотипӗсемпе усӑ курӗҫ.
Тӑвайккине раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тума палӑртнӑ. Анчах унччен юр ҫуса лартӗ-и? Ҫук тӑк ярӑнас килсен кӑштах кӗтме тивӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫакнашкал тӑвайккинчен 120 пин ытла ҫын ярӑннӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ пирки ниепле те калаҫма чарӑнаймаҫҫӗ. Ара, парӑмӗ пысӑк-ҫке-ха. Управленин панкрута тухас хӑрушлӑх пур.
Халӑх лӑпланма пултарать – Шупашкарти троллейбус управленине тек панкрута кӑларма ыйтмаҫҫӗ. Аса илтерер: предприяти электроэнергишӗн самай пысӑк укҫа тӳлемен. Ҫавна май Чӑваш электробыт компанийӗ управление панкурата кӑларма ый тнӑ.
Нумаях пулмасть троллейбус управленийӗ парӑман пӗр пайне, 40 миллион тенке, татнӑ. Ку укҫана хула влаҫӗ панӑ. Ҫавӑнпа Чӑваш электробыт компанийӗ управление панкрута кӑларма ыйтмасть, судран тавӑҫа илнӗ.
Чӑваш Енри Арбитраж сучӗ ЧР Спорт министерстви тӗлӗшпе ҫырнӑ тавӑҫа тивӗҫтерме йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайт хыпарлать.
Министерство тӗлӗшпе «Голицын» холдинг компанийӗ тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл 2012-2015 ҫулсенче «Шупашкар-Арена» пӑр керменне хута янӑ. Икӗ енпе тунӑ килӗшӳ тӗлӗшпе ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ иккен. Икӗ килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш патшалӑх килӗшӗвӗпе ӗҫе – 970 миллион, тепӗр килӗшӳпе 292 миллион тенкӗлӗх хакланӑ.
«Голицына» вара хыснаран 690 миллион тата 261 миллион тенкӗ тӳленӗ. ЧР Арбитраж сучӗ тавӑҫа туллин тивӗҫтернӗ, ЧР Спорт министерствинчен 311 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Чӑваш наци музейӗнче юрӑ-кӗвӗллӗ литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Литература каҫне Степан Асланӑн ачисемпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем кӑна мар, хальхи ҫыравҫӑсем те, Канаш районӗн ентешлӗхӗн хастарӗсем те, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗренекенӗсем те, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем те хутшӑннӑ. Малтанах Степан Асланӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илнӗ, кун пирки пухӑннисене Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне паллӑ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч паллаштарнӑ. «Ахрат», «Сехмет», «Хӑват» хайлавсен авторӗн хӗрӗ Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ.
Палӑртар, литература каҫӗнчех «Чап-мухтавшӑн эп ҫунмастӑп» курав уҫӑлнӑ, унта Степан Асланӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |