Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Пӑтӑрмахсем

Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 8 сехет ҫитеспе Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 83-мӗш ҫурт тӗлӗнче 9 ҫулти ача инкеке лекнӗ.

Ача ҫав вӑхӑтра светофорӑн ирӗк паракан ҫутипе ҫул урлӑ каҫнӑ. Самокатпа пыраканскер ҫине «Лада Икс-рей» автомобиль пырса кӗнӗ. Вӑл та светофорӑн ирӗк паракан ҫутипе пӑрӑннӑ.

Ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти арҫын ултавҫӑсене ӗненсе машинине сутса янӑ, унсӑр пуҫне вӑл пухса пынӑ укҫана ҫеҫ мар, ҫынтан кивҫен илсех такамсене куҫарса панӑ. Ҫапла вара вӑл 3 миллион та 400 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Унччен хайхипе ултавҫӑсем икӗ эрне ытла ьтелефонпа калаҫса пурӑнна. Вӗсем хӑйсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тесе те паллаштарнӑ, Тӗп банкра ӗҫлетпӗр тесе те ӗнентернӗ. Вӗсем ӑна Украинӑна укҫа куҫарса панӑ тесе хӑратнӑ. Ҫавӑнтан пуҫланса кайнӑ та пӑтӑрмах.

 

Культура

Шупашкарти музыка училищинче «Весенние голоса» (чӑв. Ҫурхи сасӑсем) халӑх музыкин концерчӗ иртнӗ.

Фольклор уявне унта ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Унта республикӑри ача-пӑчапа аслисен коллективӗсем, солистсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвашсен тӗрле этнос ушкӑнӗнчи халӑх юррисем тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан вырӑссен юррисем янӑраҫҫӗ.

Шупашкарти музыка училищинчи халӑх юррисене пӗччен тата хорпа юрлама вӗренекен студентсем те унта хутшӑннӑ. Вӗсем юрлана ҫеҫ мар, тӗрлӗ халӑх инструменчӗпе те каланӑ.

 

Хулара
Сӗнтӗрвӑрринчи мурал. Регина Антонова тунӑ сӑн
Сӗнтӗрвӑрринчи мурал. Регина Антонова тунӑ сӑн

Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрринче ҫӗнӗ муралсем ӳкереҫҫӗ.

Сӗнтӗрвӑрринчи Николаев урамӗнчи 87-мӗш «а» ҫурт стени ҫине Ирӗке кӑларнӑ салтак палӑкне ӳкереҫҫӗ. Унӑн оригиналӗ Берлинта вырнаҫнӑ.

Шупашкарта ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Ҫӗр Аннемӗр чӗнет!» палӑка ӳкерме пуҫланӑ. Вӑл Воробьев композиторсен урамӗнчи 5-мӗш ҫурт стени ҫинче пулӗ.

 

Культура
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Муркашри культура ҫуртӗнче «Муркаш» фольклор коллективӗн 25 ҫулхине уявланӑ. Коллектива Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем А.В. Аникин, Ф.Ф. Григорьева, С.А. Каликов ертсе пыраҫҫӗ.

Чӑваш халӑх юррине ламран лама парса хӑварассипе йыш пысӑк тӳпе хывать. Асӑннӑ ансамбльтен ача-пӑчан «Шӑнкӑрав» тата «Шӑпчӑк» ансамблӗсем йӗркеленсе кайнӑ.

Юбилейпа саламлама Йӗпреҫ районӗнчи «Ахах», Шупашкарти «Эткер», Мари Элти «Мырылтенӑ, кушталтенӑ» ансамбльсем пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне Муркаш тӑрӑхӗнчи «Тӑванлӑх», «Екрем», «Хавас» ансамбльсем те саламланӑ.

 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ӗнер Шупашкарта йытӑсен парачӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна 3-мӗш хут йӗркеленӗ.

«Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Вероника Павлова палӑртнӑ тӑрӑх, парад ҫулсерен илемленсе те илемленсе пырать. Йытӑсене мӗнле кӑна тум тӑхӑнтартман пулӗ! Белоснежка, Хӗрлӗ Калпак, король...

Парада прютри йытӑсем ертсе пынӑ. Вӗсем те хитре тумланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/nikarenal
 

Культура
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Хальлӗхе – савӑнӑҫлӑ лару-тӑрусӑрах. Музея официаллӑ лару-тӑрура каярахпа тӳре-шарапа уҫӗҫ. Анчах хальлӗхе ку хӑҫан пулассине пӗлтермен.

Музей паянхи кун тест режимӗнче ӗҫлет. Унта кӗрсе курма тӳлевлӗ. Аслисен билечӗ – 300, 7 ҫултан аслӑрах ачасен билечӗ 150 тенкӗ тӑрать. 7-рен кӗҫӗнреххисене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсен 1 пин тенкӗ тӳлемелле.

Аса илтерер: планпа килӗшӳллӗн ҫак музейӗн 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин кунӗнче, уҫӑлмалла пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта 38 ҫулти хӗрарӑма Мари Элтан килнӗ арҫын таптаса кайнӑ.

Инкек Университет урамӗнче 13 сехет 40 минутра пулса иртнӗ.

Ҫуран каҫакансене иртмелли ҫулпа каҫакан 38 ҫулти хӗрарӑма Мари Элтан килнӗ 52 ҫуоти арҫын «Лада Калина» машинӑпа пырса кӗнӗ.

Шар курнӑ хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкара груз турттаракан теплоходсем килме пуҫланӑ. Навигацие кӑҫалхипе 45-мӗш хут уҫаҫҫӗ.

1981 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти гидроузел витӗр пӗрремӗш теплоход тухнӑ. Шлюзӑн сылтӑм камерине пӑр ватакан «Капитан Букаев» теплоход чи малтан кӗнӗ.

Хальхинче «Волгарь-7» тата «К-884» буксирсем пырса чарӑннине хула ҫыннисем тӗленсе те хӑпартланса пӑхса тӑнӑ.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Архивран
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Архивран

«Пуринчен малтан» телеграм-канал хыпарланӑ тӑрӑх, паян Шупашкарта «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль иртнӗ.

Йӑлана кӗнӗ пултарулӑх конкурсне Чӑваш Енри кӑна мар, Тутарстанри, Пушкӑртстанри тата Пенза облаҫӗнчи ҫамрӑк юрӑҫсем те хутшӑннӑ.

Чи маттурри Елчӗк округӗнчи Виктория Романова пулнӑ, вӑл гран-прие тивӗҫнӗ. Ӑна санаторире 15 кун канмалли путевка панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, ... 1057
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 27

1915
110
Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1932
93
Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1940
85
Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ.
1961
64
Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ.
1963
62
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ