Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Орлов Георгий Фёдорович

Орлов Георгий Фёдорович — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1925 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче ҫуралнӑ.

1961 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. 1981 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ. 1970 ҫулта Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле премине тивӗҫнӗ.

Тӑван Ҫӗншывӑн вӑрҫине хутшӑнса Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ орденсене, медальсене тивӗҫнӗ.

Кун-ҫулӗ

Чулхулари аслӑ парти шкулӗнче вӗреннӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин аслӑ, кайран, тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ. «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Унӑн ҫак кӗнекесем пичетленсе тухнӑ:

  • «Ҫуралнӑ кил» (1962);
  • «Тантӑшсем» (1970);
  • «России солдат» (Раҫҫей салтакӗ, вырӑсла, 1971);
  • «Юрату» (1973);
  • «Рассказы дядюшки Тривима» (Тривим кукка калавӗсем, вырӑсла, 1983);
  • «Свет родного очага» (Тӑван кил ҫути, вырӑсла, 1987);
  • «Ирхи йӗрсем» (2004);
  • «Вут-тӑвӑллӑ ҫулсем» (2004);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-03-31 10:28:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3228 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org