Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Персона

Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Мускавра вӗренекен Валентина Алексеева «Раҫҫей мисӗ» ята ҫӗнсе илни пирки пӗлтернӗччӗ.

Халӗ Валентина Мексикӑна Раҫҫей чысне «Тӗнче мисӗ» конкурсра хӳтӗлеме кайнӑ.

Конкурс чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртӗ. Унччен, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, наци костюмӗсене кӑтартас енӗпе шоу иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/101671
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче троллейбуссенче СПБ урлӑ тӳлесен билет хакӗ 8 тенкӗ йӳнӗрех пулнӑ. Ку акцие ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ. Ку мелпе Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлеме пулать. Акци раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Ҫапла майпа Шупашкарти троллейбуссенче тата Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 62-мӗш троллейбусра билет хакӗ 21 тенкӗ пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссенче вара – 17 тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=300243
 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан Лина Емельянова чылай ҫул Италире ӗҫленӗ, вӑл унти ватӑсене пӑхса пурӑннӑ. Халӗ хӗрарӑм Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта социаллӑ ӗҫчен пулса тӑрӑшать.

Паян 50 ҫул тултарнӑ Лина Аркадьевна пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑсене хӗрхенсе пулӑшас тени шӑпах Италирен пуҫланнӑ та. Вӑл паян 10 ватта пӑхса тӑрать, вӗсенчен ҫиччӗшӗ патне кунсерен кайса тӑрать.

 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен 101С автобус халӗ «Университет» микрорайона таран ҫитет. Вӑл Вӑрман урамӗнче чарӑнать.

Унччен ҫак маршрутӑн юлашки чарӑнӑвӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ корпусӗ патӗнче пулнӑ. Сӑмах май, 101С автобус Ҫӗнӗ Шупашкарти Химтехнумран И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ таран Мускав проспекчӗпе ҫитет.

 

Пӑтӑрмахсем
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Паян Шупашкарти МТВра пушар пулнӑ. Ҫулӑм тухни пирки 15 сехет те 59 минутра пӗлтернӗ.

Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. 500 яхӑн ҫынна эвакуациленӗ. Пушар тухнӑ вырӑна ҫитес тесе плиткӑна хӑйпӑтма тивнӗ.

Паян кӑшт маларах Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче сӗтел-пукан фабрики ҫуннӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчӗҫҫӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен 1-мӗш маршрутпа троллейбус янӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Шӑпах ҫав кунран республикӑра троллейбус ҫӳреме тытӑннӑ тесе палӑртнӑ.

Чӑваш транспорт управленийӗнче ӗҫлекенсем сӗннипе икӗ маршрута ят панӑ. 62-мӗш маршрутпа ҫӳрекен икӗ троллейбуса Геннадий Устинов тата Виталий Орешников ятне панӑ. Вӗсем - троллейбус управленине нумай ҫул ертсе пынӑ ҫынсем. Иккӗшӗ те ҫак тилхепене 22-шер ҫул тытса пынӑ.

Сӑмах май, троллейбуссене ят пани – Раҫҫейре пӗрремӗш хут

 

Тӗнчере
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплексла центра ҫӳрекен 87 ҫулти Зинаида Васенева Мода театрӗ валли сумкӑсем ҫӗлесе илемлетет. Ал ӑстине ҫак енӗпе тӑрӑшма центрти ӗс инструкторӗ Светлана Кириллова кӑсӑклантарса янӑ Вӑл ӑна кинемейсемпе шӑрҫаран сумка хатӗрленине кӑтартнӑ.

«Пӑхрӑм та, ун пек сумка валли мӗн чухлӗ шӑрҫа кирлине курсан тӗлӗнсе кайрӑм. Эпӗ чеерех пулма тӗв турӑм, ӗҫе кӑшт ансатлатса шӑрҫа вырӑнне пусмапа та усӑ курас терӗм», - каласа кӑтартнӑ кинемей центрӑн пресс-службине.

Центра ҫӳрекен ватӑсем ӑсталакан сумкӑсене, шӗлепкесене кинемейсем Мода театрӗнче кӑтартаҫҫӗ, хӑйсен пӗлӗш-тусне те парнелеҫҫӗ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан ватӑсем Пӗтӗм Раҫҫейри финанс чемпионачӗн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрне хутшӑннӑ. Чемпионат куҫӑнсӑр майпа иртнӗ.

Унта ҫӗршыври 78 команда хутшӑннӑ. Пирӗн респблика чысне регион шайӗнчи ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Надежда Быченкова, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухнӑ Светлана Чекменева тата Людмила Спиридонова хутшӑннӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть«Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ Валентина Алексеева Шупашкара килнӗ, Республикӑри ача-пӑча пульницинчи пӗчӗк пациентсемпе курса калаҫнӑ. Вӑл онкологипе гематологи уйрӑмӗнче сипленекен ачасене пӗчӗк сувенирсем парнеленӗ.

Валентина Пирогов ячӗллӗ Вырӑс наци тӗпчев институтӗнче тӳлевсӗр вӗренет. Унччен Шупашкарти 5-мӗш гимназире ӑс пухнӑ.

 

Хулара
transphoto.org сайтри сӑн
transphoto.org сайтри сӑн

Шупашкарти 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене улӑштарӗҫ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Максим Петров пӗлтернӗ.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкара «Горожанин» ятлӑ 40 ҫӗнӗ троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене федераци хыснинчи укҫапа туянӗҫ. Пӗр троллейбус 12,2 милион тенке ларӗ. Троллейбуссен урайӗ ҫӳллӗ пулмӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 139, 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, [149], 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, ... 1146
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 24

1910
116
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Иванов Николай Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Вӑрнарти аш-какай комбинатне никӗсленӗ.
1990
36
ЧССР патшалӑх суверенитечӗ пирки деклараци йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть