Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пичет ӗҫченӗсем професси уявне палӑртнине, вӗсене республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Калем ӑстисене, радиопа телевиденире, пичетӗн ытти органӗнче ӗҫлекенсене, ветерансене республика прокурорӗ Василий Пословский та саламланӑ. Вӑл ырӑ сунса ҫырнине прокуратура хайӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Пичет отраслӗнче ӗҫлекенсене надзор органӗн ертӳҫи пӗрлехи информаци пӗрлӗхне йӗркелекенсем тата пулса иртекен пулӑмсене вӑхӑтра ҫутатакансем тата тишкерекенсем, объективлӑ хак паракансем тесе хакланӑ. Журналистсене прокуратура органӗсен ӗҫне ҫутатнӑшӑн тав тунӑ.
Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Раҫҫей пичет кунӗ пулчӗ. Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче вара — Чӑваш пичечӗн кунӗ. Пичет отраслӗнче тӑрӑшакансен уявне кӑҫал кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ирттерӗҫ.
Паян пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей пичет кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче вара — Чӑваш пичечӗн кунӗ. Сӑмах май, пичет ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне кӑҫал кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене саламласа ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсене ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи тата тӗнчери пысӑк пулӑмсемпе, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вӑхӑтра паллаштаратӑр. Халӑха ҫутта кӑларас, социаллӑ ҫивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе те сирӗн ӗҫӗн хакӗ пысӑк.
Эсир яланах малти ретре, ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем, улшӑнусемпе паллӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, вӗсене хак паратӑр. Ку питӗ кӑткӑс тата яваплӑ ӗҫ, ҫапах ӑна пичет ӗҫченӗсем пысӑк шайра тата тивӗҫлӗ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Ахальтен мар пӗлтӗр республикӑри кӑларӑмсенчен чылайӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе лауреатсем пулса тӑчӗҫ».
Шупашкарта пурӑнакан яша тата унӑн куккӑшне коммуналлӑ тӑкаксемшӗн нумай вӑхӑт хушши тӳлеменнипе хваттертен кӑларса янӑ. Хайхискерсене ун вырӑнне Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ общежитире пӳлӗм уйӑрса панӑ.
Шупашкарти пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх — хулари Чернышевский урамӗнчи 12-мӗш ҫуртри муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи хваттерте пурӑнаканскерсен парӑмӗ 206,7 пин тенке ҫитнӗ. Икӗ арҫын 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпех коммуналлӑ тӑкаксемшӗн укҫа тӳлемен. Вӗсене куншӑн пӗрре мар асӑрхаттарнӑ, анчах усси пурпӗрех пулман. Ҫавна май управлени суда ҫитнӗ.
Халӗ те ҫак арҫынсен пӳлӗмре лӑпланса ларма май пулмӗ. Управлени специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен унчченхи парӑма татмашкӑн та укҫа шырама тивӗ. Хваттертен кӑларса яни парӑма татмалла маррине пӗлтермест.
Сӑн ӳкерчӗкрен шикленсе банк карточки ҫинчи укҫасӑр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пек пӑтӑрмахсем тата сиксе тухнине кура сисчӗвлӗх пирки тепӗр хут аса илтерни ытлашши пулас ҫук.
Маларах, аса илтерер, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 39 ҫулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-ри тата Шупашкарти 26-ри хӗрарӑмсем шар курнӑччӗ. Хальхинче 22 ҫулти Шупашкар хӗрӗ улталаннӑ, укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Вирус программа банк карттипе ҫыхӑннӑ телефон номерӗ ҫине смс-ҫыру ӑсатать. Унта кӑсӑклантармалли материал (калӑпӑр, сӑн ӳкерчӗк) пурри пирки ӗнентереҫҫӗ. Вӗсене пӑхас е хӑвӑн патна уҫласа илес тесен пӗр-пӗр каҫӑпа иртме сӗнеҫҫӗ. Ҫак утӑма тӑвакансем туххӑмрах укҫасӑр тӑрса юлаҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейри Ачасен хорӗпе иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче РФ Патшалӑх Канашӗнче концертпа пулнӑ ачасемпе чей сӗтел хушшинче тӗл пулнӑ. Унта ҫавӑн пекех икӗ ведомство ертӳҫи: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев тата культура министрӗ Константин Яковлев — пулнӑ.
Регион пуҫлӑхӗ пултаруллӑ ачасене ырланӑ, вӗсен сасси чун-чӗрене ҫӗклентерсе янине пӗлтернӗ. Ҫапла хыпарлать ЧР Элтеперӗн пресс-служби. Сӑмах май, раштавӑн 27-мӗшӗнчи Мускаври концерта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та хутшӑннӑ, хорпа темиҫе саслӑн тӗрлӗ юрӑ шӑрантаракан маттур ачасене алӑ ҫупса тав тунӑ.
Пирӗн республикӑран хор йышӗнче Шупашкарти Федор Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен сакӑр, Комсомольскинчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗршер ача пулнӑ.
Иртнӗ ҫул Шупашкарти аэропортран 250 пин ытла ҫын самолетпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине тата Турцине вӗҫнӗ. Ун пек цифра иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе пулман та иккен.
2017 ҫулта, 15 ҫултан, унчченхиллех Анапӑна ҫуллахи рейссем уҫӑлнӑ, Турцинчи Анталья хулине Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолетпа ҫитме май килнӗ.
Крыма илсе каякан рейссен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен икӗ хут нумайланнӑ. 2016 ҫулта Симферополе самолетпа 6 720 ҫын кайнӑ, 2017-мӗшӗнче — 13 350-ӗн.
Мускава Шупашкартан самолетпа каяс текенсем пӗлтӗр те яланхиллех йышлӑ пулнӑ. Виҫӗм ҫул вӗсен шучӗ 146 пин ҫын пулнӑ, пӗлтӗр — 211 пин.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрех пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта иртнӗ эрнере петарда сирпӗннине пула арҫын сусӑрланнӑ, тухтӑрсен унӑн пуҫ пӳрнине кассах илме тивнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хулам Шупашкарӑм) портал хыпарлать.
Тӗп хулан пӗрлехи хурал-диспетчер служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм пулнӑ. Хевеш урамӗнчи 15/1 ҫурт картишӗнче 40 ҫулти арҫыннӑн аллинче петарда сирпӗннӗ. Суранланнӑскере ҫийӗнчех Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑна илсе ҫитернӗ, унта вара тухтӑрсем пӳрнене кассах илнӗ.
Шупашкарта кӑшт маларах та кун йышши инкек пулнӑ, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 35 ҫулти арҫынпа унӑн 8 ҫулти хӗрӗ шар курнӑ. Ун чухне пӑтӑрмах 16 ҫулти каччӑ айӑпӗпе сиксе тухнӑ. Ҫул ҫитмен ҫав ҫамрӑк сирпӗнекен хатӗрпе юраман вырӑнта усӑ курнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи кивӗ ҫуртра пушар тухнӑ. Улма-ҫырла урамӗнчи 39-мӗш ҫурт кивӗ пирки сӳтмеллискерпулнӑ. Унта ҫулӑм алхасма пуланӑ та сӗрӗмпе 37-ри арҫын антӑхса кайнӑ. Мӗскӗне Республикӑн клиника пульницине ӑсатнӑ.
Кивӗ ҫуртра мӗн сӑлтавпа ҫулӑм тухнине тӗпчевҫӗсем тӗплӗ экспертиза ирттерсе палӑртӗҫ.
Ку ҫурта кӑҫал сӳтме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ 31, 33, 35, 37 тата 41-мӗш ҫуртсене ишмелле.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Элӗк районӗнчи Ураскилтре пурӑннӑ арҫыншӑн Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ инкекпе вӗҫленнине, сехет 12 хутчен шакканӑ хыҫҫӑн ун килӗнче пушар тухнине, пӗр хутлӑ кирпӗч пӳрт ҫуннине, пушар кил хуҫи вилнине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар хулин «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» хысна учрежденийӗ тытса тӑракан туалетсен ырлӑхӗпе усӑ курма кӑҫалтан пӗр тенкӗ хакланнӑ. Унта пӗрре кӗрсе тухма 11 тенкӗ те 44 пус тӳлемелле.
Паян Шупашкар хули стационарлӑ виҫӗ туалет тытса тӑрать: Президент бульварӗнчи 1/15 адреспа, Карл Маркс урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра, Константин Иванов урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра. Вӗсем пурте тӳлевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ирпе 10 сехетре уҫӑлаҫҫӗ те 20 сехетре хупӑнаҫҫӗ. К. Иванов урамӗнчи ҫулла ҫеҫ ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен — ӗҫлет. Тӳлевлӗ модульлӗ туалетсем Ҫӗнтерӳ паркӗнче, В.И. Чапаев ячӗллӗ скверта, Хӗрлӗ тӳремре, И. Яковлев проспектӗнче (электроаппаратура савучӗ чарӑну тӗлӗнче) пур. Вӗсен ӗҫ графикӗ — ирхи 10 сехетрен каҫхи 8-ччен.
Туалета Совет Союзӗн Паттӑрӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсене, Социализмла Ӗҫ Геройӗсене, Ӗҫлӗх тата Ҫар мухтавӗн тулли кавалерӗсене, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсене, сусӑр ачасене, пӗрремӗш ушкӑнри сусӑрсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсемпе тӑрӑшакан пӗрремӗш пайӗ коммерци фирмин пуҫлӑхне вӗлерме тӑнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӑҫан тата вӗлерме шут тытни пирки уҫӑмлӑн каламан та, анчах Свердлов облаҫӗнче пурӑннӑ ҫынна пакунлисем иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тытса чарни паллӑ. Ҫынна вӗлерес шухӑш тытнӑскере тытса чарма Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин спецназ ӗҫченӗсем те хутшӑнни паллӑ.
Арҫынна раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинчи Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнче тытса чарнӑ. Ҫынна вӗлерме хӑтланнӑ этем хӗҫ-пӑшалпах хирӗҫ тӑнӑ. Апла пулин те ӑна сиенсӗрлетме тата тытса чарма май килнӗ. Право хуралӗн ӗҫченӗсем те, ахаль ҫынсем те аманман.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |