Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче ачана кушак ҫыртса илнӗ хыҫҫӑн карантин туса хунӑ. Асӑннӑ йӗрке Киров урамӗнчи 17-мӗш ҫурт тавралла пулӗ.
Карантина ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑ. Вӑл йӗрке республика Элтеперӗ ятарлӑ йышӑну кӑларичченех пырӗ.
Кушак урнӑ чирпе чирлине республикӑн ветеринари служби палӑртнӑ. Халӗ ача сипленет.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын фермертан какай туянас тенӗ. Ку пӗлтерӗве вӑл мессенджерта асӑрханӑ та сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ.
Хайхи арҫын унпа 10 пин тенкӗлӗх какай туянма калаҫса татӑлнӑ та укҫа куҫарса панӑ. Анчах ӑна нимӗнле какай та килсе паман.
Кун хыҫҫӑн арҫын полици уйрӑмне кайса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта фермерсен ҫӗнӗ мини-пасарӗ уҫӑлнӑ. Вӑл И.Франко урамӗнчи 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.
Мини-пасарта хӑйсен продукцине сутакан ҫынсене вырӑнпа тӳлевсӗр тивӗҫтереҫҫӗ. Унта 20 сутуҫӑ валли вырӑн пур. Меллӗ пултӑр тесе сумкӑсем лартмалли вырӑнсем пур, ҫумӑр лекесрен тӑррине витнӗ.
Вырӑнти ял хуҫалӑх производителӗсем пасарта сыр, чей, ҫырла, пахча ҫимӗҫ, ешӗл ҫимӗҫ тата ыттине сутаҫҫӗ.
Шупашкарти хӗрарӑм ача ҫуратмалли ҫуртра мар, килтех ҫӑмӑлланма шутланӑ. Ҫапла тухтӑрсем пулӑшмасӑрах ҫут тӗнчене арҫын ача килнӗ.
Пепкене Шупашкарти Ленин районӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Кун пек чухне кӳнтелен кирлӗ. Ачан ашшӗ-амӑшӗ ӑна илсе килнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, кӳнтеленӗн ача пульницӑра мар, килте ҫуралнине ӗнентерсе хут ҫырмалла.
Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана хӑйне евӗр ят панӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Хӗрача Аврелия ятлӑ.
Аврелия – латин чӗлхинчен килнӗ, Юлий Цезарӗн амӑшӗ ҫапла ят пулнӑ. Вӑл «Аврелий» арҫын ятӗнчен пулса кайнӑ, «ылтӑн» тенине пӗлтерет.
ЗАГС ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, Калинин районӗнче кунашкал ята юлашки икӗ ҫулта регистрацилемен.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра икӗ аварире икӗ мотоциклист аманнӑ. Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Пӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ, тепри – Ҫӗмӗрле районӗнче. Икӗ мотоциклист та вӑйлах аманнӑ, иккӗшӗ те халӗ комӑра. Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку – питӗ лайӑх мел. Мӗншӗн тесен пуҫне амантнӑ пациентсене машинӑпа илсе килнӗ чухне ҫул ҫинче силлентерни сиен кӳрет.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче хулан хисеплӗ ҫыннине Николай Емельянова чысланӑ. Ӑна хула администрацине халӗ ертсе пыракан Денис Спирин, хула мэрӗ Евгений Кадышев саламланӑ. Вӗсем ҫак ята тивӗҫнӗ Николай Емельянова тӗп хуламӑра хӑтлӑлатнӑшӑн, аталантарнӑшӑн тав тунӑ.
Аса илтерер: кӑҫал хулан хисеплӗ ҫыннине тивӗҫессишӗн 7 кандидатура тупӑшнӑ. «Уҫӑ хула» порталта ирттернӗ сасӑлавра Николай Емельянов ҫӗнтернӗ. Палӑртмалла: вӑл Шупашкара 2002-2010 ҫулсенче ертсе пынӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Августа Агеева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна саламлама депутатсемпе тӳре-шара килнӗ.
Кинемее Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин саламласа открытка янӑ. Хӑнасем юбиляра парнесемпе савӑнтарнӑ. Шупашкарти ача-пӑча ӳнерӗн 3-мӗш шкулти ачасем вара юрласа кӑмӑла ҫӗкленӗ.
Августа Агеева Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Чапаев савутӗнче тӑрӑшнӑ. Мирлӗ пурнӑҫра вара чылай ҫул педиатрта вӑй хунӑ.
Шупашкарти 38 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне хӗнесе пурӑннӑ, амӑшӗн тивӗҫне вара йӗркеллӗ пурнӑҫламан. Хӗрарӑм тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Эгер бульварӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗччен 16 ҫулти хӗрне пӗрмай хӗненӗ: аллипе пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан ҫапнӑ, шӑлавар пиҫиххийӗпе те хӗненӗ.
Ҫемьере хӗрарӑмӑн тата тепӗр икӗ ача ӳсет иккен. Вӗсем — 14 тата 15 ҫулсенчи ачасем. Ҫемье ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссире учётра тӑнӑ.
Тӗпчевҫӗсем профилактика тытӑмӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен тивӗҫне епле пурнӑҫланипе те кӑсӑкланӗҫ.
Хула кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти Анне палӑкӗ умӗнче «Чечексен балӗ» иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланать.
Унта хутшӑнакансем чечекрен тӗрлӗ япала тӑвас енӗпе ӑмӑртӗҫ. Шлепкесем, сумкӑсем, эрешсем… Темпе те тӗлӗнтерӗҫ вӗсем. Йӑлтах – чечекрен: чӗрринчен тата искуственнӑйӗнчен, типӗтнинчен…
Конкурса ҫав кунах пӗтӗмлетӗҫ. Заявкӑсене вара ыранччен, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗччен, йышӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫав вырӑнта кӑҫал ҫулла тӑршшӗпех «Чечексен фестивалӗ» ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |