Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн «Уҫӑ хула» порталта йӑлана кӗнӗ сасӑлав иртет: Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни кам пулӗ?
Кӑҫал ҫак ятшӑн камсем кӗрешеҫҫӗ-ха? «Промэнерго» тӗп директорӗ Анатолий Иванов, «Торговая механика» АУн тӗп констраукторӗ Николай Христолюбов, «Яхтинг» тӗп директорӗ Анатолий Шатиков, «АБС Электро» директорӗ Года Нудельман, «Экра» ӑслӑлӑх директорӗ Николай Дони, «Инкост» директорӗ Владимир Скосырский, Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, ЧР ЖКХ ассоциацийӗсен» ӗҫ тӑвакан директорӗ Валерий Алексеев, Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков.
Шупашкарта 12 ҫулти хӗрача укҫа ӗҫлесе илес тенӗ. Анчах вӑл ку преступлени пулнине ӑнланман.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, тупӑш тумалли меле вӑл мессенджерта тупнӑ. Палламан ҫынсем ӑна 71 ҫулти арҫынран 800 пин тенкӗ кайса илме хушнӑ. Лешне хайхискерсем арӑмӗ аварие лекнӗ, ӑна сиплеме укҫа кирлӗ тесе суйнӑ.
Хӗрача укҫана кайса илнӗ, 790 пин тенкине ҫав палламан ҫынсене куҫарса панӑ, 10 пин тенкине хӑйӗн валли хӑварнӑ. Ачана кӗҫех тытса чарнӑ. Полици пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн арҫынна кӳнӗ тӑкака саплаштарма тивӗ.
Шупашкарти Хевеш урамӗнчи ҫурт ҫине тепӗр мурал пулӗ. Ӑна ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель ӳкерет.
Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине унччен Андриян Николаевӑн сӑнне ӳкернӗ. Вӑл – Николай Овчиниковӑн «Салам, Ҫӗр» ӳкерчӗкӗн репродукцийӗ. Халӗ вара Ксения Кокель ҫав ҫуртӑн тепӗр енчи стени ҫине ӳкерет. Унӑн ӗҫе «Манӑн ҫурт – манӑн крепоҫ» ятлӑ.
Ксения Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи «ФормART» стрит-арт фестивальне хутшӑнать, унта пирӗн республика чысне хӳтӗлет. Унӑн графитие ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗччен туса пӗтермелле.
Ӗнер кӑнтӑрла Шупашкарти Алькеш поселокӗнче харпӑр ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ, ҫуртӑн шалти отделкине, гаража сиенлетнӗ.
Пушарта 1993 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн ӳчӗ самаях пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 689 пушар пулнӑ. Вӗсенче 35 ҫын вилнӗ, 37 ҫын суранланнӑ. 94 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарти Андрей Фёдоров иртнӗ эрнере Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) капитал-шоуна хутшӑнчӗ. Унта вӑл, ытти хӑна пекех, парнепе пырса ҫитнӗ. Ентешӗмӗр Леонид Якубовича тӗрлӗ япала парнелерӗ. Ҫав шутра шамансен параппанӗ, сыхлӑх хатӗрӗ, саламат тата варган пулчӗ. Унчӑр пуҫне вӑл усалтан хӳтӗлемелли йӑлана ирттерсе кӑтартрӗ.
Андрей Фёдоров финала лекрӗ, анчах унта урӑх ҫын ҫӗнтерчӗ.
Унччен республикӑри икӗ ҫамрӑк икӗ ППЭре 200 балл пухни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак список тата пуянланнӑ: унта тепӗр икӗ ҫамрӑк хушӑннӑ.
Малтан 200 балл пухнисен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра вӗреннӗ Екатерина Селезнева, Шупашкрти 5-мӗш гимназири Илья Капралов пулнӑ. Ку йыша Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Юлиана Паймуллина (химипе тата биологипе 100-шер балл пухнӑ) тата Шупашкарти 5-мӗш гимназири Виктория Жирнова (вырӑс чӗлхипе тата историпе 100-шер балл илнӗ) хушӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӑйӗн кушакне Архангельск облаҫне ӑсатасшӑн пулнӑ. Ун пек пулӑшма килӗшекене вӑл халӑх тетелӗсенчен пӗринче тупнӑ.
Кушак аҫине ӑсатма килӗшекене вӑл 5 пин тенке яхӑн укҫа куҫарса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӗнче тетелӗнчи ҫав ҫын ҫухалнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн кушак аҫин хуҫи пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Улталаканни Ставрополь крайӗнчи 25 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ. Ӑна пирӗн патри йӗрке хуралҫисем вырӑна тухса кайса тытса чарнӑ. Анчах ӑна хупса хуман. Следстви пынӑ вӑхӑтра хайне йӗркеллӗ тытмалли, таҫта тухса кайма юраманни ҫинчен асӑрхаттарнӑ.
Паян, Республика кунӗнче, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен пӗрремӗш троллейбус маршрут ҫине тухнӑ. Вӑл - 62-мӗш троллейбус.
Ҫак транспорт Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайонтан Шупашкарти Чапаев савучӗ таран ҫӳрӗ.
Троллейбуса ҫул ҫине кӑларнӑ чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ. Вӑл валидатора укҫа ярса билет туяннӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра пурӑнакансем ултавҫӑсене 300 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Вӗсен серепине нумай ҫын лекет. Ҫапла ан пултӑр тесе ШӖМ ӗҫченӗсем ҫынсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ.
Полици подполковникӗ Александр Темнов энергосбыт компанийӗсемпе пӗрле халӑха кун пирки информаци пама калаҫса татӑлнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗнче вара тивӗҫлӗ канурисемпе тата социаллӑ ӗҫченсемпе тӗл пулнӑ.
Шупашкар хулинче таксист ватӑ хӗрарӑма ултавҫӑсен капкӑнӗнчен ҫӑлса хӑварнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче такси водителӗ заказпа пырса ҫитнӗ. Кинемей хӑйӗн ӑҫта каймаллине каланӑ, анчах адрес приложенире кӑтартнипе тӳр килментен таксист ӑҫта каймаллине уҫӑмлатас тенӗ. Ватӑ ҫын ӑҫта каймаллине калайман. Адреса улӑштараймассине, машинӑна хӑй чӗнменнине пӗлтернӗ, кам такси чӗннине те каламан.
Таксист сисчӗвленнӗ, машинӑна чӗнсе илнипе телефонпа калаҫса пӑхма шухӑш тытнӑ. Телефонпа калаҫаканни хӑйӗнпе кинемейӗн мӑнукӗ тесе паллаштарнӑ, водитель тата ыйту парсан вӑл тарӑхма пуҫланӑ.
Водитель ватӑ ҫынпа калаҫма пуҫланӑ. Анчах хӗрарӑм калама хӑрани сиссен водитель йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Вара кинемей хӑйӗн патне палламан ҫынсем банкран тесе шӑнкӑравланине, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма хушнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |