Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

2024 ҫулта Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара виҫӗ троллейбус маршручӗ ҫыхӑнтарӗ. Чи малтан 62-мӗш номерли ҫула тухӗ. Вӑл республикӑн тӗп хулинчи Чапаев ячӗллӗ приозводство пӗрлешӗвӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» чарӑнӑва ҫитӗ хутлӗ.

Ку хыпара республика Элтеперӗ Олег Николаев «Грани» хаҫат редакцине панӑ интервьюра пӗлтернӗ.

«Муниципалитетсен хушшинчи автобус маршурчӗсене троллейбуссемпе ылмаштарасшӑн. Троллейбуссем хӑтлӑрах, хӑрушсӑртарах, вӗсен салонӗ те пысӑкрах», – тенӗ Олег Николаев.

Каярах ҫула 60-мӗш (Шупашкарти «Университет» – Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химтехникум») тата 61-мӗш маршрутсем (Шупашкарти «Медицина центрӗ» – Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново») тухӗҫ.

 

Раҫҫейре
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Шупашкар хулинче ҫуралнӑ хӗрарӑм Питӗрти илем конкурсне хутшӑнӗ.

Анастасия Степанова тӑван республикӑра пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Питӗр хулине тухса кайнӑ. Хӗрарӑм тахҫанах ҫемьеллӗ ӗнтӗ. Вӑл мӑшӑрӗпе тата йышлӑ ачипе савӑнса пурӑнать.

Телейлӗ хӗрарӑм юратнӑ ӗҫӗнче тӑрӑшнипех ҫырлахмасть. Унӑн чун канӑҫӗ шутӗнче — илем конкурсӗсене хутшӑнни те. Кӑҫал вӑл Хӗрлӗ гварди районӗнче иртнӗ илем конкурсӗнче иккӗмӗш «Вице миссис» ята ҫӗнсе илнӗ.

37 ҫути хӗрарӑм хальхинче Питӗр хулинчи илем конкурсне хутшӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/1894
 

Республикӑра
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри виҫӗ кинемей 100 ҫул тултарнӑ.

Вӗсенчен иккӗшӗ, Анна Иванова тата Мария Кручинина, Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ, Шемсия Сафина — Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчен.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Мария Христофоровна тата Шемсия Алиулловна фронтра ӗҫленӗ, аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Анна Титовна II Прибалтика фронтӗнче ҫарта пулнӑ.

Анна Иванова вӑрҫӑ ҫулӗсенче телейлӗ те вӑрӑм ӗмӗр пирки ӗмӗтленнӗ. Халӗ вара вӑл ҫынсене кӳрентерес марччӗ тесе пурӑнать.

Кинемейсене Телеграмри хӑйӗн каналӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/4154
 

Пӑтӑрмахсем
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫынтан суд приставӗсем ҫын хваттерне чӗртсе ярса шар кӑтартнин тӑкакне шыраса илнӗ.

66 ҫулти арҫын аппӑшӗн (тен, йӑмӑкӗн пулӗ. Суд приставӗсен сайтӗнчи вырӑсла хыпарта «сестра» тесе ҫырнӑ та) хваттерне чӗртсе янӑ. Унччен пӗртӑвансем хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Арҫын тӑванне шар кӑтартас тесе алла шӑрпӑк тытнӑ. Хӗрарӑмӑн хваттерти мӗнпур пурлӑхӗ ҫунса кайнӑ.

Тӑванӗ тӗлӗшпе хӗрарӑм суда тухнӑ. Унта арҫынна 2 ҫуллӑха тӗрмене хупса хумалла тата пурлӑха сиен кӳнине саплаштармалла тунӑ.

Арҫынран суд приставӗсем 1,15 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ.

 

Хулара
/t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ
/t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ыркӑмӑллӑх шкапӗ пур. Ӑна хулари МНТК пульницӑна хирӗҫ вырнаҫтарса хунӑ. Унта ҫынсем хӑйсен япалисене пырса хума пултараҫҫӗ, теприсем ҫав япаласене илсе каяйраҫҫӗ.

Тепӗр чухне хитре япаласемех юрӑхсӑра тухаҫҫӗ: е пӗчӗкленсе кайнӑран, е ун пеккине тек тӑхӑнас килменрен. Ҫӳп-ҫап контейнерне тухса перес вырӑнне ун пек япаласене ыркӑмӑллӑх шкапне кайса хума май пур.

Телеграмри каналсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, ун пеке шкапсем ытти вырӑнта та уплсан аван. Япалана хурса хӑварассишӗнех хулан пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне пурин те ҫӳрес килмест-ҫке. Ҫывӑхрах пулсан такам та кайса парӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/8735
 

Республикӑра

Шупашкарта пурӑнакан Анна Иванова паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарать.

Вӑл Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтерсен фермӑна ӗҫе вырнаҫнӑ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна связистсен курсне вӗренме янӑ, кайран салтака илсе кайнӑ.

Вӑрҫӑран аманса таврӑнса ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе вӑл 1950 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр ура ҫине тӑратнӑ. Паян вӗсенчен пӗр хӗрӗпе пӗр ывӑлӗ ҫук ӗнтӗ — леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ.

Кинемей Шупашкарти хваттерӗнче пӗчченех пурӑнать. Лавккана та тухса кӗрет, килне те хӑех тирпейлесе тӑрать. Питӗр хулинчи хӗрӗ хӑйӗн патне илсе каясшӑн та, кинемей тӑван тӑрӑхран тухса кайма килӗшмест. Кинемей калпак тата шарф ҫыхса вӑхӑта ирттерет, кӳршӗ-аршӑпа хутӑшать.

«Ҫынпа ҫураҫуллӑ пурӑнмалла», — тет тӑнлавне пас тытнӑ Анна Титовна.

 

Хулара
k1news.ru сайтри сӑн
k1news.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн 9 ҫулти ывӑлӗ компьютерпа вӑйӑ вылянӑ та амӑшӗн карточки ҫинчи 65 пин тенке куҫарса панӑ. Куншӑн ӑна счет ҫине хушма «фишка» куҫарса парасса шантарнӑ. Анчах ача кӑлӑхах кӗтнӗ.

11 ҫулти арҫын ачан амӑшӗ те ҫапла шар курнӑ. Шӑпӑрлан вӑйӑра промокод илесшӗн пулнӑ, палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Ҫапла счет ҫинчен 30 ытла пин тенкӗ ҫухалнӑ.

 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Раҫҫейри паллӑ блогер Чистомэн Шупашкара килнӗ. Вӑл Ботаника садӗнче 1 сехетре 100 литр кӗрекен 10 михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.

Чистомэн кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, парк хитре, анчах тирпейсӗр. Ӑна шывра ҫӳп-ҫап нумай выртни тӗлӗнтернӗ. Унта вӑл 5 ҫул каялла туса кӑларнӑ банка та тупнӑ.

Чистомэн михӗсене контейнера пересшӗн пулнӑ - анчах вӗсем Ботаника садӗнче ҫук. Ҫавӑнпа вӑл шупашкарсене михӗсене ҫӳп-ҫап контейнерӗ патне илсе ҫитермешкӗн пулӑшу ыйтнӑ.

 

Хулара
o-krohe.ru сайтри сӑн
o-krohe.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑмӑн харпӑр пурнӑҫӗ ӑнман. Вӑл хӑйне пӑснӑ, тухатланӑ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа тӗнче тетелӗнче астролог номерне тупса унпа канашланӑ.

Лешӗ ӑна чӑнах та пӑснине ҫирӗплетнӗ, пулӑшма шантарнӑ.

Хайхи астролог икӗ эрне темӗнле йӑла-йӗрке ирттернӗ, куншӑн укҫа ыйтсах тӑнӑ. Ҫапла хӗрарӑм ӑна 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи пӗтсен тин вӑл кун пирки юлташне каланӑ. Лешӗ ӑна полицие кайса каласа кӑтартма сӗннӗ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара

Паян Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре 400 яхӑн ҫын тӑрса «Путин» тесе ҫырнӑ, чӗре «ӳкернӗ». Ҫапла Чӑваш Ен РФ Президентне Владимир Путина ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.

Мӗнле саламланине видео ӳкернӗ, ӑна ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче вырнаҫтарнӑ.

Владимир Владимирович паян 71 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1952 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/90384
 

Страницӑсем: 1 ... 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, [120], 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, ... 1040
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем