Шупашкарта Варнава митрополита халалласа палӑк лартӗҫ. Вӑл Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ патӗнче пулӗ.
Варнава владыка вилнӗренпе ӗнер 3 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май мӑнастирте асаилӳ каҫӗ иртнӗ. Василий Паскье архимандрит палӑка утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен лартассине каланӑ. Ҫак куна ахальтен суйламан. 1993 ҫулта Введени соборӗн священникне Савватий Антонова (вӑл халӗ Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ) мӑнастирь наместникне лартнӑ. Ун чухне обитель пуҫлӑхӗ Варнава ерхиепископ пулнӑ. 2001 ҫулта вара вӑл митрополит пулса тӑнӑ.
Палӑка пӑхӑртан тӑвӗҫ.
Ӗнер республикӑра чи лайӑх педагогсене палӑртнӑ. Вӗсене 11 номинацире чысланӑ.
Кӑҫал «Чӑваш Енри учитель» ята Шупашкарти 4-мӗш лицейра ачасене историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Михаил Зыков тивӗҫнӗ. Хӑй вӑл Шӑмӑршӑри шкултан вӗренсе тухсан И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра диплом илнӗ. Лицейра 2018 ҫултанпа ӗҫлет.
«Ҫулталӑкри воспитатель» ята Куславккари «Звездочка» ача пахчин вӑй-хал культурин инструкторӗ тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» - Улатӑрти 6-мӗш гимнази вӗрентекенӗ Елена Ахметова. «Чи лайӑх педагог-психолог» номинацире Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулти Елена Яшпугалова ҫӗнтернӗ.
«Чи лайӑх социаллӑ педагог» - Шупашкарти 65-мӗш шкулти Екатерина Панькова. Шупашкарти пуҫламӑш шкулти Марина Борисова чи лайӑх дефектолог пулнӑ.
«Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ» номинацире Шупашкар районӗнчи Мӑнал шкулӗн педагогӗ Анжела Московцева мала тухнӑ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта хула администрацине реорганизацилес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Ҫапла хула администрацийӗ ҫумне Калинин, Мускав, Ленин районӗсен администрацийӗсене, Атӑл леш енчи территори управленине, хула пурӑхӗн комитетне пӗрлештерме йышӑннӑ.
Депутатсем пурте тенӗ пекех, тӑваттӑшӗсӗр пуҫне, килӗшсе сасӑланӑ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче пӳрт ҫуннӑ. Ҫурт йӑлтах ҫунса кайнӑ. Шел те, кил хуҫи те, 50 ҫулти арҫын, вилнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Лебедев урамӗнчи 66-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм икӗ ачине ҫавӑтса хваттертен тухма ӗлкӗрнӗ.
Ӗнер тата виҫӗмкун республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫурӗ. Шел те, аҫа-ҫиҫӗм шар кӑтартмасӑр пулман.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхине Йӗпреҫ поселокӗнче Почта урамӗнчи пӗр ҫурт тӑррине аҫа ҫапнӑ. Пушарнӑйсем хӑвӑрт ҫитнӗ, ҫулӑма 3 минутран сӳнтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Гузовски ращинчи йывӑҫа аҫа ҫапнӑ. Ӑна та хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнчи халӑх театрӗ Б.Васильевӑн «А зори здесь тихие...» повеҫӗ тӑрӑх спектакль ят панӑ. Ӑна «Кунта шурӑмпуҫӗ лӑпкӑ...» ят панӑ.
Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, И. Максимов-Кошкинский ячӗпе хисепленекен халӑх драма театрне Нина Панина режиссёр ҫут тӗнчерен кайнӑранпа Владимир Егоров ертсе пырать.
Сӑмах май каласан, ҫӗнӗ ӗҫпе «Раҫҫӗй 1» телеканалпа эфира тухакан хыпарсен кӑларӑмӗнче каласа кӑтартнӑ. Владимир Егоров режиссёра вара ытларикун, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 9 сехет те 30 минутра уҫӑ эфира тухакан «Ирхи тӗпеле» йыхравланӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче елчӗксем Шупашкарта ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлекен Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Елчӗксен ентешлӗх кунӗ Шупашкарта майӑн 27-мӗшӗнче «Амазони» паркра иртрӗ. Тӑвансене, пӗлӗш-тантӑшсене курса савӑнтӑм. Маттур пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ халӑх. Юрри-ташши кӑмӑла ҫӗклет, тӗрри-эрешӗ куҫа илӗртет. Савӑнатӑп хам та ҫак тӑрӑхран пулнишӗн. Уява йӗркелекенсене вара пысӑк таймапуҫ!» — хыпарланӑ Елена Нарпи.
Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче ӳкерсе хунӑ Нарспи нумаях пулмасть ҫухалнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Нарспи сӑнӗ ҫухални ҫынсене тӗлӗнтернӗ ҫеҫ мар, кӑмӑлсӑрлантарнӑ та.
Граффитие мӗншӗн сӑрласа хунине каярах хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин халӗ Телеграмри хӑйӗн страницинче уҫӑмлатнӑччӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, граффити кӗҫех хӑй вырӑнне таврӑнӗ, анчах вӑл ҫӗнелӗ. Ксения Кокель художник ҫӗнӗ эскиз хатӗрлесе ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ.
Халӗ, чӑн та, «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ тӗлӗнче каллех Нарспи сӑнӗ пур.
Шупашкарти 67 ҫулти хӗрарӑм пухнӑ укҫи пӗтсен, пӗлӗшӗсем кивҫен пама пӑрахсан, банксем кредит пама хирӗҫлесен тин хӑй ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫапла вӑл пач ют ҫынна 9 миллион та 300 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Йӑлтах кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнинчен пуҫланнӑ. Унта газ кӑларакан пысӑк предприятине укҫа хывса нухрат ӗҫлесе илме май пурри пирки пӗлтернӗ. Вӑл ячӗпе номерне хӑварнӑ. Ҫапла ун патне шӑнкӑравлама тытӑннӑ.
Хӗрарӑм палламан ҫын хушнипе малтан счечӗ ҫинчи укҫине илнӗ, унтан - кредит, кивҫен. Анчах, шел те, ултавҫӑсем пулнине кайран тин ӑнланнӑ вӑл.
Паян Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, хир качакине ҫапса кайнӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, тискер чӗруна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ, ҪҪХПИ инспекторӗсене чӗнмен.
Сӑмах май, ӗнер ҫурҫӗрте Шупашкарта хир качаки ҫул тӑрӑх чупса ҫӳренӗ. Вӑл ҫухалса кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапса кайнӑ чӗрчун шӑпах ҫавӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |