Рейтингри 85 регионтан Чӑваш Ен пурлӑх шайӗ енчен 73-мӗш йӗркене йышӑннӑ. «PROГород» кӑларӑм шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пурнӑҫ шайӗ чакса пырать. 2022 ҫулхи кӑтартӑва илсен, халӑхӑн 14,8 проценчӗ чухӑн пурӑнать.
Асӑннӑ кӑларӑм Шупашкарта пурӑнакансене пурӑнма мӗн чухлӗ укҫа кирлипе хула ҫыннисемпе калаҫнӑ май кӑсӑкланнӑ.
«Укҫа нумай кирлӗ мар. Ертӳҫӗсен коррупципе сахалтарах ҫыхланмалла. Манӑн ачасем алла диплом илсенех Чӑваш Енрен тухса кайрӗҫ. Шалу пӗчӗк, малашлӑхлӑ ӗҫ вырӑнӗсене е пысӑк ҫынсен тӑванӗсем йышӑннӑ, е хӑваласа кӑларса яма май ҫуккисем», — тесе шухӑшлать иккен, сӑмахран, Сергей Ежов.
Пуҫа ытларах ӗҫлеттермелле, чӗлхепе нумай калаҫатпӑр текен те пулнӑ.
Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫине йывӑҫ персе аннӑ.
«PROГород» хаҫат халӑх корреспонденчӗ пӗлтерни тӑрӑх ҫапларах хыпарланӑ: утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Вокзалҫум урамри 10-мӗш ҫурт ҫине йывӑҫ ӳкнӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫурт ишӗлмен, чӳрече кантӑкӗсем те ванман курӑнать. Йывӑҫ ҫурт стени ҫине персе аннӑ, ун ҫине таянса тӑрать.
Шупашкарти Юханшыв портӗнче кӑҫал 28 таксист чи лайӑххи пулассишӗн тупӑшнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр правилисене, республикӑри паллӑ вырӑнсене мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех водитель ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ.
Чи лайӑх таксист ятне Артур Михайлов тивӗҫнӗ. Сӑмах май, вӑл ку ята пиллӗкмӗш хут илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Георгий Никоноров тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта - Дмитрий Иванов. Малти вырӑнсене йышӑннисене 15, 10 тата 5 пин тенкӗпе хавхалантарнӑ. Ҫавӑн пекех конкурс партнерӗсенчен парнесем пулнӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче «Магия чувашской вышивки бисером» (чӑв. Чӑваш тӗррине шӑрҫапа тӗрлессин асамлӑхӗ) ятпа ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.
Унта пуҫтарӑннӑ кинемейсене Светлана Кириллова ӗҫ инструкторӗ чӑваш тӗррине вӗтӗ шӑрҫапа та тӗрлеме май пуррине кӑтартса панӑ.
Тӗрӗссипе, ватӑсем ку ӑсталӑха унччентерех алла илнӗ. Вӗтӗ шӑрҫаран вӗсем тӗрлӗ япала ӑсталама пӗлеҫҫӗ. Халӗ вара унпа чӑваш тӗррине тӗрленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Алевтина Семёнова хӑйӗн илемлӗ япалисене хавхалантарса кӑтартнӑ. Ольга Усманова вара вӗтӗ шӑрҫаран тӗрлӗ илем хатӗрленӗ чух кӑмӑл та хавхаланнине палӑртса хӑварнӑ.
Раҫҫейре «Марка» АУ «Тӑван ҫӗшывра утса кӑларнӑ строительство техники» маркӑсен серине кӑларнӑ. Унта Шупашкарти «Промтрактор» туса кӑларакан ЧЕТРА ПК12 погрузчике те сӑнланӑ.
Палӑртмалла: ЧЕТРА ПК12 погрузчик Раҫҫейре кустӑрмаллӑ погрузчиксен йышӗнче чи вӑйли шутланать.
Сӑмах май, «Промтрактор» продукцийӗ унччен те почта маркисем ҫине лекнӗ. 2021 ҫулхи кӗркунне ЧЕТРА Т40 бульдозера сӑнланӑ.
Паян Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 23-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр мотоцикл ҫинчен ӳксе юлнӑ. Вӑл водитель хыҫӗнче ларса пынӑ.
Хӗр 15 сехетре ӳксе юлнӑ. Мотоциклист вара вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Хӗр патне тӳрех Росгварди ӗҫченӗсем, иртсе пыракан ҫынсем пулӑшма пынӑ.
Мотоцикл водительне ҫывӑхри ҫурт картишӗнче тытса чарнӑ. Хӗре вара пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра «Я – женщина» (чӑв. Эпӗ — хӗрарӑм) конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекен 614 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне темиҫе номинацире хакланӑ.
«Общество интересӗшӗн» (Журналистика, патшалӑх тата муниципалитет служби) номинацире Шупашкарти Оксана Замятина Гран-прие тивӗҫнӗ, вӗрентӳпе ӑслӑлӑх енӗпе — Улатӑрти Юлия Давыдова, право хуралӗ тата ҫар служби енӗпе — Шупашкарти Инга Вазикова, ҫамрӑксен политики енӗпе — Шупашкарти Мария Васильева, культура енӗпе — Шупашкарти Светлана Григорьева, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе — Шупашкарти Оксана Рындина; промышленность, строительство, транспорт, суту-илӳ, йӑла-йӗрке, банк тытӑмӗ енӗпе — Шупашкарти Вера Степанова, предпринимательство енӗпе — Шупашкарти Елена Кривокижа, ял хуҫалӑхӗ тата ҫутҫанталӑк енӗпе — Тӑвай районӗнчи Надежда Фёдорова; килте ларакан хӗрарӑмсем, нумай ачаллӑ амӑшӗсем, пенсионерсем хушшинче — Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Димитриева.
Шупашкарта финанс пӗлӗвӗпе паллаштаракан троллейбус ҫула тухнӑ. Вӑл 21-мӗш маршрутпа ҫӳрет. Ӑна палласа илме йывӑр мар - ун ҫине "Финанссемпе туслаш" тата "Финанс пӗлӗвӗн нимеҫи пул" тесе ҫырнӑ.
Салонра нимеҫӗсем пур. Вӗсем финас организацийӗсен консультанчӗсем тата ӗҫченӗсем. Вӗсем пассажирсене буклетсем валеҫеҫҫӗ. Кирлӗ пулсан канаш та параҫҫӗ. Палӑртмалла: Раҫҫейре кунашкалли ниҫта та ҫук.
Сӑмах май, кӗҫех республика ҫӗнӗ троллейбуссем туянӗ. Вӗсенче финанс пӗлӗвӗ пирки информаци кӑтартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнетнӗ суту-илӳ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр кунашкал лапама Шупашкарта хута янӑ.
Суту-илӳ вырӑнӗсене Винокуров урамӗнчи 23-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче асӑрхама пулать. Ҫак лапама республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе тунӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна тӳрех Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн балансӗ ҫине куҫарнӑ.
Сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ. Унта халӗ йӑлтах хӑтлӑ. Пӗчӗк пасара электричество та ҫитернӗ. Ҫапла сутуҫӑсем хӑйсемпе пӗрле сивӗтмӗш те илсе килме пултараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын пирус туртса янӑ та… Ҫапла пушар тухнӑ. Унта вӑл хӑй те шар курнӑ. Арҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн урисем пиҫсе кайнӑ.
Пушарнӑйсене ывӑлӗ чӗннӗ. Вӑлах ашшӗне ҫунакан ҫуртран урама илсе тухнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |