Шупашкарта троллейбус водительне ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Вӑл вӗсене 1,75 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку укҫана арҫын кредит илнӗ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне "Мускаври йӗрке хуралҫи" шӑнкӑравланӑ.
Шупашкарти 38 ҫулти арҫын та самай пысӑк укҫасӑр юлнӑ. Хӑйӗнпе "Тӗп банк ӗҫченӗ" тесе паллаштарнӑ арҫын ӑна пухнӑ 755 пин тенкине урӑх счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне кредит илтернӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 2 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ.
Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн хулан хисеплӗ ҫыннине палӑртасси йӑлара. Кӑҫал та сасӑлав пулнӑ. Унта 7 ҫын хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ.
Кӑҫал ҫак хисеплӗ ята кам тивӗҫӗ-ха? 2002-2010 ҫулсенче Шупашкар мэрӗ пулнӑ Николай Емельяновшӑн чи нумай ҫын сасӑланӑ. Вӑл 2066 сасӑ пухнӑ. Пӗтӗмпе сасӑлава 4420 ҫын хутшӑннӑ. Николай Емельянов хальхи вӑхӑтра Шупашкарти «Водоканалта» директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗнче ӗҫлет.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем пӑхса тухса йышӑну тӑвӗҫ.
ҪУР | 02 |
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта пӗри 11-мӗш хутран персе аннӑ.
Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек 16 сехетре пулса иртнӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫын 11-мӗш хутри балконран персе аннӑ. «Питӗ хӑрушӑ тата шел», — тесе ҫырса хунӑ пӑтӑрмаха курнӑ ҫын.
Кӗске хыпарта пӑтӑрмах хӑш урамра пулнине, ӳкекенни кам иккенне (арҫын-и е хӗрарӑм-и) кӑтартман.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ конкурс ирттернӗ. Иккӗшӗ те вакансисемпе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ пулма кадр резервне палӑртма йӗркеленӗ конкурсра икӗ кандидата суйласа илнӗ: центрӑн хальхи директорне Елена Волковӑна тата Валентина Якутенока. Ҫав хӗрарӑм хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Ленин районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорне суйламалли конкурс вара пулса иртмен — кандидатсем пулман-мӗн.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алхаснӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Мари Элти Таир тата Яльчик кӳлӗсен хӗрринче каннӑ ҫынсем шар курни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫил вӑйлансан йывӑҫсем палаткӑсем ҫине ӳкме пуҫланӑ. Ҫутҫанталӑк инкекӗ 8 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем.
10 ҫын пульницӑна лекнӗ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Ен ҫынни те пур. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов унӑн сывлӑхӗ пирки телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Арҫын реанимацие лекнӗ. Ӑна Мари Элти пульницӑра сиплеҫҫӗ. Тухтӑрсем паян ирхине унӑн сывлӑхӗ лайӑхланма пуҫланине палӑртнӑ. Арҫыннӑн сывлӑхӗ кӑшт йӗркеленсен ӑна Шупашкара куҫарӗҫ.
Республикӑн Транспорт министерстви Шупашкарта черетлӗ транспорт реформи иртессине пӗлтернӗ. Ӑна 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн палӑртса хунӑ.
Ҫитес ҫултан пуҫласа республикӑн тӗп хулинчи общество транспорчӗшӗн Транспорт министерстви яваплӑ пулӗ.
Муниципалитетри вӑл е ку маршрут сетне ылмаштарасси транспорт хуҫисемпе унччен тунӑ контракт хӑҫанччен пырассипе ҫыхӑннӑ.
1-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссен шучӗ 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 40 единица таран пулӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — резервра. 22-мӗш маршрутпа 7 троллейбус хутлӗ.
5-мӗш номерлӗ автобус «Маштехникум» чарӑнуран пуҫласа Чапаев завочӗ патне ҫитекен пулӗ.
3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус маршручӗ 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫӗнӗ хула микрорайон – Грязелечебница – Ҫӗнӗ хула микрорайон» ятпа хутлӗ, вӑл «Парк», «Шупашкар проспекчӗ» чарӑнусенче чарӑнма тытӑнӗ.
2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ виҫӗ автобус маршручӗ уҫӑлӗ: 13-мӗш номерли «Грушевый микрорайон — ЖБК-9» маршрутпа ҫӳрӗ, 29-мӗш номерли — «Энергетиксен посёлокӗ — Грушевый микрорайон» маршрутпа, 31-мӗш — «Энергетиксен посёлокӗ — Кадыков урамӗ» маршрутпа.
Паян каҫ енне республикӑри хӑш-пӗр районта ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ, пӑр та ҫунӑ.
15 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнси Хурамал ялӗнче путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Пӑр теплица поликарбонатне шӑтарса пӗтернӗ тӗслӗхсем те пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Куславкка тата Шупашкар районӗсенче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫил-тӑвӑл алхаснӑ, пӑр ҫунӑ. Чылай ҫӗрте йывӑҫсем тӳннӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Сарра Ушакова ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Сумлӑ ҫавра ҫулпа саламлама Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин ҫитнӗ.
Сарра 14 ҫулта чухне ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ. Икӗ шӑллӗне вӑл хӑйех пӑхнӑ. 1941 ҫулта Сарра Харьковри шкула лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ. Анчах вӑрҫа пула малалла вӗренеймен вӑл. Ӑна Чӑваш Ене эвакуациленӗ. Кунта вӑл токарьте ӗҫлеме пуҫланӑ.
1960 ҫулсенче Сарра Хусанти финанспа экономика институтне пӗтернӗ. Вӑл ВНИИРӑн план пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Сарра Ушакова - ЧР тава тивӗҫлӗ экономист.
Йӑлӑмра 25 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ.
Ҫав каччӑ Йӑлӑмра тусӗсемпе каннӑ. Вӗсем Йӑлӑмри кану бази патӗнче пуҫтарӑннӑ. Ӗҫнӗ-ҫинӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тусӗсенчен уйрӑлса кайса шыва кӗме кайнӑ. Ҫавӑн чухне шыва путнӑ.
Каччӑ виллине ӗнер, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тупнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ, каччӑна такам вӗлернине тупса палӑртман.
Шупашкар хулин кунне уявланӑ чухне урамсене хупса хумӗҫ.
Ытти ҫулхине Пултарулӑх бульварне ирттернӗ май Ленин проспектне вӑхӑтлӑха хупса хуратчӗҫ, общество транспорчӗн тата ытти машинӑн урӑх ҫулпа ҫӳреме тиветчӗ. Кӑҫал апла хӑтланмӗҫ.
Пултарулӑх бульварне Шупашкар кӳлмекӗнче йӗркелӗҫ. Унтах пултарулӑх тата спорт лапамӗсем ӗҫлӗҫ.
Шупашар хула кунне ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫурла уйӑхӗн 19 тата 20-мӗшӗсене тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |