Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Мӑнкун тӗлне Шупашкарта чиркӳсем патӗнчи ҫулсемпе ирӗклӗн ҫӳреме чарӗҫ. Кун пек чару шӑматкун каҫхине, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӑя кӗрӗҫ.

Шӑматкун 18:00 сехетренпе хулари пилӗк храм патӗнче ҫула пӳлӗҫ: Введени кафедра соборӗ (Константин Иванов, Свердлов, Ҫеҫпӗл Мишши, Бондарев урамӗсем); Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ (Мускав ҫыран хӗрри); Пукрав-Татиана соборӗ (Павлов мичман тата Гузовский урамӗсем); Турӑ Амӑшӗн турӑшӗн чиркӗвӗ (Граждан урамӗ); Асап тӳснисен тата Ҫылӑх каҫарттаракансен храмӗ (Трактор тӑвакансен проспекчӗ).

Ҫулсене чиркӳре кӗлӗ вӗҫленсен уҫӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта Африкӑран пирӗн хулари аслӑ шкулсенчен пӗрне вӗренме килнӗ хӗр тавар вӑрланӑ.

Пӑтӑрмах иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Энгельс урамӗнчи пысӑк пӗр лавккара пулса иртнӗ. Сентре ҫинчен косметика, гигиена хатӗрӗсем, соуссем, кофе, пылак апат-ҫимӗс тата ҫӗр ҫырли ҫухалнӑ. Ку тавара укҫа ҫине куҫарсан 17 пинрен иртсе каять иккен.

Йӗрке хуралҫисем видеокамера пӑхнӑ та касса патӗнчен Африкӑран килнӗ ҫын сӑнлӗ хӗр иртсе кайнине асӑрханӑ. Кӗҫех вӗсем Мароккӑран Шупашкара вӗренме килнӗ 18 ҫулти студенткӑна тытса чарнӑ. Чӑваш Ене вӗренме вӑл 2025 ҫул вӗҫӗнче килсе ҫитнӗ иккен, анчах кӑштахран пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.

Тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ студентка тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӑн 158-меш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Спорт

Ялти культура учрежденийӗсенче спорт секцийӗсем уҫӗҫ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.

Республикӑри спорт объекчӗсене инвентаризацилеме пуҫлаҫҫӗ иккен. Унта ял-хулари спорт лапамӗсене те шута илӗҫ. Ялти культура учрежденийӗсенче спорт секцийӗсем уҫасшӑн. Библиотекӑна шашкӑлла-шахматла выляма юратакансем пуҫтарӑнӗҫ. Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика манежӗ тӑвӗҫ, унӑн проектне хатӗрлеме тытӑннӑ иккен.

Спорт министрӗ Василий Петров каланӑ тӑрӑх, 5 ҫулта 110 спорт объектне ҫӗнетсе ӗҫе кӗртнӗ, вӗсенчен 18-шне пӗлтӗр тунӑ. 2025 ҫулта Чӑваш Енри 388 яшпа хӗр Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисене кӗнӗ. Пирӗн спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура 2338 медаль ҫӗнсе илнӗ. Яланхи пекех вӗсене стипендисемпе тивӗҫтереҫҫӗ, премисемпе хавхалантараҫҫӗ. Пирӗн республикӑра спортӑн уйрӑмах аталантармалли тӗсӗсен йышне ӳстернӗ, унта кӗрешӳ кӗртнӗ.

 

Персона
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Идрис Мингазов 100 ҫул тултарнӑ. Идрис Хангареевич — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.

Юбиляра хулари тӳре-шарапа пӗрлех чӑваш парламенчӗн депутачӗсем, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина саламланӑ.

Идрис Хангареевич Тутарстанра ҫуралнӑ, анчах шӑпа ӑна Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарнӑ.

Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче ҫарта пулнӑ, Японие хирӗҫ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Ветеран паян та ӑспа-тӑнпа пурӑнать, пӳртре ятарлӑ хатӗрпе тытӑнса утса ҫӳрет. Куҫне катарактӑран операци тунӑ та куҫлӑхсӑрах хаҫат вулать. Унсӑр пуҫне вӑл телевизор пӑхма юратать.

Ҫулла ҫитсен хӗрӗ пулӑшнипе урама тухса кӗрет.

 

Ҫурт-йӗр

Чӑваш Енре тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтересси икӗ хут лайӑхланнӑ-мӗн.

«Ку категорие ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе ҫине тӑратпӑр. Кӑҫал ку тӗллевпе 1,4 миллиарда яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. 2026 ҫулта пирӗн республикӑри 457 тӑлӑх ача хваттер илӗ. Ку енӗпе Шупашкар малта пыракан хула: хулари тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерме 648 миллиона яхӑн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ку вӑл 182 хваттер туянма ҫитӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.

Нумаях пулмасть республикӑн премьер-министрӗ Сергей Артамонов 23 тӑлӑха хваттер уҫҫи панӑ. Вӗсем Шупашкарти Айхи проспектӗнчи 12-мӗш ҫуртра тӗпленсе пурӑнӗҫ.

 

Культура
Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ
Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта Чӑваш Ен тата Мари Эл парламенчӗсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӑван чӗлхесене аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатнӑ. Кун пирки «Хыпар - Вести Чувашия» МАХри хӑйӗн каналӗнче хыпарланӑ.

Мероприятие Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов уҫнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра 128 наци ҫынни пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннине, тӑван чӗлхесене упрас тӗллевпе культура, вӗрентӳ, наука учрежденийӗсенче вун-вун мероприяти ирттернине, тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртнине палӑртса хӑварнӑ.

Мари Эл Патшалӑх Пухӑвӗн ертӳҫи Михаил Васютин каланӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра чӗлхе политикинче нумай улшӑну пулса иртнӗ, чылай ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ, кашни регионта чӗлхесене аталантармалли программа хатӗрленӗ.

Канашлӑва Тутарстанри Патшалӑх Канашӗн Хисеплӗ Председателӗ Фарид Мухаметшин та хутшӑннӑ. Вӑл та тутар ҫӗрӗ ҫинче тӗрлӗ халӑх ҫыннисем тӑван чӗлхепе ирӗклӗн калаҫнине, чӗлхесене упрас тӗлӗшпе пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тунине каласа кӑтартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта вӑйпитти арҫын ҫивитти айне пулса вилнӗ. Инкек ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа строительство ӗҫӗ пынӑ чухне хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснӑран астумасӑр ҫын вилсен явап тыттараҫҫӗ.

Шупашкарти суту-илӳ комплексӗсенчен пӗрин склачӗн ҫивиттийӗ йӑтӑнса аннӑ пулнӑ. Ҫавна тирпейленӗ чухнӗ тӑрса юлнӑ конструкци персе аннӑ, вӑл рабочисенчен пӗрне аяла тунӑ. Шар курнӑ арҫын инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Халӗ тӗпчневҫӗсем ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Сывлӑх
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Шупашкарти 64-мӗш шкулта ачасем пыршӑлӑх инфекцийӗпе чирленӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Тухтӑрсенчен 7 шӑпӑрлан пулӑшу ыйтнӑ. Кун пирки ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова пӗлтернӗ.

Чирленӗ 7 ача – тӗрлӗ класран. Тухтӑрсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем норовирус инфекцийӗпе аптӑранӑ. Ҫав классене дистанци мелӗпе вӗренмелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне чир-чӗре сарӑлма парас мар тесе ака уйӑхӗн 6-8- мӗшӗсенче пӗтӗм шкул дистанци мелӗпе вӗренӗ.

Алевтина Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен чирӗ ҫӑмӑл формӑпа иртет. Паянхи кун тӗлне ачасем чирленӗ ҫӗнӗ тӗслӗхсем пулман. Шкулта вара ӗнер дезинфекци тунӑ, паян дезинфекци хатӗрӗсемпе тӗплӗ тирпейленӗ.

Палӑртса хӑварар: сӑмах 64-мӗш шкулӑн «Садовый» микрорайонти корусӗ пирки пырать.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Аэрофлот» компани кӑҫал Шупашкартан Калининграда эрнере тӑватӑ хутчен ҫӳреме пуҫлӗ. Унччен самолётсем эрнере икӗ хутчен ҫеҫ вӗҫнӗ. Аса илтерер: ҫӗнӗ маршрута пӗлтӗр пуҫласа уҫнӑччӗ. Ҫынсем ӑна кӑмӑлласа йышӑннӑ.

Шупашкартан Калининграда самолётсем ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме пуҫлӗҫ. Рейссем кӑҫалхи юпа уйӑхӗчченех пулӗҫ.

Самолет Шупашкартан 23 сехет те 15 минутра вӗҫсе кайӗ те Калининграда тепӗр кунне ирхи 1 сехет те 45 минута ҫитӗ. Ҫул ҫинче 3 сехет те 30 минут иртӗ. Каялла Калининградран самолёт ирхи 2 сехет те 35 минутра тухӗ, Шупашкара 6 сехет те 55 минута ҫитӗ.

«A320» аэробуссем Шупашкартан ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫсе кайӗҫ, Калининградран тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫсе килӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Шупашкарти Чӑвашгоснаб склад комплексӗнче ӗнер инкек пулнӑ: тӑрӑ йӑтӑнса аннӑ, унта ӗҫлекен арҫын айне пулса вилнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер ирхи 9 сехет ҫурӑра тӑрӑн пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ (вӑл юр йывӑрӑшне пула ишӗлнӗ-мӗн) складра ишӗлчӗксене тасатнӑ чухне 35 ҫулти арҫын ҫине сиенленнӗ тӑрӑн тепӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. Вӑл тухтӑрсем ҫитиччен вилнӗ.

Ҫак арҫыннӑн тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, склад тӑрри кӑрлач уйӑхӗнчех юр йывӑрӑшне пула ишӗлсе аннӑ. Унтанпа рабочисем ишӗлчӗксене тирпейленӗ,тавара ҫӑлнӑ. Ертӳлӗх конструкцисем хавшак пулнине пӗлнӗ, ӗҫсем ҫапах малалла пынӑ. Ҫав кун арҫын объектра ӗҫсене вӗҫлесе пынӑ, складӑн шалти кӗтесӗнчен чашӑк-тирӗке илсе тухмалли кӑна юлнӑ.

Вилнӗ арҫыннӑн мӑшӑрӗ, икӗ ача юлнӑ.

Халӗ Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

 

Страницӑсем: 1 ... 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, [32], 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, ... 1129
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 12

1906
120
Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын